Юнкун, 24.04.2024, 20:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Асаилÿсем

Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - 25 çулта: “Эпир пулнă, пур, пулатпăр..!” /Г.Л.Тусли публицист асаилĕвĕ

Çапла çирĕппĕн те уçăмлăн калама, хамăр сассăма пама сăлтавĕ те пур пирĕн. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнатпăр, тăрăшатпăр, малалла утатпăр вĕт эпир. 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ. Çак кун Трак тăрăхĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн, сỹнми çăлтăр евĕр, нихăçан манăçми кун пулса юлчĕ. Тĕрĕссипе, историн анлă çул-йĕрĕнче Красноармейски районĕнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ чăмăртанни тăван республикăра — Чăваш Енре ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ тесшĕн эпĕ. Чăн малтанах ăна йĕркелеме, пĕрремĕш утăма çирĕппĕн ярса пусма ăс-хакăл, вăй-хал тата, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, анлă шухăш-пуçарăва çутта кăларма çине тăнă ентешĕмсене ят-хушаматранах асăнассăм килет. Çав хастар йышра пĕрремĕш ретре халĕ Красноармейскинчи вăтам шкулта çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ паракан, Çырмапуç Карайра çуралса ỹснĕ, мĕн ачаранах фольклор тĕнчине парăннă патвар шăмшаклă, çирĕп утăмлă, чăн-чăн чăвашлăхшăн чун-чĕре уççипе çунакан Виталий Михайлович Михайлова палăртасшăн. 1989 çул... Çĕршывăн ун чухне çĕнетỹ тапхăрĕн — перестройкăн хĕрỹ вăхăчĕ. Ентешĕм çав тапхăрта парти райкомĕн идеологи пайĕн инструкторĕччĕ. Паллах, Мăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕнчи культура пурнăçĕн малашлахĕшĕн, аталанăвĕшĕн яваплă çынччĕ вăл. Муркаш тăрăхĕнчи тури чăвашсем, чăваш маттурĕсем "Вирьял" юхăм йĕркелеме шут тытнă та форума Трак енсене те çитсе курма йыхрав янă-мĕн. Фольклор уявне Трак тăрăхĕнчи юрăпа ташă ăстисен пĕр ушкăнĕ хутшăннă ун чух. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ванюшкасси каччи Ю. Миронов баянпа выляса чăваш халăх юррине В. Михайлов шăрантарнă. Пăр вырăнтан тапраннă. Район ертỹçисем те вырăнти çыравçăсене, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене, ỹнерçĕсене, таврапĕлỹçĕсене, юрăçсене пĕр чăмăра пĕрлешме, пĕр ĕмĕт-шухăшпа вăл е ку творчество лаççинче тар кăларма ирĕк пани савăнтарать пире. Паллах, пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани те унăн пĕлтерĕшне татах хăпартрĕ, Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи пĕчĕк мар Янкас ялĕнчен тухнă, чăвашри чи малтанхи мухтавлă çыравçă ячĕ çуталчĕ, халăх умне тепĕр хут таврăнчĕ тесшĕн эпĕ. Асăннă пĕрлĕхĕн (обществăн) Уставне тата Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен премин положенине те пăхса тухса хушăмсем кĕртсе çирĕплетнĕ. В. Михайлов хăйĕн шухăш-кăмăлне раштаври пысăк пĕлтерĕшлĕ, район пурнăçĕнчи малашлăхлă пĕрремĕш конференцинче уçнă: "Ертỹçи халăхран пулсан аванрах" , — тенĕ. Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн "тилхепине" 1990 — 1992 çулсенче райбольницăри А. Раськин тухтăр-рентгенолог, 1992 — 1994 çулсенче В. Михайлов вĕрентекен, 1994 — 1996 çулсенче В. Константинов учитель,1996 — 2007 çулсенче Янкасри Н. Ершов-Янкер çирĕппĕн тытрĕç, сумлă утăмсем турĕç. Пĕрлĕх вăйĕнче вĕсем кашниех харпăр хăй пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, тавракурăмĕпе, ыркăмăллăхĕпе ырă йĕр хывнă. Тавах вĕсене, хастарсене, ỹркенменскерсене! Мана Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертỹçи пулма 2007 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче шанчĕç. Хăшĕ-пĕри "сỹнет кĕçех унăн вучахĕ" теме те пăхрĕ, ĕç-пуç хăй еккипе кайса вутă-шанкă хуман кăвайт пек пулса пачах сỹнсе ларасса шанчĕç пулас. Манăн асăннă пĕрлĕхĕн тăваттăмĕш ертỹçи Н. Ершов пирки, пĕрлĕх членĕн чун хавхаланăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, талпăнăвĕ пирки ăшпиллĕ те тарават сăмахсем каласшăн. Ĕçлет, малалла талпăнать, вăхăт çук тесе сăлтав шырамасть тивĕçлĕ канури ентешĕм-çыравçă, 1992 çулшăн Н. Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕскер. Пĕрлĕхĕн ертсе пыракан органĕ — пĕрлĕх правленийĕ. Ăна 9 çынтан суйланă. Манăн пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне шалти кăмăл-туйăмĕпе парăннă çынсене — правлени членĕсене ят-хушаматпах асăнассăм килет. Вĕсем — Н. Ершов-Янкер сăвăç, С. Гурьева библиотекарь, В. Константиновпа В. Серафимов таврапĕлỹçĕсем, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем А. Алексеевпа Н. Никоноров, Л. Антонов сăвăç, В. Михайлов вĕрентекен. Палăртнă мĕн пур ĕçе вĕсемпе, пĕрлехи вăйпа, пĕр шухăш-кăмăлпа пухăнса калаçса, палăртса пурнăçласа пыратпăр. Вĕсемех прозăпа поэзи, ỹнер, таврапĕлỹ, пултарулăх секцийĕсен ертỹçисем. Хамăрăн мĕн пур пĕрлĕхлĕ ĕçсенче пирĕн активистсен, культурăпа искусство тата пичет органĕсенче вăй хуракансен тỹпи пысăк. Çулленех Н. Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнисене чысласси çирĕп йăлара пирĕн. Халь Трак тăрăхĕнчи тата район тулашĕнчи вăл е ку çыравçăна, ỹнерçĕне, композитора, юрăçа, вĕрентекене пултарулăх лаççинче палăрнăшăн Н. Янкас ячĕллĕ преми параççĕ. Халĕ 60 çынна яхăн вĕсем пирĕн. 20-е яхăн пултарулăх ушкăнне асăннă премипе чысланă. 2015 çулта Трак районне туса хунăранпа - 80, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитет. Паллах, Аслă уявсем творчество лаççинче вăй хуракансене те пырса тивеççĕ, паян ĕнерхинчен хастартарах, активлăрах, пуçаруллăрах ĕçлеме хистеççĕ, "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă фестивалĕсенче, ỹнерçĕ лаççисенче çĕнĕрен çĕнĕ ятсем палăрасса кĕтеççĕ. Сăмах май, 2014 çулшăн Н. Янкас ячĕллĕ лауреатсене 2015 çулхи кăрлач уйăхĕнче палăртатпăр, унччен вырăнсенчен пултарулăх ытамĕнче палăрнисене палăртма сĕнетпĕр, вĕсенех спонсорла пулăшу парасса çирĕп шанатпăр.

Г. Ефимов-Тусли

Категори: Асаилÿсем | Кам хушнă: mixaj_58 (21.02.2015)
Миçе çын вуланă: 312 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz