Вырсарникун, 05.05.2024, 18:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2024 » Пуш » 8 » 2023-мĕш çулхи лауреатсене тата хастарсене чысларĕç
2023-мĕш çулхи лауреатсене тата хастарсене чысларĕç
09:25
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Нестер Янкас ячĕллĕ Премин 2023-мĕш çулхи çĕнĕ лауреатсене чысларĕç. Вĕсем Анатолий Федоров - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссер управленийĕн заведующийĕ, Татьяна Степанова - Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕ çумĕнчи "Çăлкуç" халăх театрĕн артистки, сăвăç-юрăç тата композитор пулчĕç. Лауреатсем чыслă концерт кăтартрĕç.
Кунта та хастар янкасçăсене чысларĕç. Çĕнĕ лауреатсене кăкăр çине лауреат медальне çакса ячĕç, алла ăна ĕнентерекен Диплом тыттарчĕç. Округ администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Снежана Гаврилова вĕсене саламларĕ, район энциклопедине парнелерĕ.
Кунтах пĕрлĕх хастарĕсене чысларĕç. Роза Деменцова журналиста, Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреатне, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн радиовещани аслă редакторĕнче вăй хунă, радио итлекенсем валли Красноармейски районĕн тата округĕн ĕçĕ-хĕлне çутатакан тата Трак енĕн пултаруллă çыннисемпе ентешĕсем çинчен каласа паракан сюжетсем хатĕрленĕшĕн, Турра ĕненекенсене православи чиркĕвĕн çветтуй вырăнĕсене илсе çÿресе тĕн туризмне аталантарнăшăн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медале тивĕçни синчен пĕлтернĕ. Виталий Михайлова вара нумай çул хушши чăваш культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн тата Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн нумай енлĕ ĕç-хĕлне 1989-мĕш çултанпа (35 çул хушши!) пĕр чарăнми йĕркелесе пынăшăн, çуралнăранпа 65 çул çитнĕ май Михайлов Виталий Михайлович педагог-краеведа (тавра пĕлÿçĕне) пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чысланă.
Уявра пĕрлĕх ретне çĕнĕ пайташсене илчĕç, вĕсем алла çакна ĕнентерекен удостоверенипе кăкăр çине çакса çÿремелли паллă (значок) илчĕç.
Уява Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи Иван Архипов хастар хутшăнчĕ, ентешсене тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 44 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz