Вырсарникун, 05.05.2024, 22:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2023 » Раштав » 3 » 2023 çулшăн лауреатсене палăртма сĕнÿсем йышăнаççĕ
2023 çулшăн лауреатсене палăртма сĕнÿсем йышăнаççĕ
20:46
Сăн ÿкерчĕк

2023 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнаççĕ. Çак ĕç 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти литература ĕçĕсемпе савăнтарнă, хавхалантарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкермелле, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн (канашĕн) ларăвĕнче пăхса тухса пĕтĕмлетмелле. Кандидатсенчен автобиографи, çирĕплетнĕ пултарулăх характеристики кĕтетпĕр. Правлени округăн Тĕп библиотекăн вулавăш пÿлĕмĕнче (2-мĕш хутра) вырнаçнă.
Наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ - Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999).

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 72 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz