Кĕçнерникун, 28.03.2024, 21:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Ака » 24 » «Улăп-2016: Эпир Улăп йăхĕнчен» викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
«Улăп-2016: Эпир Улăп йăхĕнчен» викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
11:25
Сăн ÿкерчĕк

«Улăп-2016: Эпир Улăп йăхĕнчен» викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ

  1. Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ –  Михаил Иванович Юрьев, шкул директорĕ (вăл Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, каярах – чăвашсен паллă публицисчĕ, литература критикĕ тата библиографĕ). Амăшĕ – Елена Ивановна (вăл Пшонкă ялĕнче çуралнă). Вĕсем иккĕшĕ пĕрле вунă ача пăхса çитĕнтернĕ: Сентти, Элли, Луиза, Хаджи, Оксана, Олимпиада, Земфира, Тимур, Золя, Индира. Элли ят чăвашсен авалхи «елеç» сăмахĕнчен пулса кайнă: вăл «ăста», «маçтăр», «ăста ĕçчен» тенине пĕлтерет.
  2.  
  3. Эллин ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ: ача-пăча вăййисемпе айкашнă, çулла – шыва кĕнĕ, хĕлле – юрпа пемелле вылянă, йĕлтĕрпе тата конькипе ярăннă... Ашшĕ ÿкернĕ акварель ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхса хăй те кăранташ илсе сăрлама пикеннĕ, уйрăмах кĕнеке хуплашкисенчи сăнсене тепĕр хут ÿкерсе пăхнă. Хаçатсенчен Сталин портретне ÿкерсе илме юратнă. Пушă вăхăтра кĕнеке вуланă, шкулта спектакльсенче вылянă, халăх юррисене юрланă. Йывăр вăрçă çулĕсенче колхоз ĕç-хĕлне кÿлĕннĕ: лаша кÿлсе çемьене ĕç кунĕ ĕçлесе илме пулăшнă. Эллин пĕрремĕш учительници Скворцова Мария Спиридоновна пулнă. Вăл Сурăмхĕрри Карай ялĕнчен Çирĕклĕри пуçламăш шкула вĕрентме çÿренĕ. Ун çинчен художник хăй 60 çул тултарсан ырăпа аса илнĕ, тав сăмахĕ каланă (Карай шкулĕн 110 çулхи юбилейĕнче).
  1. Шупашкарти ÿнер шкулне (пĕр çул вĕреннĕ хыççăн) пăрахсан вăл пĕр хушă авиаципе кăсăкланса каять: аэроклуба çырăнать, парашютпа сикме тытăнать, 1-мĕш разрядлă спортсмен-парашютист тата 3-мĕш разрядлă спортсмен-планерист пулса тăрать. Унăн лётчик пулас шухăш та çуралать, анчах куç чирĕ çакна пурнăçлама чăрмантарать. Вара вăл Мускаври Строганов ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç аслă шкулне кĕме документсем хатĕрлет, анчах кунта та ÿнер училищине вĕçне  çити вĕренсе пĕтерменни кансĕрлет.  1955 çулта ăна совет çарне илеççĕ. Вăл Грузи Республикине, Тбилиси хулине лекет. Унта вăл кам кăна пулман: ефрейтор, кĕçĕн сержант, стрелок, радист, планерист, повар, экспедитор, офицерсен çуртĕнчи çар художникĕсен студийĕн слушателĕ… . Çар хĕсмечĕ вĕçленсен Мускаври Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕ вырăнне Элли Тбилисири ÿнер академине вĕренме кĕрет. Унăн вĕрентекенĕсем пĕтĕм Совет Союзĕ пĕлекен паллă художниксем У.М.Джпапаридзе, С.С.Кабуладзе тата В.И.Шухаев пулнă.
  1. Унăн диплом ĕçĕ СССР лётчик-космонавчĕ А.Г.Николаев чăвашăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Чăвашран тухнă Андриян Николаев космоса вĕçнипе хавхаланса «Çĕр шăрши» («Запах земли») ÿкерчĕк сăнарлать. Малтан вăл диплом ĕçĕ валли «Слово о полку Игореве» кĕнекене иллюстрациленĕ иккен.
  2. Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет ĕçĕсен управленийĕ чĕннипе Элли Юрьев Шупашкара таврăнать. Кунта вăл Чăваш кĕнеке издательствинче ÿнер редакторĕнче ĕçлеме пуçлать. Тĕрлĕ авторсен кĕнекисене иллюстрацилет. 1969 çулта Шупашкар хулин официаллă гербĕн проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтерет. Кун хыççăн пĕр хушă Шупашкар хулин тĕп хужожникĕнче ĕçлет. Авторăн ун чухнехи тĕп ĕçĕсем: Етĕрне шоссе çинчи «ЧЕБОКСАРЫ-ШУПАШКАР» монумент, Гагарин урамĕнчи кĕпер карлăкĕн орнаменчĕ, «МОДĂСЕН ÇУРЧĔ» тăрринчи орнамент, графикăпа ÿкернĕ тĕрлĕ сăнсем, эмблемăсем, йыхрав хучĕсем, афишăсем, плакатсем, програмкăсем, значоксем, грамотăсем, медальсем. РСФСР Ÿнер фончĕн Чăваш енри пултарулăх мастерскойĕсен художникĕнче те, Шупашкар телестудин художник-постановщикĕнче те тимлет вăл.
  1. Элли Юрьевăн нумай енлĕ таланчĕ искусствăн çак енĕсенче тарăн йĕр хăварнă:  художник-иллюстратор, шрифт ăсти, промышленность графикин ăсти, дизайнер, плакатист, художник-стилист, медальер, ÿнерçĕ-живописец, геральдист, фотографика ăсти.
  1. Элли Юрьевăн Чăваш тата Раççей культурине ĕмĕрсем валли çырăнса юлнă искусство палăкĕсем: Красноармейски район ялавĕпе гербĕ (В.А.Шипунов вĕçленĕ), Йĕпреç посёлокĕпе Шупашкар хулин гербĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ялавĕпе гербĕ, Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕпе Гербĕ, К.В.Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă 1 тенкĕ укçа (тиражĕ – 3 млн экз.), А.Г.Николаев космонавта, А.Д.Сахаров академика, И.Я.Яковлева халаллласа тунă сĕтел çи медалĕсем тата укçа.
  1. Элли Юрьевăн мăшăрĕ – Галина Алексеевна Юрьева (Коршунова). Вĕсем 1966 çулта пĕрлешнĕ, иккĕшĕ пĕрле икĕ ача çуратса ÿстернĕ: Элена хĕр (1966 ç.) тата Юра ывăл (1971 ç.). Ывӑлӗпе хӗрӗ – инженер-компьютерщиксем. Эленăн мăшăрĕ – Андрей (вăл инженер). Вĕсен икĕ хĕр: Ирина, Софья (Э.М.Юрьев мăнукĕсем – çамрăк ÿнерçĕсем). Халĕ Мускавра пурăнаççĕ.  Юрийăн мăшăрĕ – Ольга (профессипе – психолог). Вĕсен хĕрĕ Мария (7-мĕш класра вĕренет, 4-мĕш художество шкулĕнче хушма пĕлÿ илет). Юрий халĕ «Элара» производство пĕрлешĕвĕнче ĕçлет, самолетсем валли приборсем тăвать.
  1. Çак ÿкерчĕкре Элли Юрьев Çеçпĕл Мишши поэта халалласа ÿкернĕ, унта хĕрÿ чĕреллĕ поэт-революционера сăнарланă. Темине М.К.Кузьмин (Çеспĕл Мишшин) «Тинĕсе» сăввинчен илнĕ.
  1. Сăн ÿкерчĕкре Э.М.Юрьев Чăваш халăх поэчĕпе Геннадий Айхипе ларать. Автор Айхин нумай кĕнекине иллюстрациленĕ: «Франци поэчĕсем» (1968), «Венгри поэчĕсем» (1974),  «Польша поэчĕсем» (1987) тата ыт. те. 1990 çулта вĕсем Чăваш АССРĕн литературăпа искусство енĕпе паракан К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине илме тивĕçлĕ пулнă. 
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 463 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz