Тунтикун, 14.07.2025, 11:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Михаил Дмитриев композитора пĕрлĕхĕн медалĕпе чыслама йышăннă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе чыслас енĕпе ĕçлекен комиссин

2025 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

аллă иккĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Никоноров Н.М., музыкант-композитор, Чăваш Республикин музыкăпа хор обществин Красноармейски округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ тата музыка енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски округĕнчи уйрăмĕн канашĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2013), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа Заволжски клубĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн, районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, илемлĕ юрăсем çырса тата харпăр хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен кĕввисене районти, республикăри ĕç çыннисем хушшинче анлăн сарнăшăн тата çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Дмитриев Михаил Васильевича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2025 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Красноармейски салинче ирттерекен «Акатуй» уявĕнче тăвас.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /Н.М.Никоноров/

28.04.25

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (01.05.2025) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 9 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz