Кĕçнерникун, 28.03.2024, 15:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Улăпсен çĕршывĕнче
Пурăнаççĕ тет пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен Улăп ятлă ывăлĕ. Пĕррехинче вĕсем пурăнакан пӳрчĕ çине метеорит ӳкет. Пӳрчĕ çунма пуçлать, чӳречисем чăнкăррр! кăна ванса каяççĕ. Ывăлĕ часрах урама чупса тухать. Вăл ашшĕ-амăшне чĕнме пуçлать. Хирĕç никам та сас памасть. 
Пӳрчĕ хытă çунма пуçличчен вăл часрах киле кĕчĕ те ашшĕпе амăшĕ вилсе выртнине асăрхарĕ. Улăп хăранипе макăрса вăрмана чупрĕ. Чупнă вăхăтра вăл ачалăхри пурнăç саманчĕсене аса илчĕ. Мĕнле савăнаçлă, телейлĕ пулнă ун пурнăçĕ. Халĕ вара вăл пĕр-пĕччен юлчĕ, ăна никам та ачашламĕ, никам та йăпатмĕ, никам та пулăшмĕ. Пĕтĕмпех хăйĕн тума тивĕ.
Çапла шутласа вăл вăрман варринех çитрĕ. Чарăнчĕ. Çĕр çине выртрĕ те тата хытăрах макăрса ячĕ. Хăçанччен макăрнă-ши, астумасть — вăл çывăрса кайнă. Тепĕр кунне ир-ирех вăл хăйне валли йывăç тураттисенчен ӳпле хатĕрлеме тытăнчĕ. Туса пĕтерсен хырăм выçнине туйрĕ: çырла çиме кайрĕ. Çырла хырăма тутă тытмасть иккен. Вара вăрман кăкласа тырă-пулă акма шутларĕ. Какснă вăрманĕнчен пысăк çурт çĕклерĕ. Çавăн пек аталанса, ĕçе хăнăхса пычĕ Улăп. 
Кĕркунне çитрĕ. Юр çума пуçларĕ. Сукмаксем юрпа витĕнчĕç. Улăпа сĕм вăрманта пĕччен пурăнма кичем пула пуçларĕ, тунсăх пуса пуçларĕ.
Пĕррехинче пĕр ватă çын вăрмана хăрăк-турат пуçтарма тухать. Авантей ятлă пулнă çак çын. Улăп ăна курчĕ те ун патне чупса пычĕ. Улăп — ырă çын. Пурне те пулăшать, никама та кӳрентермест. Çак ватă çынна та пулăшасшăн пулчĕ. Çынни патне çитсессĕн Улăп пулăшам-и тесе ыйтрĕ. Вара вăл Авантее 12 çул пурăнмалăх вутă хатĕрлесе парать. Вуттине хăех йăтса çитерме сăмах парать.
Хайхи çын Улăпа хăй патне пурăнма чĕнчĕ, «Эсĕ питĕ ырă çын пулни курăнать. Эпĕ те пĕччен пурăнатăп, мана та пулăшакан кирлĕ». Улăп савăнсах килĕшнĕ.
Улăп кунсерен мар, сехетсерен ӳснĕ. Питĕ çӳллĕ те маттур арçын пулса тăнă Улăп, пушар каланчи çӳллĕш пулнă вăл. Ун пек çӳлли те патварри таврара никам та пулман. Анчах та куншăн Улăп пĕрре те савăнман . Вăл хăйне çав тери телейсĕр туйнă. Çынсем пурте унран кулнă пек туйăннă ăна. Кун пек пурнăç ăна йăлăхтарса çитернĕ. Улăп нумай шутласа тăмасть, шыва сиксе вилес тесе шутлать. Акă Улăп çӳллĕ çыран патне пырса тăчĕ, куçне хупрĕ те аялалла сикрĕ, анчах та вăл шыва мар, темĕнле тĕпсĕр шăтăка сикрĕ иккен. Çав тери тарăн шăтăк пулчĕ ку. Пĕр талăк хушши вĕçрĕ Улăп аялалла. Анса çитсен пăхрĕ те Улăп — тĕлĕнсе кайрĕ. Йĕри-тавра çав тери пысăк çуртсем, йывăçсем тата çав тери çӳллĕ çырла тĕммисем. Унтан вăл çак çĕр çинче пурăнакан çынсене курчĕ те, савăнсах кайрĕ. Вăл вĕсенчен пĕрре те уйрăлса тăмасть иккен, пурте ун пекех çӳллĕ те патвар. 
Улăп часах ку çынсемпе паллашрĕ, хăйĕн малтанхи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Улăп çĕр-шывĕнче пурăнакансем ăна хĕрхенчĕç, хăйсемпе пĕрле пурăнма хăварчĕç. Анчах та вăл хăйĕн ашшĕпе амăшĕшĕн питĕ тунсăхланă. Вĕсен вил тăприне çитсе асăнас килнĕ унăн. Çакăн çинчен вăл пĕррехинче хайĕн юлташĕсене каласа парать. Вĕсем нумай шутласа тăмаççĕ, парăслă карапĕ çине лараççĕ те Пысăк Çĕр еннелле каяççĕ. Çĕр çинчи çынсем малтанах вĕсем патне çав тери пысăк карап кĕрлеттерсе килсен хăраса ӳкеççĕ. Анчах та Улăпа курсан, вĕсем савăнса каяççĕ. Авантей те ăна курсан питĕ хĕпĕртерĕ, ял çыннисем те унпа мухтанчĕç . 
Улăппа юлташĕсем ял çыннисене хăйсен çĕршывне илсе кайса кăтартма шутларĕç. Часах хăйсен капмар çунатлă карапĕ çине 77 çынна лартса Улăпсен çĕр-шывне кайрĕç. 
Улăпсен çĕр-шывĕнче пĕтĕмпех капашсăр пысăк. Çурчĕсем тӳпене çити çĕкленеççĕ. Урамĕсем 12 çухрăм сарлакăш. Çыннисем пуян пурăнаççĕ: кашни Улăпăн хăйĕн карап, пысăк кермен. Керменĕсенче пĕтĕмпе ылтăн-кĕмĕлтен. Çичĕ кун хушши курса çӳрерĕç вĕсем. Анчах та килшĕн, тăван еншĕн тунсăхлама пуçларĕç Пысăк Çер çыннисем. Паллах, Улăпсем татах пăхма хатĕрччĕ хăнасене. Килте лайăхрах терĕç те Улăпсене ăсатса яма ыйтрĕç. Киле чиперех çитрĕç вĕсем.
Çапла вара Çĕр çинче пурăнакан çынсемпе Улăпсем туслашса кайрĕç.
 
Ку юмах-халапа Михайлова Дианăпа (9 класс) Михайлов Денис (7 класс) çырнă. Вĕсем иккĕшĕ те Красноармейски шкулĕнче вĕренеççĕ. Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Ертÿçи - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (16.12.2013) | Автор: Дианăпа Денис Михайловсем, Трак
Миçе çын вуланă: 245 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz