Эрнекун, 29.03.2024, 03:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Çу » 12 » Вун саккăрмĕш кĕнеке çырать вăл
Вун саккăрмĕш кĕнеке çырать вăл
23:47
Сăн ÿкерчĕк

Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейски ялĕнче пурăнакан Гурий Егорович Дуброва. Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа туслашса кайрĕ те унтанпа Трак ен журналисчĕсемпе туслăхне çухатмарĕ. Г. Дубров çитес çул хăйĕн 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Апла пулин те ăна хăйĕн çулне памастăн. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер паян та вăл хăйне 30 çулхи яш евĕр туять. “Кĕнеке” чирĕпе чирлесе кайрĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Юлашки çирĕм çул хушшинче Гурий Егорович вун çичĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ. Ку йышра — сăвăсем те, юрăсем те, пултаруллă çынсем, тăван тăрăх, организацисем çинчен калакан хайлавсем. Вĕсенчен чылайăшне мана редакцилеме лекрĕ. Çавăнпа çапла калама пултаратăп — Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн чăн-чăн членех вăл. 1999 çулта “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” сăвăсен пуххипе республикăри ача-пăчасен “Çилçунат” журналĕ вулакансене анлăн паллаштарчĕ”. “Юлашки çулсенче Г. Дубров сăвă çырас енĕпе нумай ĕçлерĕ, сăвă техникине çине тăрса вĕренме тăрăшрĕ. 1993 çултанпа Гурий Егоровичăн сăввисемпе юрă сăмахĕсем Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçатĕнче çине-çинех пичетленме тытăнчĕç. Трак ен композиторĕсем 20 ытла сăввине юрра хывнă. Сăввисене автор 1997-1999 çулсенче çырнă. Хăйĕн пурнăçне Г. Дубров суту-илỹ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ку енĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕ. Çав вăхăтра райпо ертỹçи А. Горшков пулăшнипе, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю. Миронов баянист çине тăнипе асăннă коллективра юрăпа ташă ушкăнĕ çуралнă. 1967 çулта Красноармейски райповĕн Хĕрлĕ кĕтесĕнче пĕрре-мĕш юрă янăранă. 1998 çулта “Юрă-кĕвĕ çăмăллăн шăрантăр...” ятпа Красноармейски салинче пысăк уяв иртрĕ. Г. Дубров халăх пултарулăх ушкăнĕнче юрлама пуçланăранпа 30 çул çитнине чыслăн паллă турĕç. Гурий Егоровичăн сцена çинчи ăсталăхне хакласа “Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят пачĕç.1997 çулта юрланă юрăсемшĕн вăл районти Н. Янкас ячĕллĕ премие те тивĕçрĕ”, — пĕтĕмлетет ум сăмахра “Çилçунат” журнал редакторĕ Л. Смолина. Питех те лайăх астăватăп, вулакана иккĕмĕш кĕнеке — “Пурнăçăм, телейĕм” ятлине хăй 65 çул тултарнă самантра каллех Чăваш Енти ача-пăча валли тухакан “Çилçунат” журналта кăларчĕ. Ум сăмахне районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертỹçи Н. Ершов-Янгер çырчĕ. “Гурий Егорович ватлăхри йăпанăвне сăвă-юрăра тупрĕ. Вăтăр çул ытла сцена çинче хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă, чылай конкурс-тупăшу çĕнтерỹçи те пулчĕ. Вăл нумаях пулмасть “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” ятлă сăвăлла очерк çырса пĕтерчĕ. Унта ентешĕм çак юхан шыв хĕррипе вырнаçнă ялсенчен тухнă паллă ентешĕсене сăнарланă, ăна район 65 çул тултарнине халалланă. Г. Дубровăн сăввисене республикăри хаçат-журналта та хапăл тусах йышăнаççĕ. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Хăй калашле, “эпĕ çырнă кашни сăвă — пурнăçăмри самант, кун-çулăмра тỹссе ирттернĕ асаилỹ”. Вĕсемпе паллашсан, тен, çамрăк ăру йĕркеллĕрех пурăнма вĕренсе пырĕ, пурнăçра мĕн лайăххине, усаллине уйăрса илĕ. Тăван тавралăхран, тăван ял-йышран, тăван кил-çуртран пахи урăх çук. Малашне те ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлеме вăй-халĕ ан чактăр унăн. Ăнăçусем сунса инçе çула чĕнесшĕн ентешĕме”. Хăйĕн “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” кĕнекинче (вăл та "Çилçунат” журнал çумĕнче кун çути курчĕ) ум сăмаха мана çырма сĕнчĕ Гурий Егорович. Эпĕ вара ăна çапларах шăрçаларăм. “1999 çулхи кăрлач уйăхĕнче районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра Гурий Егорович хăй çуралса ỹснĕ “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” ярăмпа чи илемлĕ сăввисене кун çути кăтартрĕ. Вулакансем ăна питех те ăшшăн йышăнчĕç. Каярах вара, Красноармейски районĕ 65 çул тултарнине халалласа, “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” ятлă очерк пичете хатĕрлерĕ. Унта вăл çак юхан шыв хĕррипе вырнаçнă ялсенчен тухнă ентешĕсене сăнарларĕ. Çавăн пекех “Пурнăçăм, телейĕм...” кĕнеки те халăх патне çитрĕ. Гурий Егорович хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе, мĕн пур йывăрлăха пăхмасăр вулакана ку хутĕнче те çĕнĕ кĕнеке парнелет. “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” — авторăн виççĕмĕш кĕнеки. Асăннă хайлавра Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи Сар Петĕр йăхĕнчи Микулай мучин ывăлĕсемпе хĕрĕсем, вĕсен ачи-пăчĕ çинчен каласа кăтартать. Кам кăна çук пулĕ вĕсем хушшинче: иртнĕ вăрçă витĕр тухнă паттăр салтак та, тылра тар тăкнă паттăр ĕçчен те, республика шайĕнчи ертỹçĕ те, вĕрентекен те... — кашниех юратнă ĕçĕсенче тулли ăраскалне тупнă. Вĕсем, Сар Петĕр йăхне малалла тăсакансем, кашниех хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн паттăр. Автор тĕрлĕ жанрпа çырни, вулакана килĕшекен тема тупма пĕлни савăнтарать”. 2001 çулта “Районти суту-илỹ” кĕнекене каллех “Çилçунат” журнал редакцийĕн журналисчĕсем пулăшнипе кун çути пачĕ Г. Дубров. Гурий Егорович, суту-илỹ тытăмĕн ветеранĕ, асăннă ĕçе питех те аван пĕлет. Красноармейски райповĕнче вăл инструктортан пуçласа правлени председателĕн суту-илỹ тата кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ таран ỹснĕ. Хушнă ĕçшĕн хăть хăçан та яваплăха туйса тăнă. Халăх шаннине сăмахпа çеç мар, тулли ĕçпе кăтартнă. Пайщиксене юрă-ташăпа савăнтарнă. Район, республика шайĕнче те малтисен йышĕнче пулнă, çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ смотр-конкурсра çĕршыв шайĕнче çĕнтерсе пĕрремĕш премие тивĕçнĕ — 1500 тенкĕ тăракан эстрада оркестрне илме пултарнă. Чыслă ĕç яланах хисепре. Г. Дуброва 1970 çулта “Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май” юбилей медалĕпе, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе наградăланă. Вăл “Суту-илỹ ĕçĕн отличникĕ” паллăна, “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ. “Тăван кĕтес” ятлă сăвăсен пуххи “Кỹкеç издательство çурчĕ” АУра кун çути курчĕ. Кĕнекене РФ Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Прокопьев-Чураль çапларах хак пачĕ. “Çăл куç тапса тухсан хăйне валли яланах çул тупать. Пултарулăх та çаплах. Юлашки çулсенче тивĕçлĕ канăва тухсан Г. Дубров сăвă çырас йывăр, анчах пархатарлă ĕçе кỹлĕнчĕ. Кỹлĕнчĕ кăна мар, “лава” яланхи пекех вăйран тапса туртать, сăвă ăсталăхне туптать. Пулăшаканни вара икĕ “юлташ”: Турă пани тата ĕçченлĕх. Калас пулать, вĕсем иккĕшĕ те пур Гурий Егоровичăн. Унсăрăн вăл кĕске вăхăтрах, 1999- 2001 çулсенче, 5 кĕнеке таран кăларман пулĕччĕ. Вĕсем: “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” (1999), “Пурнăçăм, телейĕм” (2000), “Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен” (2000), “Районти суту-илỹ” (2001), “Пирĕн тăрăхри вăрман” (2001). Ахальтен мар пултаруллă ентеш ача-пăча валли çырнă 2000-мĕш çулхи хайлавсемшĕн “Çилçунат” журналăн Трубина Мархви ячĕллĕ премие тивĕçнĕ, “Районти суту-илỹ” кĕнекешĕн вара Чăвашпотребсоюз канашĕпе республикăри Журналистсен союзĕ Раççейри потребкоопераци 170 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнă, преми çĕнсе илнĕ. Вăл районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн яланхи авторĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Хальиччен унăн 25 сăввине юрра хывнă. Вăл Г. Алексеев-Яманак, Н. Никоноров, З. Петрова, И. Прокопьев, И. Степанов композиторсемпе тачă çыхăнура. Хăй те юрă кĕвĕлет. “Эх, чух, çамрăк чух”, “Çăлтăрсем, çăлтăрсем”, “Ача чух, çитĕнсен, ватăлсан та”, “Хăна юрри” юрăсем художество пултарулăх коллективĕсен репертуарне кĕнĕ. Çавăн пек çын вăл, Гурий Дубров сăвăç-çыравçă. Халĕ автор вун саккăрмĕш кĕнекепе ларать. Вăл та вулакана килĕшессĕн туйăнать. Ăнăçу пултăр ăна.

Ю. Борисов-Г. Борзин.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 309 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz