Юнкун, 08.05.2024, 19:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Раштав » 25 » Çĕнĕ Çул çитнĕ ятпа Сире!
Çĕнĕ Çул çитнĕ ятпа Сире!
19:30
Сăн ÿкерчĕкУрамра та кĕçĕр ытарми çанталăк,
Çаврака çут уйăх çăлтăр кӳллинче.
Кĕçĕр Çĕн çул каçĕ. Иртрĕ пĕр çулталăк.
Хăнасем уявăн мăн кĕрекинче.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар,
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Çĕн Çула чыслар.

Пурнăç хăмăтне халь талпăнса туртмашкăн
Çăмăл мар кирек кама та, çăмăл мар.
Икĕ ал валли те кирлĕ ĕç тупмашкăн
Тӳр килет тăкмашкăн сахал мар-çке тар.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар.
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Уява чыслар.

Ерипен пулин те пурнăçа кĕрсен
Кăмăл-туйăм йĕнерленĕ ĕмĕтсем.
Икĕ алăра юратнă ĕç пулсан
Пурăнатпăр-ха, пурăнатпăр, тусăмсем!
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар.
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа.
Çĕн Çула мухтар.      (Анатолий Чебанов)
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 604 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz