Эрнекун, 29.03.2024, 03:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Асаилÿсем

Пĕрлĕхе йышпа ертсе пыратпăр./Н.Г.Ершов поэт асаилĕвĕ
Çапла, 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ Красноармейски районĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн нихçан манми кун пулса юлчĕ. Трак тăрăхĕнчи писательсемпе поэтсем, хăй тĕллен вĕреннĕ композиторсем, художниксем, таврапĕлÿçĕсем пĕр чăмăра пĕрлешрĕç çавăн чухнехи пухура. Ку пире, пĕр енчен илсен,  питĕ савăнтарчĕ, тепĕр енчен илсен,  халăх умĕнчи яваплăха ÿстерчĕ. Тинех эпир общество вырăнĕнче тивĕçлĕ вырăна лартăмăр. Район ертÿçисем пире пĕр вăя чăмăртанса хамăр тĕллĕн аталанма ирĕк пани чуна çĕклерĕ. Пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани те унăн пĕлтерĕшне хăпартрĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç вăл районтан тухнă чи малтанхи профессилĕ çыравçă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, унăн таса ятне, нумай çул иртсен пулин те,  каялла туллин тавăрчĕ.
Эпĕ те, Трак енĕн ытти пултаруллă çыннисемпе пĕрлех, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе çав кун кĕтĕм. Пурте ятарлă ведомоçа член укçи пухни çинчен алă пусрăмăр. Ку хут халĕ те упранать. Пирвайхи ертÿçĕ Анатолий Раськин поэт, вăлах музыкант тата врач, çак ĕçе хастаррăн кÿлĕнни ырă тĕслĕхчĕ. Йывăр лава тапса туртни куллен сисĕнетчĕ. Вăл тăрăшнипе тата çине тăнипе Илья Степанов культура ĕçченĕ тата композитор çырнă юрăсен пысăк пуххине хатĕрлесе кăларма мехел çитерчĕç янкасçăсем. Çакăнта манăн та тÿпе пур тесшĕн эпĕ.
Кăшт каярах мана та правлени йышне кĕртрĕç. Поэзи секцине шанса панăччĕ. ларусене йĕркеллĕ çÿреттĕм. Çавна пула пичетре час-часах манăн хайлавсем тухатчĕç. 1992 çулхи сăвăсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине пачĕç. Çавсене шута илсе пулĕ, 1996 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ черетлĕ конференцинче мана пĕрлĕх ертÿçине суйларĕç. Эпĕ пĕрлĕхĕн черетпе суйланнă тăваттăмĕш ертÿçĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăм. Пĕччен мар, паллах. Пĕрлĕхе йышпа ертсе пыраттăмăр. Кирек хăçан та сиксе тухакан ыйтусене çийĕнчех тастса пама пултаракан, хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртса пурнăçа кĕртме тăрăшакан юлташсемччĕ пирĕн йышра: Владимир Серафимов, Светлана Никитина, Виталий Михайлов, Юрий Шепилов, Георгий Ефимов, Зоя Смирнова, Николай Иванов, Светлана Гурьева, Зинаида Михайлова, Владимир Константинов, Михаил Тимофеев (Шетмĕ Михали) тата ыттисем те. Пурне те каласа пĕтерме те çук. Вĕсемех секци ертÿçисем шутланнă: проза, поэзи, музыка, ÿнер, таврапĕлÿ, художество пултарулах енĕпе. Хамăр йĕркеленĕ мĕн пур ĕçсенче пирĕн район тăрăхĕнчи активистсен, культурăпа искусство тата пичет органĕсенче ĕслекенсен тÿпи пысăк. Эпир хамăр çине явап тиесе илнĕ ĕçсене пĕрлехи вăйпа, тулли кăмăлпа, тÿрĕ чунпа, чун-чĕререн тухакан хавлпа пурнăçласа пынă, халĕ те çаплах. Çак ĕçре Трак тăрăхĕнчи ялсенчи культура çурчĕсенче вăй хуракансене те тав сăмахĕ калас килет.
Эпĕ пĕрлĕхе ертсе пынă вăхăтра чылай яваплă ĕç-хĕле йĕркелесе ирттерме тиврĕ. Кунта ĕнтĕ çулленех Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнисене чысланине кĕртмĕпĕр, мĕншĕн тесен вăл хăй еккипе пулса иртмелли ĕçсен шутне кĕрет. Чи малтанах "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă фестивальне ирттересси пирки ырă пуçару тунине асăнмалла. 1997 çултанпа çуллен пулса пычĕç унан концерчĕсем. Малтанах - ялсенчи культура çурчĕсенче, каярах - районти культура çуртĕнче. 2004 çултанпа вара ку фестиваль республика шайне куçрĕ. Шетмепе Çавал юхан шывĕсем тăрăх вырнаçнă районсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем те хутшăнма пуçларĕç унта.
Нестер Янкас çуралнаранпа 90 çул çитнине чаплăн уявлани те куç умĕнчех. Вăл çуралса ÿснĕ Янкас ялĕнче унăн музей-пÿлĕмне уçрăмăр. Музейăн обществăлла канашен ертÿçи пулма та мана шанчĕç. Ку таранчченех пурнăçласа пыратăп ку тивĕçе. Унсар пуçне перлĕхен 10 тата 15 çулхи юбилейĕсене те ирттерме тÿр килчĕ мана. Чăнах та, çăмăл мар ку ĕçсене йĕркеле ирттерме. Ун чухне хамăрăн ĕçтешĕмĕрсене хавхалантарма тĕрлĕ май шыраттăмăр, район хаçатĕнче вĕсен ĕç-хĕлне çутатакан ятарлă страница та кăларма май пурччĕ. 
Пурнăç малаллах шавать. Самана сывлăшĕ çĕнелет, тавра курăм улшăнать - çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Çавна май Нестер Янкас пĕрлĕхĕн Уставĕпе Премине памалли йĕркере улшăнусем кĕртме тивре: малашне конференци çулталакра пĕрре мар, икĕ çулта пĕрре иртет, Нестер Янкас ячĕллĕ Премине кашни çулшăн пĕр çынна çеç параççĕ. Унччен çулсерен 5 енлĕ пултарулăхшăн (литературăри, музыкăри, юрă-кĕвĕри, ÿнерти паллă ĕçсемшĕн тата пĕр-пĕр пултарулăх ушкăнĕн çитĕнĕвĕсемшĕн) 5 преми панă. Преми спонсорĕсем малтан обществалла организацисем шутланна пулсан, халĕ - Преми илме кам сĕнÿ тăратнă, çав спонсор шутланать.
Çапла 11 çул çурă тытса пытăм пĕрлĕх тилхепине.  Пенсие тухсан та 5 çул тимлерĕм çак ĕçре. Сывлăх хавшарĕ. Çав хушăрах мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хамран тăкакларăм пуль. Çакăншăн çемьерен те ят тивмесĕр пулмасть. Çаванпа та 2007 çулхи утă уйăхенче хама çак обществăлла ĕçрен хăтарма ыйтрам правлени ларăвĕнче. Ман ыйтăва тивĕçтерчĕç, нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç, "Нестер Янкая пĕрлĕхен хисеплĕ ертÿçи" ят пама йышăнчĕç, тепĕр конференцире çакна ĕнентерекен Диплом парсах чысларĕç. Халĕ те пĕрлĕх ертÿçин - Георгий Ефимович Туслин çумĕ, правлени членĕ шутланатăп. Вăй пур чухне хамран мĕн килнине тусах пырасчĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх вучахне сÿнме парас марччĕ, Трак ен культура аталанăвне хĕм парса тăма хевте çитерсех пырасчĕ. Çапла пултăрах!
Категори: Асаилÿсем | Кам хушнă: mixaj_58 (17.12.2009)
Миçе çын вуланă: 440 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz