Шăматкун, 28.12.2024, 14:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 2 » “Асран кайми” ятпа вулакан аллине çĕнĕ кĕнеке çитрĕ
“Асран кайми” ятпа вулакан аллине çĕнĕ кĕнеке çитрĕ
23:20
Сăн ÿкерчĕк
"Асран кайми” ятпа вулакан аллине çĕнĕ кĕнеке çитрĕ. Авторĕсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницăллă ку ĕçе Патăрьел районĕнчи Туçа ял ĕçченĕсене сума суса хатĕрленĕ. Ум сăмахра (ăна Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ Гурий Дубров хатĕрленĕ) шăпах унăн историне кĕрсе юлнă паллă вырăнсем, йăх-тымарсем пирки çырса кăтартнă. 
Асăннă кĕнеке виçĕ тĕп пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ "Туçара — хăнара” ятлă. Унта 2002 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Н. М. Никоноров) Анат Туçана пысăк концерт программипе çитсе килни çинчен туллин каласа панă. Ку ял — кĕнеке авторĕсенчен пĕрин — Юрий Анатольевич Перепелкинăн — тăван ялĕ. Унăн аслашшĕ — Илларион Евдокимович — Социализмла Ĕç Геройĕ, ашшĕ — Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивĕçнĕ. Курав залĕнче халăх лăк тулли пулнă, красноармейскисен концертне çынсем пысăк хак панă. 
Иккĕмĕш пайĕ — "Аслисене асра тытса” ятлă. Вăл хăй тата пĕчĕкрех виçĕ сыпăкран тăрать: "Шкул музейĕнче”, "Асăну хăми уçни” тата "Палăк лартни”. Кунта сăмах 2003 çулта шкулăн пысăк залĕнче Путенесен йăх уявĕ хыççăн Социализмла Ĕç Геройне И. Е. Перепелкина халалласа Красноармейскинчи Н. А. Иванов скульптор ăсталанă бюста шкул музейне парнелени, Паттăр ячĕпе Асăну хăми уçни, ăна сума суса палăк лартни çинчен пырать. 
Виççĕмĕш пайĕ — "Ирхи тĕпел” телекăларăм” ятпа вулакан патне çитнĕ. Марина Карягина тележурналист хатĕрлекен "Ирхи тĕпел” телекăларăма 2010 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Юрий Анатольевичпа Николай Алексеевич Перепелкинсене чĕннĕ. Унта Патăрьел тăрăхĕнчи паттăр та мухтавлă çынсем пиркиех калаçу пырать. Анат Туçара Паттăр йăхсем чăннипех те йышлă: Перепелкинсем, Кузнецовсем, Барановсем, Заплаткинсем, Плешковсем, Долговсем, Маршевсем тата ыттисем те. 
Кĕнекене кунсăр пуçне тĕрлĕ тĕслĕ чылай сăн ÿкерчĕкпе пуянлатнă. Пирĕн районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев редакцилесе кăларнăскере, Шупашкарти "Çĕнĕ Вăхăт” типографире 200 экземпляр тиражпа пичетленĕ. Çапла вара çак кунсенче тавра пĕлÿçĕсем валли питĕ кирлĕ те усăллă кĕнеке "пиçсе тухнă”.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 824 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz