Эрнекун, 26.04.2024, 12:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 25 » КАЧАКАН ТА ÇИЛЛИ ПУР. Калав. 2-мĕш пайĕ
КАЧАКАН ТА ÇИЛЛИ ПУР. Калав. 2-мĕш пайĕ
19:25
Сăн ÿкерчĕк
Ĕçсĕр аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек Матви пичче çенĕкри кĕнеке çӳлĕкĕнчи ăпăр-тапăра кĕлете йăтма пуçларĕ. Карчăкне мĕшĕлти тесе вăрçрĕ. Ирхи ултă сехетре тутлăн карăнса тухакан кинĕн кăмăлне пăсрĕ.
– Эсĕ паян ире усăсăр ирттертĕн, çăкăр çимелĕх мар, яшка çимелĕх те пĕр пĕрчĕ ĕç тумарăн, – терĕ.
– Ну, çак мăйракасăр старике, татах кăмăла пăсасшăн, юрать шкула каймалла, – шутларĕ кинĕ чышкине çанни ăшне пытарса. Çăвăнса-тасалса çимесĕрех ĕçне – ачасем патне – тухса чупрĕ.
Вăрçа хирĕç – вăрçăпа. Кинĕпе хуняшшĕ хушшинчи лару-тăру çивĕчленсех пычĕ. Канмалли кун тасатма тытăнсан Света Петровсен 30 çулхи кĕпе çумалли машини юрăхран тухасран, çĕмĕрĕлесрен чунтан хăрарĕ. Атийĕшĕ сăнасах тăрать. Пӳрнипе шаккаса пилĕк минут çавăрттармалла та виçĕ минут кантармалла, шывĕ лĕп пултăр, порошокне перекетлесе яр... тет.
Тупата хăлха çĕрет. Кинĕн чăтăмлăх хутаççи пушансах пырать. Ахаль те чĕлхине ирĕке ярас мар тесе шăпăрт кăна ĕçлет.
– Шывне кил картишне ан тăк, çырма хĕрринех кай. Ку шăлавара ан çу, икĕ эрне çеç тăхăннă. Ку костюма каялла хур, çаннисем тавăрăнса каяççĕ, хури паллă мар-ха. Те эс порошоклă шывна кашни çаврăнмассерен тăкатăн... – янрашать те янрашать.
– Ати, хамах пĕлетĕп. Веçех вĕрентсе ан тăр ĕнтĕ, лăплансам.
– Ха, кин, тавлашатăн-ха тата, хирĕç чĕнсе ан тăр...
Çак сăмахсене илтсен Света хуняшшĕне аллинчен çавăтсах тĕпелтен кăларса ячĕ.
– Ати, качакан та çилли пур, мăйракисемпе еплерех хăмсарать, путсĕрленет, анчах та пур япалан та вĕçĕ пулмалла. Каплах пулсан епле пурăнас? Çуртăртан кăларса ярас тесен тӳрĕрен кала. Мĕнпур ĕçне Валерикпе иксĕмĕр тăватпăр. Мĕн килĕшмест сана, çилленсе пурăнатăн. Каçарар пĕр-пĕрне. Çилĕпе пурăнма май çук. Ыратман пуçсене ыраттаратпăр, кăмăлсене пăсатпăр. Мĕн калан, ати, мирлешĕпĕр-и е малашне те çилленсе пурăнар?
Света йĕпе аллине ал шăллипе типĕтрĕ,чакăр куçĕпе хуняшшĕне тинкерчĕ. Кĕпесем çăвакан машинине сӳнтерме вăхăт çитнине пăхмасăр пĕр вырăнта тăчĕ. Ватти мĕн калать. Кунашкал çил-тăман кăларса пурăнаймасть вăл урăх. Килне пăрахса кайма хатĕр.
– Ват çын тăват çын тетпĕр те, яланах ăслă пулаймастпăр çав, кинĕм, сăнатăп та эсĕ аван çын, каçар эппин. Качака пирки тĕрĕсех каларăн. Çилленсе çӳрени сиен çеç кӳнине хам та пĕлетĕп.
Кинĕпе упăшки пĕр сăмахлă пулнăшăн, мирлешнĕшĕн Натали аппа та савăнчĕ. Ахаль те йăваш чĕри тинех çăмăллăн сывласа ячĕ. «Маттур, шухăшлакан ăслă кин лекрĕ ывăла, килĕштерсе пурăнасчĕ», – терĕ.
                                                                                          ■ Елена АЛЕКСЕЕВА.
 


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 611 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz