16:44
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне ертсе пырас ĕçре хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн, чăваш литературине тата наци юрри-кĕввине Трак енре тата республикăмăрта аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, çуралнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председательне, журналиста, çыравçăна, таврапĕлÿçĕне, композитор-музыканта, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Н.К. Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреатне Иван Афанасьевич Прокопьева «Чăваш культу
17:16
mixaj_58
Нумай çул хушши чăваш культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн тата Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн нумай енлĕ ĕç-хĕлне 1989-мĕш çултанпа (35 çул хушши!) пĕр чарăнми йĕркелесе пынăшăн, çуралнăранпа 65 çул çитнĕ май Михайлов Виталий Михайлович педагог-краеведа «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!
17:14
mixaj_58
Роза Трофимовна Деменцова журналиста, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн радиовещани аслă редакторĕнче вăй хунă, радио итлекенсем валли Красноармейски районĕн ĕçĕ-хĕлне çутатакан сюжетсем хатĕрленĕшĕн, Турра ĕненекенсене православи чиркĕвĕн çветтуй вырăнĕсене илсе çÿресе тĕн туризмне аталантарнăшăн пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе чысланă Саламлатпăр!
23:13
mixaj_58
Нумай çул хушши чăваш культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмне пĕр чарăнми 10 çул йĕркелесе пынăшăн, çуралнăранпа 65 çул çитнĕ май Михайлова Зинаида Петровна педагог-вĕрентекене «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чысланă. Саламлатпăр!
21:49
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ, асăннă обществăн"Чăвашлăха аталантарнăшăн" медаль кавалерĕ Николай Яковлев юрăç çуралнăранпа 70 çул тултарнă май "Чăваш культурине тата искусствипе литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденне илме тивĕç пулнă. Ăна уявра - пултарулăх каçĕнче пĕрлĕхĕн председателĕ Иван Прокопьев тата унăн çумĕ Виталий Михайлов чысланă. Саламлатпăр!
16:55
mixaj_58
Районти тата округри культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, пултарулăх ĕçĕнче сумлă çитĕнÿсем тунăшăн, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ председательне Николай Гаврилович Ершов – Янгере «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа чыслама йышăннă. Саламлатпăр!
20:46
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумне, Чăваш халăх академикне Виталий Михайлович Михайлова Красноармейски район энциклопедине çырас ĕçре хастар пулнăшăн тата наукăри сумлă ĕçсемшĕн Чăваш наци академийĕ Н.В. Никольский ячĕллĕ орденпа наградăланă. Саламлатпăр!
22:59
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн хисеплĕ председательне Николай Ершов - Янгер поэта Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 30 çул тултарнă ятпа "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденпа наградăланă. Саламлатпăр!
21:45
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн председательне Иван Афанасьевич Прокопьева Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн президиумĕ йышăннипе пĕрлĕх 30 çул тултарнă ятпа Аркадий Айдак ячĕллĕ "За службу народу" орденĕпе наградăланă. Саламлатпăр!
22:21
mixaj_58
Красноармейски шкулĕн вĕрентекенне, район энциклопедин тĕп редакторне Виталий Михайлова «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» («Заслуженный деятель этнокультуры») хисеплĕ ят парса чысланă. Саламлатпăр!
09:04
mixaj_58
Красноармейски ял тăрăхĕн общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕнче çирĕм çул ытла ĕçленĕ Иван Афанасьевич Прокопьев журналист-таврапĕлỹçĕне (вăл кунпа пĕрлех халĕ районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пырать) “Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панă. Саламлатпăр!
14:49
mixaj_58
Янкасçăсем! Автан çулĕнче çунатăмăрсем ан хуçăлччăр, сассăмăрсем тата уçăмлăрах пулччăр, ăна пурин те илтмелле пултăр, вăй-хал ан иксĕлтĕр, чун-чĕре хĕрÿлĕхĕ ан чактăр, Пÿлĕхçĕ сывлăх патăр...
12:35
mixaj_58
Хаклă ентешĕмĕрсем!
2016 çул çитрĕ. Çĕнĕ çул каçалăкĕ умĕнче эсир чăвашлăха
аталантарса, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ырă йăла-йĕркене
халăхра сарас ĕçре паха та кирлĕ çитĕнÿсем тунине пĕлетпĕр.
Çĕнĕ çулта тăван халăхăн культурине, чăваш чĕлхин сумне, ун
талккăшне сарас енĕпе пĕрле ĕçлессе шанатпăр, сире ырлăх-
сывлăх, иксĕлми телей, тăван халăхшăн тата та ырă ĕçсем тума
вăй-хал сунатпăр.
ÇĔНĔ ÇУЛПА, ТУССЕМ!
12:52
mixaj_58
Янкасçăсем! Лаша çулĕнче такăнмалла ан пултăр, çулĕ тăвалла пулин те урхамахĕ ан чăхăмлатăр, вăй-хал ан иксĕлтĕр, чун-чĕре ăшши ан сÿнтĕр, Турă сывлăх патăр...
13:22
mixaj_58
Çĕлен çулĕ çитрĕ чăшлатса... . Саламлатăп чунтан, тусăмсем! Чир-чĕр тартăр сиртен хăраса, чĕрере ялкăшайтăр хĕлхем.
=Виталий Михайлов=
19:45
mixaj_58
"Трак ен" халăх фольклор ушкăнне тата унăн ертÿçине Н.М.Никонорова çак ушкăна йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр!
=Янкасçăсем=
15:38
mixaj_58 E W
Николай Гаврилович Ершов çыравçăна 70 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Поэтăн пултарулăх лаççинче тата нумай сăвă-юрă калăплантăр, мехел çăлкуçĕ иксĕлми тапса тăтăр. Ырă сунса - янкасçăсем.
13:10
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 11-б класĕнче вĕренекен Алексей Михайлова Чăваш Ен Элтеперĕн 2012 çулхи стиендиачĕ ята тивĕçнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр!
21:43
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 9-б класĕнче вĕренекен Алексей Михайлова Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри "Симĕс планета - 2011" форумра экологи темипе ирттернĕ
веб-сайтсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ-лауреат ятне çĕнсе илнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр.
23:08
mixaj_58
Кунта пĕр-пĕрне саламлама пултаратăр!
15:00
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 10-б класĕнче вĕренекен Алексей Михайлова Республикăра Вĕрентекен çулталăкне халалланă "XXI ĕмĕрти учитель. Чи лайăх сайт" конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа саламлатпăр!
20:20
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçине Георгий Туслине районти ветерансен канашĕн председательне суйланнă ятпа чÿн-чĕререн саламлатпăр. Çак ĕçе тивĕçлипех хавхаланса туртса пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Салампа - пĕрлĕх пайташĕсем.
19:14
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 9-б класĕнче вĕренекен Алексей Михайлова Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри "Симĕс планета - 2010" форумра экологи темипе ирттернĕ
веб-сайтсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр.
14:08
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 9-б класĕнче вĕренекен Алексей Михайлова Республикăри "Симĕс планета - 2010" форумра экологи темипе ирттернĕ
веб-сайтсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр. Мускаври форумра та çĕнтерессе шанса тăратпăр. Салампа - пĕрлĕх правленийĕ.
15:06
mixaj_58
Красноармейски район хаçачĕн ырми-канми ĕçченĕсене тата И.А.Афанасьев редактора, ун çумне Юрий Борисова тата Георгий Туслипе Владимир Егоров сăмах ăстисене "Ял пурнăçĕ" ("Колхозник") хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Хамăр юратнă хаçат малашне те пуян содержаниллĕ пуласса тата ăна вулакансен шучĕ чакмасса шанса тăратпăр. Салампа - янкасçăсем.
20:03
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн модераторне, Красноармейски 2-мĕш шкулĕнчи 9-б класра вĕренекен Алексей Михайлова Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн ятарлă стипендине 2010-мĕш çулта илме тивĕçлĕ пулнă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, çĕнĕ çулта тата пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатпăр. Пĕрлĕх правленийĕ.
19:23
mixaj_58
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсене тата вĕсен ĕçĕ-хĕлне ырлакан, çак ĕçре ырми-канми пулăшса пыракан ырă тăванăмăрсене Çĕнĕ 2010-мĕш Çул çитнĕ ятпа тата Сурхури уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунатпăр. Пĕрлĕх правленийĕ.