Шăматкун, 27.04.2024, 04:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Пуш » 12 » Çăварние ăсатрĕç
Çăварние ăсатрĕç
18:09
Сăн ÿкерчĕк
Мартăн 6-мĕшĕнче Красноармейскинче хĕле савăнăçлăн ăсатрĕç.  Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров уçрĕ, пухăннисене праçник ячĕпе саламларĕ. Районти халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем сцена çинчи уява йĕркелесе ертсе пычĕç. Ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем юрă-ташăра тупăшрĕç, "Тĕлĕнтермĕш алсиш", "Камăн икерчи нумайрах та тутлăрах" конкурссене хутшăнчĕç. Халăх вăййисем — "Икерчĕллĕ шашка турнирĕ", вĕрен туртасси, çăпатапа чупасси тата шăпăр ывăтасси — те пулчĕç. Кăмăллакансем "тройка" çунисем çине ларса ярăнма пултарчĕç. Райпо сутуçисем тутлă шашлăкпа, икерчĕпе, вĕри чейпе сăйларĕç. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем пĕчĕккисен конкурсĕсене ирттерчĕç. 
Уяв вĕçĕнче конкурссенче çĕнтернисене чысларĕç. "Тройкăсен" ăмăртăвĕнче ванюшкассисен çуни (лавçи Ю.Платонов, параппанçи А. Леонтьев, купăсçи А. Терентьев) мала тухрĕ. 
Уяв çăварни катемпине çунтарнипе вĕçленчĕ.

========================================================================
Кăрлач сиввисем шатăртаттарса иртсе кайсан каçхи тўпене çĕнĕ уйăх — нарăс уйăхĕ шуса тухать. Нарăс уйăхне кĕрсен вара ял халăхĕ Аслă çăварни кунĕсене кĕтет, яш-кĕрĕм, хĕр упраç уява хатĕрленме тытăнать. Çăварни чупма юратакан çамрăксем çĕнĕ шупăрсем, çўçеллĕ тутăрсем, илемлетнĕ саппун-аркăсем, сарă кĕрĕксем хатĕрлеççĕ. Каччăсем хĕрсенчен маларах хатĕрленме тытăнаççĕ. Лашисене кунсеренех сĕлĕ çитереççĕ, шăвараççĕ, пăхаççĕ. Çунисем хитререх курăнччăр, хĕрсем ан тиркеччĕр тесе юсаса илемлетеççĕ.
Çăварни эрнин малтанхи вырсарни кунне аслă çăварни тенĕ, ун хыççăнхи тунти кунпа ытлари куна та аслă çăварни шутне кĕртнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарнине кĕçĕн çăварни тенĕ, ун умĕнхи эрне кунпа шăмат кун та кĕçĕн çăварни шутне кĕрсе кайнă. Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Тăвайккинчен чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парнесем панă: мăйăр, пĕремĕк, вăрă т.ыт.те. Çав ачан алли çăмăл тесе шутланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçласа пама та ăнах хушнă.
Çăварни кун вара тăвайкки шавласа, кĕрлесе кăна тăнă:
Çăварни! Çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?

* * *
Çăварни! Çăварни!
Çăварна карса кил!
Çăвар туллийĕ икерчи,
Картлă-картлă пашалу,
Карчĕ сайран çу юхать;
Пилĕклĕ-пилĕклĕ пĕремĕкĕ,
Карчĕ сайран пыл юхать.
Çерçи ури хуçма каякан ачасене çамрăк инкесем кантăр вăрри, ăшаланă пăрçа, хĕвел çаврăнăш, ывçи-ывçи сар мăйăр туха-туха панă, çуллă икерчĕ-кукăльсемпе хăналанă. Тăвайккинчен ярăнса анакан ачасем пĕринчен тепри ирттерсе инçерех ярăнса кайма тăрăшнă. Пурте: «Кантăр вăрăм ўстĕр! Çерçи ури хуçăлтăр. Кантăр пуçне ан сăхтăр!» — тесе кăшкăрашнă, кантăр вăррине сапса пынă. Ватăсем каланă тăрăх, инçерех ярăнса каякан ачан кантăрĕ вăрăмрах, сўсĕ тикĕсрех пулать.
Кăнтăр çывхараспа кĕçĕн çынсем, çĕнĕ инкесем, кăмака хутса кăларса тăвайккине ачасемпе пĕрле ярăнма килнĕ. Вĕсен пĕрре те пулин тăвайккинчен ярăнса анмаллах пулнă. Енчен ярăнма тухмасан йĕтĕн-кантăр ăнса пулмасть тенĕ.
Кăнтăрла тĕлнелле çамрăксем те ярăнма тухнă. Вĕсем вара хĕвел курăнми пуличченех тăвайккинче савăннă. Çамрăксем ярăнса ывăнсан ватă кинемейсемпе мучисем пырса çитнĕ. Вĕсем те пĕрер хут ярăна-ярăна аннă. Вĕсене çăварни карчăкĕсем тенĕ.
Тепĕр кунне çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене çын паллас çук капăрлатса лартнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ лентăсемпе илемлетнĕ. Пĕкĕсем çине виçшер шăнкăрав çакнă, çуни хыçĕсене лентăллă пиçиххисемпе илемлетнĕ. Вара пурте хăйсем суйласа хунă хĕрсене лартса килрен киле çўренĕ, вун пĕр сехетсем тĕлнелле пур çамрăк та лашисемпе ял пуçне пуçтарăннă. Кунта тĕрлĕрен вăйăсем вылянă, пĕр-пĕринпе курса калаçнă, ялти ĕçченсене мухтаса парнесем панă. Ачасем сăвăсем каланă, юрăсем юрланă, çынсене савăнтарнă. Каччăсем лашисене чуптарса виçĕ çаврăм тунă. Çакăнта чи илемлĕ лашасене суйласа илнĕ те хуçине парне парса чысланă.
Пирĕн лаши лаша пек.
Картин çинчи юман пек,
Пирĕн çуни çерçи пек,
Юман çинчи йĕкел пек.
Çапла вара, çамрăксем ир пуçласа каçчен катаччи чупнă. Темиçе яла та çитнĕ. Хурăнташĕсем патне çăварни саламĕ пама хăнана кĕре-кĕре тухнă, ют ялсенчи тăванĕсене çăварни ăсатма пыма чĕнсе хăварнă. Хăшĕсем, май пуррисем, хăйсемпе пĕрлех лартса килнĕ.
Перĕн учĕ малалла,
Серĕн учĕ хыçалалла,
Çавах мала тохăпăр,
Эсĕр холаса çитеймĕр.
Чоптар, чоптар лашине,
Осси полтăр пĕрех хот.
Кĕртсе лартăр хăнине,
Çавах нумай ĕçес çук.
Кўлсе тохрăм лашине
Паян праçник тенипе.
Хытă тытас пошшине
Лаши çамрăк полнипе.
Çăварни кунĕ кашни хăй патне пыракан çынна — ача-пăча-и, ватăраххи-и алăкран ирттерсе пукан çине лартнă. Çуллă икерчĕ çитернĕ, сăра ĕçтернĕ, пуянраххисем эрех те сыптарнă.
Çамрăксем лашасемпе ял-ял витĕр тухнă чухне çынсем пурте тенĕ пекех урама тухса тăрса катаччи чупакансем çине пăхса тăнă.
Яш-кĕрĕм яла çур çĕр иртсен çеç çаврăнса çитнĕ. Лашисене тăварса, шăнкăравсене илсе тепĕр çăварниччен пуçтарса хунă. Çăварни савăнăçĕ çа­кăнпа пĕтнĕ.
Эрне вĕçнелле ял вĕçĕнчи тăвайккинче улăмран ăсталаса çăварни карчăкки туса лартнă. Çăварни карчăккине çапă купи çине лайăх вырнаçтарнă. Пуçне тутăр çыхса янă, пилĕкне — пиçиххи, аллисене турат-шăпăр тыттарнă. Пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнса çитсен çăварни карчăккине чĕртсе янă. Çав вăхăтра пурте ун йĕри-тавра тăрса тухса юрă юрланă, ташланă, ачасем сăвă каланă. Ваттисем кăвайт çине çуллă икерчĕсем пăрахнă.
«Çăварни карчăкки! Выçă ан çўре. Тутă пул та чипер кай!» — тенĕ ватă çынсем.
Çакăн пек юрласа, савăнса, ташласа çăварни ăсатса янă хыççăн ачасем юлашки хут ту çине кайса ярăннă. Ыттисем вара килсене кайса сĕтел хатĕрлесе, эрех-сăра ĕçсе малалла ирхи автан сассичченех савăннă. Автансем юрласа ярсан хăнасем сĕтел хушшинчен тухнă та ырă кил хуçисене тав туса, пуççапса ырă сунса хăварнă. Хуçисем вара хăнисене эрех сĕнсе ăсатса кăларса янă.

Юнкă сали, Н.Г. Александрова (1974) çырса панă.

Çăварни çитсен хĕрсем салат, хăмла, çăнăх пуçтарнă та сăра вĕретнĕ, кукăльсем пĕçернĕ, пĕр пысăкрах пўртре, йышсăр çемьеллĕ çын патĕнче хĕр сăри ирттернĕ.
Çăварни чупма каччисем лашасем капăрлатса, пĕкĕсем çине шăнкăравсем çакса, çунисене те илемлетсе, хĕрсене лартса кăнтăрла пасара кайнă, каçхине çăварни чупса килсен хĕр сăри ирттернĕ. Хĕр сăри ирттерме юнашар ялтан та çамрăксем килсе кайнă. Тепĕр вырсарни кун Çăварни эрнине уявланă, ăна турхан касни тесе каланă. Унта вара юлашки сăрине ĕçсе ямалла пулнă. Кайран çичĕ эрне типĕ тытмалла. Çăварнипе Мăнкун хушшинче нимĕнле уяв та пулмасть.

Çăварни çуни çут çуна,
Çутти юлать çул çине.
Эпир кунтан кайсассăн та
Ячĕ юлать ял çине.
Çăварни çулĕ сункăллă та,
Çуни каять сункалла.
Çăварни каччи сар каччă та,
Вăл тайăлать савни çине.
Çăварни çуни ресаллă та,
Сунка каяс хуйхи çук.

Кĕрекаç ялĕ, Е.Е. Семеновăран Н.М. Александрова çырса илнĕ.

Çăварни Сурхури иртнĕ хыççăн çичĕ е тăхăр эрнерен килнĕ, кĕçĕн çăварнипе мăн çăварни икĕ уйăхра пулмалла (тĕслĕхрен, нарăс вĕçĕ, пуш уйăхĕн пуçламăшĕ). Кĕçĕн çăварни вăхăтĕнче ватти те, яшши те çунасемпе тăвайкки çинчен ярăннă, лашасемпе катаччи чупнă. Шашкара лашасемпе кайнă.

Кĕрекаç ялĕ, М.Ф. Лебедева каласа панинчен.

Çăварнире лашасем кўлсе, çăварни юррисем юрласа ярăннă. Лашисем — капăр, çунисем хитре.

Çăварни (2 хут) терĕмĕр,
Çăварни те иртсе кайрĕ.
Çăварни иртмест, ĕмĕр иртет.
Çăварни чупса килтĕмĕр,
Иртсе каятпăр — кўртсемĕр,
Тўнсе каятпăр — тытсамăр.

Чемей сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен.

Мăн çăварни кун ирхине ирех, вĕçен кайăксем çывăрса тăриччен, çунашкапа е йĕлтĕрпе ту çинчен ярăнса анмалла. Çунашка çинче: «Кантăр вăрăм пултăр! Кантăр вăрăм пултăр!» — тесе кăшкăрмалла.
Ту çинчен çунашкапа е йĕлтĕрпе кукăр-макăр ярăнса ансан кантăр кукăр-макăр ўсет тенĕ. Çур ту аяккинче чарăнса малалла ту вĕçленичченех тепĕр хут ярăнса ансан кантăр сыпăклă пулать тет. Вĕçне çитичченех ярăнса анмасан кантăр кĕске пулать тет.
Мăн çăварни кун кантăр сўсĕнчен арласа тунă çипе хутăрласан çитес çул кантăр вăрăм пулать тет.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, П.Д. Вершков çырса илнĕ. 1953 ç. ЧПГĂИ ĂА, III уйр. 121 т. 82 с.

Ĕлĕк çăварни Мăнкун типпине тухас умĕн пĕр эрне хушши пынă. Малтанхи вырсарнирен шăматчен кашни кун хĕрсемпе каччăсем, ачи-пăчи каçалапа тăвайккинче çунашкасемпе, подсанкăсемпе ярăннă. Тăвайкки янăраса кăна тăнă.
Çăварнин юлашки кунĕнче, вырсарни кун, лашасем кўлсе каччăсем хĕрсене капăр çунасем çине лартса çăварни чупнă. Вĕсем урăх ялсене те кайнă. Каччисен е хĕрĕсен хурăнташĕсем патне кĕрсе юрласа, ташласа савăннă. Çавăн пекех ача-пăча та çăварни чупса савăннă.[/j]
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 592 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Çаварни | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz