Эрнекун, 03.05.2024, 18:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Кăрлач » 5 » 2021- мĕш çулшăн Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тăратаççĕ
2021- мĕш çулшăн Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тăратаççĕ
22:11
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2021 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2022 ҫулхи нарăсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата муниципаллă округри ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Премие тивӗҫлӗ кандидатсене Нестер Янкас ҫуралнӑ кунччен икӗ уйӑх малтан тӑратма пуçлаҫҫӗ. Кандидатсене политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем, ӗҫ коллективӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ ята пама пӗрлӗх правленийӗ ятарлӑ комисси йӗркелет. Комисси йышӗнче культура, искусство тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсем ҫурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органӗсем хӑйсем хушшинче калаҫса килӗшсе, пӗрлӗхӗн хывӑм-счечӗ ҫине ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ хывса пухаҫҫӗ. Преми лаурачӗсен уйрӑм спонсорсем те пулма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне спонсорсен хӑйсен ирӗкӗпе пухнӑ укҫа-тенкӗпе ятарлӑ комисси суйласа илнӗ ҫынна преми пама ирӗк пур. Премие укҫалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шутне Преми паракан ятарлӑ комисси палӑртать. Вӗсене уйрӑм ентешсене, ҫав шутран округ тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнакан, литературӑра, искусствӑра тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ентеше, пултарулӑх енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн параҫҫӗ. Уйрӑм премие пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлӑ тата фермер хуҫалӑхӗсене, коммерцилле майпа ӗҫлекен фирмӑсене пама пултараҫҫӗ.

Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) параҫҫӗ. Кандидата тӑратакан политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем ҫакна ҫирӗплетекен Свидетельство илеҫҫӗ. Вӗсене Неҫтӗр Янкаса халалланӑ уяв каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура парса чыслаҫҫӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 125 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz