Ытларикун, 16.04.2024, 07:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Çурла » 1 » Виталий Станьял: Тĕнчере çын та, халăх та нумай, чăваш – пĕрре.
Виталий Станьял: Тĕнчере çын та, халăх та нумай, чăваш – пĕрре.
12:38
Сăн ÿкерчĕк
2013 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн черетлĕ съезчĕ пухăнмалла. Вăхăт нумай юлмарĕ. Çынсен, тĕрлĕ ушкăнăн съезд умĕнхи шухăш-кăмăлне пĕрлештерес тĕллевпе «Хыпар» хаçатра «Калаçу тĕпелĕ» уçма сĕнетĕп.
Чăваш наци конгресĕ ĕçлеме пуçланăранпа икĕ теçетке çул иртрĕ. Вăл вăхăтра Раççей патшалăхĕнче те, чăваш халăхĕн кун-çулĕнче те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ улшăну пайтах пулчĕ. Чăваш конгресĕ çав улшăнусен вăхăтĕнче хăйĕн кирлĕлĕхне, чăмăртану хăватне, малаш туртăмне кăтартса хăварма пултарчĕ. Вĕсене халĕ аванах курса тăратпăр.
Чăваш конгресĕ юлашки çулсенче мĕн тунă е мĕн туманни çинчен каланисем, çырнисем çителĕклех пулчĕç. 20 çулхи юбилейĕнче каланă сăмахсем те пичетленчĕç. Чăваш халăхĕн «хÿтĕлев механизмĕн» шанчăклă тĕп шалтăрми - шăпах наци конгресĕ. Йĕркеллĕ ĕçлесен вăл халăхпа патшалăхшăн çав тери сулăмлă та сумлă ĕçсем тума пултарать. Тĕнче тăрăх сапаланса пĕтнĕ халăха пайăр-пайăр чăмăртаса Шупашкар тавра пĕрлештермелли лайăхрах мел халĕччен никам та сĕнеймерĕ-ха. Вырăнти культура автономийĕсене, центрсемпе пĕрлешÿсене, шкулсемпе вулавăшсене, клубсемпе ансамбльсене урăх нихăш фонд та, центр та конгресс чухлĕ туртса тăраймĕ. Ку мел чăннипех те ăнăçлă пулнине халĕчченхи опыт витĕмлĕ çирĕплетсе пачĕ. Эппин, текех Чăваш наци конгресĕн çитменлĕхĕсемпе йăнăшĕсем çинчен мар, малалла мĕн тата мĕнле тăвасси пирки пуçа ватса пăхăпăр.
Çĕнĕ вăхăтăн çĕнĕ лару-тăрăвĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕн пĕрлĕх органĕн – наци конгресĕн - çĕнелÿ çулĕ çине тăма вăхăт çитни уççăн паллă, ун çинчен иртнĕ съездрах каланăччĕ.
Ку съездра çĕнетÿ пулмаллах. Аталанмасăр пĕр вырăнта тăракан, çĕнĕ шухăшпа çĕнелме пултарайман, тăван республикăри халăха тулайри чăвашсемпе пĕрлештерсе çитереймен конгресс халăха та, патшалăх тытăмне те кирлĕ мар пулса юлать. Манăн шухăшăмпа - чăваш халăхĕ нихăçан та пăрахăçа тухма килĕшес çук. Чăваш аптраманлăхĕнчен тĕнче тĕлĕнет. Пирĕн питех те çирĕп ĕненÿ пур: чăваш тĕнче пĕтсен тин пĕтет!
«Конгресс мĕн тума кирлĕ, унсăрăн та пурăнма пулать», - текен сахалланчĕ. Паллах, суту-илÿ айне пулнă пайтаçăсене, влаçпа мул ăшне путнăскерсене халăх пĕрлĕхĕсем кирлĕ мар. Вĕсене наци ыйтăвĕ, халăхсен культури, чĕлхи хăйсене тупăш панă чухлĕ çеç кăсăк. Тĕнчери империсене, Раççей патшисене вак халăхсем нихăш чухне те тан кирлĕ пулман. Пире хирти çум курăкĕ вырăнне çеç хунă, хăвăртрах кăкласа ывăтма хистенĕ, пин тĕрлĕ куланайпа пусăхланă, «каснă та вăтăрнă». Ертÿлĕхшĕн халĕ те чăрмавлă пĕтме пĕлмен вак халăхсем. Çав тутарсемпе чăвашсем, пушкăртсемпе çармăссем, чеченсемпе балкарсем пулмасанах Мускав улпучĕсемшĕн тĕнче тикĕс пулмалла. Анчах çынсем ăнланаççĕ: нихăш халăх та кашкăр çăварĕнчи путек пек çухаласшăн мар. Чăваш халăхĕ тăхăр ĕмĕр пусмăр айĕнче пурăнса та хăйĕн ятне-чысне, пурăнас мехелне çухатман. Пурнăç туртăмĕ пирĕн халĕ те çирĕп. Çакна чăваш тип-шар тума пултарни темрен те вирлĕрех кăтартса тăрать.
Юлашки çулсенче Çĕпĕрти, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мари Элри, Чĕмпĕр, Пенза, Сарă ту, Самар, Эрĕнпур, Кемĕр облаçĕсенчи чăваш ялĕсене çитсе курни тăрăх çирĕплетсех калама пултаратăп: халăхăмăр сывă та çирĕп. Чăвашпа тутар ялĕсем - Раççей нушисене парăнман, упранакан тирпейлĕ ялсем. Тăван чĕлхене вĕрентме пăрахнă, чăваш йăли-йĕркине маннă ялсем кăна хăвăрт арканса пыраççĕ. Вĕсем чăвашсен Раççейĕпе те нумай мар. Çавăнпа кутăн кайнин сăлтавне тупма çăмăл: чăваш йĕркипе пурăнма пăрахнă ялсем вилме выртнă! Ваттисем чăвашла калаçсан та, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван тымарсене йăлтах çухатнă, тăван çĕр вĕсемшĕн кĕске вăхăтрах тиркевлĕ ют вырăн пулса кайнă. Ачисемпе мăнукĕсем тăхăмĕсен çĕрĕ çине çÿреме пăрахни ытла та килпетсĕр. Чипер ешерсе пыракан Никитино е питĕ паллă Канаш /Тюмень облаçĕ/, ĕмĕртен чаплă Калмантай /Сарă ту облаçĕ/ ялĕсем юлашки чĕрĕк ĕмĕрте ман куç умĕнчех япăхса ларчĕç. Кашни кил урлă тăват-пилĕк хупă çурт, урам урлă утма çук пиçен те вĕлтрен. Кунта чăвашла вĕрентмеççĕ, ниме тумаççĕ, халăх уявĕсене ирттермеççĕ. Кунта чăвашлăх сывлăшĕ сÿннĕ. Вырăнти ертÿлĕх ун пек ялсем çине алă сулнă. Эпир те алă сулăпăр-и?
Самани саккăрла çаптарчĕ пулсан та чăн чăвашсем мăн маçаксем суйласа илнĕ тулăх та хитре çĕрсене пăрахса тарман. Çурçĕрте е аякри урăх вырăнсенче ĕçлесех çурт-йĕр çавăраççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ. Шкулта чăваш сăмахне вĕрентме хистесех пăрахтарасшăн пулсан та - пăрахмаççĕ. Ун пек ялсем – Пушкăртстанри Кив Çеменкке-и вăл е Тутарстанри Патраклăпа Чăваш Майни - талпăнса çĕнелеççĕ. Унти культура автономийĕсем хастар. Ыттисем илтнĕ-и Чăваш наци конгресĕ çинчен? Тахçан илтнĕ. Пенза облаçĕнчи Кив Энтриел вулавăшçи, 36 çул чăваш кĕнекисене, культурине саракан Мария Суконникова съезда чĕнессе шанать. Итĕм Кура ял тăрăхне 26 çул ертсе пыракан Сергей Фомин, Пушкăртстанри Федоровка районĕнчи сыватăш врачĕ Аркадий Русаков çыравçă та съездра пуласшăн. Вĕсем съезда килме делегатсене вырăнта суйламалли çинчен пĕлмеççĕ. Чĕнессе кĕтеççĕ. Калмантай паттăрĕ Василий Андюков тавра пĕлÿçĕ чĕнессе кĕтмесĕрех конгресс штабне килсе кайнă. Вăл съезда хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. Ытти çĕрте вара ЧНК çинчен е пачах илтмен, е хăçан та пулин конгрессменсем пырса каласа парасса ĕмĕтленеççĕ.
Кĕсье инçе сасĕпе Интернет вăхăтĕнче çапла пулмалла-и? Çук. Кашни киле çитмесен те ЧНК сăмахĕ кашни ял тăрăхне, шкула, вулавăша кунсерен çирĕппĕн пырса тăмалла. Кунта нимĕнле чăрмав та çук. Ĕçе йĕркелесси кăна.
Малтанхи устав тăрăх делегатсен йышĕ кашни съездрах виççĕрен икĕ пайĕ патнелле улшăнса тăмаллаччĕ. Юлашки съездсенче делегатсем мар, чĕннĕ тăвансемпе ĕçкĕ-çикĕ хăнисем халăх ячĕпе калаçрĕç. ЧНК президиумĕпе Мăн Канаш намăс çак пулăма сирсе ямалăх вăй тупаймарĕç. Капла лару-тăрура Чăваш наци конгресĕн президиумĕ черетлĕ съезда нацие тивĕçлĕ шайра ирттерме май килтереймĕ.
Çавăнпа ЧНКн 7-мĕш съездне хатĕрлеме йĕркелÿ ушкăнĕ тума ыйтатăп. Унта общество организацийĕсен, культура автономийĕсен, партисен, патшалăхран тивĕçлĕ органсен, çав шутра тулайри чăваш ертÿлĕхĕсен çыннисем, халăх ĕçĕн паллă ĕçченĕсем тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн представителĕ пулма тивĕç.
Чăваш наци конгресне йĕркеленĕ чухне 1991-1992 çулсенче республикăн Аслă Канашĕ пысăк ĕç турĕ. Ку хутĕнче те çак ĕçе тытса пыма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуçăнмалла тесе шухăшлатăп. «Эпир общество организацийĕсен ĕçне хутшăнмастпăр» тени Чăваш Енре тÿрре тухмасть. Конгреспа патшалăх ертÿлĕхĕ тăван халăхшăн пĕр йĕрпе, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Иккĕленни е турткаланса тăни усăллă пулмĕ, сиен кăларма пултарĕ. Ваттисем калашле, тинĕс хумханмасăр тăраймасть. Халăх та çавах. Çавăнпа Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова, ЧНК президентне Геннадий Архипова йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ним тăхтаса тăмасăр çак уйăхрах палăртма ыйтатăп.
Съезда хатĕрленсе конгресăн çĕнетнĕ Устав проектне, делегатсем суйламалли йĕркепе квотăна республикăри кашни района, тулайри кашни кĕтесе халех çитермелле - вырăнти пухусенче отчетпа суйлавсем ирттерме вăхăт кирлĕ. Çав пухусенче суйланă делегатсен тата ЧНК Мăн Канашне кĕртме сĕннĕ çынсен списокне съездчен пĕр-икĕ эрне маларах «Хыпар», «Республика» тата «Чăваш тĕнчи» хаçатсенче пичетлесе кăларма, Интернет сайтне вырнаçтарма, Наци хум сасĕ урлă пĕлтерме сĕнетĕп.
Съездра йышăнмалли тĕп документсен проекчĕсене малтанах сÿтсе явасси, вырăнсенчен килекен хыпарсене пĕтĕмлетсе тухасси ЧНКра тахçанах йăлана кĕчĕ. Халь тин ăна пăсас çук. Эппин, съездăн кун йĕркине, делегатсен тĕллевĕсене халăх патне съезд уçăличченех çитерме, ĕçлĕ сĕнÿсемпе кăтартусене пичет урлă хыпарласа тăма тивет.
Халăхăмăр шухăшлама пăрахман-ха. Чăмăртанса ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пĕлет. Малтанхи съездра йышăннă пекех Чăваш Республикинчи кашни район тулайри пĕр-пĕр регионпа, кашни ял инçетри ялпа, кашни шкулпа вулавăш аякри шкулпа та вулавăшпа туслă та ĕçлĕ çыхăну йĕркелеччĕр, ăна çулсерен çирĕплетсе, кирлĕлетсе, усăллă туса пыччăр. Чăваш университечĕсен чăваш факультечĕсем тулайри çамрăксемпе ĕçлемен пиркиех факультетсене хупмалла туса хутăмăр. Патшалăх умне ыйтăва тĕрĕс лартман пиркиех Чăваш лицейне хуптартăмăр, пултаруллă ачасен шкулне уçаймарăмăр. ЮНЕСКО палăртнă пекех часрах пĕтсе ларас терĕмĕр-ши? Çук. Халех вилместпĕр. Пирĕн халăхăн малашлăха утмалли çулĕ йăлтах хупăнман-ха. Тен, съезд умĕн сÿтсе явсан урăхла çул-йĕр те курăнса каймĕ-и? Пĕрле шухăшлама пухăнать съезд, çавăнпа унти шухăшлас ыйтусене малтанах палăртма тăрăшăпăр.
Тĕнчере çын та, халăх та нумай, чăваш – пĕрре. Тĕнчешĕн эпир мулпа е ырлăхпа мар, авалхи тымарлă чăваш пулнипе хаклă.
Çакна ăнланнă халăх Чăваш наци конгресне шанать. Чăвашсен вĕреннĕ çыннисене калатăп: тăван халăх шаннине пирĕн тÿрре кăлармаллах. Аслă асаттемĕр Иван Яковлев сăмахĕсем чĕлхе çине килеççĕ: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр... ахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать».

Виталий Станьял, ЧНК Мăн Канашĕн пайташĕ

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/blogs/comments/1895.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 495 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz