Эрнекун, 26.04.2024, 10:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Раштав » 22 » Асра юлнă тĕл пулу (Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май)
Асра юлнă тĕл пулу (Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май)
22:02
Сăн ÿкерчĕк
1984 çулта Шупашкарта республикăри парти организацийĕн черетлĕ конференцийĕ иртнĕччĕ.
Унта йăлана кĕнĕ йĕркепе тăхтав вăхăтĕнче сăн ÿкерчĕксем тăватчĕç. Пĕр тăхтавра эпир те ÿкерĕнтĕмĕр. Ÿкерĕннĕ хыççăн Ухсай Яккăвĕ пирĕнпе, Юрий Сементерĕн тăван районĕн делегачĕсемпе тесе, калаçу пуçарчĕ. Вăл чи малтан Л. Васильевпа, шурă çÿçлĕ ватăпа, паллашас терĕ. Ун хыççăн мана алă пачĕ те район çинчен ыйтса пĕлме пуçларĕ. Ытти делегатсем буфета кайрĕç, эпир виçсĕмĕр калаçса тăрса юлтăмăр. Ăна газ уçлакан станци ытларах кăсăклантарнă иккен. Эпĕ вăл панă ыйтусене кĕскен хуравларăм. "Уренгой — Помары — Ужгород” газ линийĕн тăршшĕ 5000 ытла километр, пурĕ газ уçлакан 45 станци, кашни пĕр-пĕринчен 100—120 километрта вырнаçнă, терĕм. Пирĕн район территорийĕнче вырнаçнă станцине "Заволжская” ят панă, мĕншĕн тесен вăл Уренгой енчен Атăл юхан шывĕн ку енче вырнаçнă. Газ пурĕ 6 пăрăхпа килет, вĕсен диаметрĕ 142 сантиметр, икĕ пăрăх газа ют çĕр-шывсене илсе каять. Станцине 1985 çулта туса пĕтерме палăртнă. Красноармейскинче унта ĕçлекенсем валли ятарлă поселок туса лартни те Ухсай Яккăвне кăсăклантарнă. Станцине туса пĕтерсе ĕçлеттерме пуçласан вăл пирĕн района килсе курма сăмах пачĕ. Ун хыççăн вăл Леонтий Васильевран Ленин ячĕллĕ колхоз çинчен ыйтса пĕлчĕ. Леонтий Васильевич ăна ĕне комплексĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Унта ферма ĕçченĕсем валли тунă ятарлă икĕ хутлă çуртра столо-вăй, канмалли тата медицина пÿлĕмĕсем пурри çинчен каласа панисем Ухсай Яккăвне питĕ интереслентерчĕç. Вăл пирĕн района килсен Упи тăрăхне те çитсе курма шантарчĕ. 
Эпир унран хăй пирки каласа пама ыйтсан, сăпайлă хуравсем пачĕ. Ухсай Яккăвĕ 1911 çулта Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Унтах пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 14 çултах ялтан тухса кайнă та Ĕпхÿри халăх çут ĕç институчĕн хатĕрленÿ уйрăмĕнче, Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университетăн литература факультетĕнче вĕреннĕ. Вăл 1940 çулта яланлăхах Шупашкара куçса килнĕ. 1941 çулта унăн "Тутимĕр” трагедийĕ уйрăм кĕнекен пичетленет. Çав çулах ăна фронта илеççĕ, корреспондент пулса вăрçă çинчен çырма тытăнать. 
1946 çулта çар хĕсметĕнчен Шупашкара таврăнать, пултарулăх ĕçĕпе кăна пурăнма тытăнать. 1950 çулта ăна "Чăваш АССР халăх поэчĕ” ят панă. 1951 çулта "Кĕлпук мучи” поэмăна уйрăм кĕнекен пичетлет. Ун хыççăн Ухсай Яккăвĕн "Акăшкÿл”, "Ту урлă çул”, "Çĕр” тата ытти кĕнекисем халăх патне çитеççĕ. 
1984 çулта Ухсай Яккăвĕн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ. 
Шел, йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1986 çулта вăл Шупашкарта вилнĕ. Ăна Пушкăртстанри Слакпуç масарĕ çине пытарнă. 
Ухсай Яккăвĕ пирĕн республикăра çеç мар, çĕр-шывĕпе паллă çын пулнă. Ун çинчен Мустай Карим çапла каланă: "Ухсай Яккăвĕ — чăн-чăн халăх поэчĕ. Пирĕн çĕр-шывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать. Эпĕ астăвасса, А. Твардовский туслă калаçусенче унăн пултарулăхне яланах ырлатчĕ, уйрăмах поэмисене палăртатчĕ. "Тĕлĕнмелле талант!” — терĕ пĕрре ун çинчен вăл”.

С.И.Железин
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 762 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz