Вырсарникун, 22.12.2024, 23:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Пуш » 5 » 2012 çулшăн паракан Нестер Янкас Премийĕн лауреачĕсем паллă
2012 çулшăн паракан Нестер Янкас Премийĕн лауреачĕсем паллă
22:01
Сăн ÿкерчĕк
Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта 2012 çулшăн Нестер Янкас премине парас ыйтăва пăхса тухрĕç.
Чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2012 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн хисеплĕ ятне 2 çын тивĕçрĕ. 
1. Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă çыравçи — Раççей Писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Петрович Ишентей — 2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Планетăпа чĕре” ятлă сăвăсен кĕнекишĕн. 
Вăл 1953 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Тури Шурçырма ялĕнче (халĕ Çĕрпÿ районĕ) çуралнă. Унтах пурăнать. Красноармейски вăтам шкулĕ хыççăн икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Ял хуçалăхĕнче, вĕрентес ĕçре, журналистикăра вăй хунă. Халĕ — "Капкăн” журнал редакторĕ. Нумай кĕнеке авторĕ. 
Преми илме ăна районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ тăратнă. 
2. Районти тата республикăри хаçатсен активлă публицисчĕ, хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе çырнă нумай наука ĕçĕсен авторĕ Анатолий Иванович Скворцов 2012 çулта пичетленнĕ статьясемшĕн. 
Вăл 1948 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче хамăр районти Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралнă, Вăрманкас Шетмĕ ялĕнче пурăнать. Мăн Шетмĕри вăтам шкул хыççăн, ĕçленĕ хушăрах, Чăваш ял хуçалăх институчĕн зоотехниксем хатĕрлекен факультетри хурт-хăмăрçăсен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, чылай çул хушши хăйĕн специальноçĕпе тăрăшнă. Халĕ те "Пчеловодческое” ООО директорĕнче ĕçлет. Ку таранччен хурт-хăмăр ĕçĕн темисемпе тĕрлĕ хаçат-журналсенче, наука ĕçĕсен пуххисен кĕнекисенче 41 пысăк ĕç пичетленĕ. 
Преми илме ăна Чăваш Республикинчи "Красноармейски районĕнчи "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” автономлă учрежденийĕн коллективĕ тăратнă. 

Н. Ершов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz