Кĕçнерникун, 25.04.2024, 03:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 18 » Вилорик Романов çуралнăранпа 73 çул çитрĕ
Вилорик Романов çуралнăранпа 73 çул çитрĕ
19:03
Сăн ÿкерчĕкПурӑннӑ пулсан, пирӗн ентеш, ӑсчах, композитор Вилорик Федорович Романов кӑҫалхи январӗн 17-мӗшӗнче 73 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, хӑрушӑ чир ӑна пирӗнтен ир уйӑрса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун ҫитнӗ май ҫапах та аслӑ юлташӑмӑр пулнӑ ентеш пирки кӑштах та пулин ӑшӑ сӑмахсемпе аса илес килет.
Ачалӑхӗ Вилорикӑн Ҫӗньял Упи ялӗнче иртнӗ. Кунти пуҫ-ламӑш, Янкасри 7 ҫул вӗренмелли шкулсенче, Ҫӗрпӳри педагогика училищинче, Шупашкарти педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн истори уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ вӑл. Шупашкарти пионерсен ҫуртӗнче, Чӑваш совнархозӗ кӑларакан "Промышленность Чувашии" ятлӑ бюллетень-журналӑн выпускающийӗнче, профессипе техника вӗрентӗвён республикӑри управленийӗн методика кабинечӗн методистӗнче, аслӑ методистӗнче, комсомол обкомӗн инструкторӗнче, сектор заведующийӗнче, партин Шупашкар хула комитечӗн инструкторӗнче ӗҫленӗ. Унтан Мускав университечӗн аспирантуринче историпе вӗреннӗ, истори ӑслӑлӑхӗн кандидачӗн диссертацине хутӗленӗ. Аспирантурӑран вӗрен-се тухсан В. Ф. Романов И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнче историе вӗрентет, кафедрӑна ертсе пырать. 1993 ҫулхи майӑн 24-мӗшӗнче вӑл истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн диссертацине хутӗленӗ. Ӑна академик, профессор званийӗсене, "Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ" ята панă. Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ истори кафедрине ертсе пычӗ. Вӑл ҫӗршер студента ӑслӑлӑх ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ, чылайӑшӗ наука кандидачӗн, докторӗн ятне тивӗҫнӗ.
В. Ф. Романов Ҫӗрпӳри педагогика училищинче вĕреннӗ чухнех музыкӑпа ҫывӑх туслашнӑ, фортепианӑпа капама вӗреннӗ, юрӑсем кӗвӗлеме пуҫланӑ. Каярахпа вӑл юрӑсем ҫырса Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне те тивӗҫнӗ. 2008 ҫулта, "Юратнӑ юрӑсем" ятпа хӑй кӗвӗленӗ юрӑсен (43 юрӑ) кӗнекине те кӑларчӗ. Ун хыҫҫӑнах Шугйшкарти "Ҫӗнӗ вӑхӑт" издательствӑра унӑн юррисен тепӗр кӗнеки, "Юрӑ пултӑр парне" ятли, кун ҫуги курчӗ.
Вилорик Федорович ӗҫченлӗхӗпе, сӑпайлӑхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. Юлашки хут вӑл тӑван ялӗнче Ҫӗньял Упире — кунта ҫуралса ÿснӗ патшалӑх деятелӗ А.С.Сымокин ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине уявланӑ чух пулчӗ. Уяра тӗп доклада турӗ, Александр Семенович ҫинчен чӑн чӑваш чӗлхипе тӗплӗн, пурне те ӑнланмалла каласа пачӗ. Кайран ку ялти ӗлӗкхи тусӗсем патне ҫитсе курчӗ, вӗсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленчӗ.
 Хӑй ҫуралнӑ кун мухтавлӑ ентешĕмĕр уяв кĕрекинче ларса савӑнаймасть ӗнтё. Анчах ӑна пӗлнӗ кашни ҫын ҫак кун та, тата ьпта вӑхӑтра та ырӑ сӑмахсемпе аса илет.     

                                               

       И. ПРОКОПЬЕВ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 622 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz