Юнкун, 01.05.2024, 01:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Авăн » 11 » Анатолий Алексевв музыкант-юрăçа "Чăвашлăха аталалантарнăшăн" медальпе чысланă
Анатолий Алексевв музыкант-юрăçа "Чăвашлăха аталалантарнăшăн" медальпе чысланă
17:12
Сăн ÿкерчĕк

Анатолий Петрович Алексеев 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Яманак ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн, 2008 çулччен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă. Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. Çар хыççăн, 2012 çулчченех, Упири, Яманакри, Красноармейскинчи Культура çуртĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче Яманакри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Премин лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2012 çултан вара районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, çав шутра "Карай ен" пултарулăх ушкăнне те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен хорне те ертсе пырать, республикăри тата Раççейри пултарулăх каçĕсене хутшăнать. Опытлă методист хутшăннипе "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕ, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕ тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Районта вăл хутшăнмасăр пĕр пултарулăх каçĕ те, пĕр концерт та иртмест теме пулать. Унăн пултарулăхне республикăмăр та пысăк хак панă - 1992 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.П. Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 117 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz