Кĕçнерникун, 28.03.2024, 13:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çурла » 13 » Трак енре Пайтула çапла чысларĕç
Трак енре Пайтула çапла чысларĕç
10:08
Сăн ÿкерчĕк
1966 çулта пичетлесе кăларнă "Чăваш АССР историйĕ” кĕнекере çакăн пек каланă йĕркесем пур: "Хресченсемпе феодалсем хушшинчи хирĕçтăру çивĕчленсе пынăран, 1670—1671 çулсене Степан Тимофеевич Разин ертсе пынă хресчен вăйлă вăрçи патне илсе çитернĕ. Чăваш халăхĕ те, хăйсен хушшинчен пултаруллă çар пуçĕсене суйласа илсе, вĕсене утамансем пулма шаннă. Çав шутра Пайтул Искеев полковник та пур. Вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Хуракасси ялĕнчен. Унăн хресчен-пăлхавçăсенчен тăракан пысăк ушкăнĕ патша влаçĕн Ю. Борятинский ертсе пынă çарне хирĕç — Чĕмпĕр хули патĕнче, Д. Борятинскин çарне хирĕç Çĕрпÿ хули, Тусай, Юнтапа, Хуракасси ялĕсем патĕнче хăюллăн çапăçнă”.
Çакăн çинчен 2000 çулта Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши пухса хатĕрлесе кăларнă "Пайтул. Çутă хĕçĕм ялтăратăр” кĕнекере тĕплĕнрех пĕлме пулать. Автор кун пирки вуншар çул тĕпченĕ. Мĕншĕн тесен Хуракассине вырăсла Хоракасы, Каракасы, Каракос, Каракусы, Караикусы ятпа та асăннă. "Над картой Чувашии” кĕнекере вара Аликеево-Караево тени те тупăнать. Ку ĕнтĕ 1857 çулта ÿкернĕ карта çинче те курăнать. Унта Сурăм юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă пысăк яла "Сором Хири” (Аликеево и Карай) тенĕ. Патша карателĕ М. Кравков вара "Карайкасы” тесе те каланă. Пайтул çинчен каярахпа çыракансем "Кара” сăмаха чăвашлатса хуракасси тенĕ пулас.
Халĕ Сурăмхĕрри ялĕ Карай ял тăрăхне кĕрет. Юхма Мишши академик ним иккĕленмесĕр çапла палăртать: пирĕн аслă та чаплă çар пуçĕ тата юрăçи çуралса ÿснĕ ял, чăнах та, Сурăмхĕрри Карай.
Чĕмпĕр патĕнчи çапăçура патша çыннисем Степан Разин çарне çĕнтернĕ хыççăн, Искей Пайтулĕн аманса пĕтнĕ йышĕ Сăр вăрманĕсем витĕр Чăваш çĕр-шывне килсе кĕнĕ, çĕнĕрен вăй илсе, тепĕр хут кĕрешĕве çĕкленнĕ. Анчах та 1671 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Юнтапа патĕнчи хаяр çапăçура Пайтул утамана патша çар çыннисем тыткăна илнĕ, темиçе кун хушши тĕпченĕ хыççăн тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ.
Пайтул Искеева Шупашкар районĕнчи Чемурша ял тăрăхне кĕрекен Чиканкасси ялĕ çывăхĕнчи сăрта пытарнă. Ăна "Пайтул сăрчĕ” теççĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хули ăшне юлнă.
Историне тĕпчесе, Пайтул çинчен халапсем пухса, юрăсем хывса, ун юррисене юрласа халăх патне çитернĕ ăсчахсем пире валли иксĕлми пурлăх хăварнă. Халĕ пурăнакан тĕпчевçĕ-историксем те малалла ĕçлеççĕ. Юхма Мишши ăсчаха илес пулсан, вăл уçса пачĕ Трак тăрăхĕнчи авалхи паттăр Пайтул ятне тата унăн пултарулăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнма. Вăл тăрăшнипех Шупашкар хулин пĕр урамĕ Пайтул ячĕпе хисепленет. Чăвашсен Юхма Мишши ертсе пыракан обществăпа культура центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ те Пайтул ячĕллĕ. Кунти казаксен станицине Пайтул теççĕ. Иртнĕ кĕркунне кунта Пайтул уявне ирттерчĕç. Çĕнĕ Шупашкартах çĕнĕрен çĕкленекен микрорайона Пайтул ятне парасшăн, унта палăк лартасшăн. Çĕнĕ Шупашкара Пайтул хули теме те сĕнÿ тăратнă ЧОКЦ ертÿçисем.
Хамăр районти историпе краеведенин халăх музейĕнче Пайтулпа çыхăннă экспонатсем упранаççĕ. Вырăнти А. Николаевпа В. Константинов таврапĕлÿçĕсем хăй вăхăтĕнче уйрăм тĕпчев ĕçĕсенче Пайтул çинчен те çырса кăларнă. Анчах та Пайтула халалласа Трак енре ятарлă уяв ирттерменччĕ-ха. Кăçал вара çак ĕмĕт июлĕн 30-мĕшĕнче пурнăçланчĕ.
Пайтул паттăр çĕре кĕнĕренпе кăрлач уйăхĕнче 340 çул çитрĕ. Унăн эткерлĕхĕпе ĕçлекенсем хускатнипе, вăл çуралнă ялта та ăна хисеп туса Асăну кунĕ ирттерме чан çапăнчĕ. Çак кунăн тĕп тĕллевĕ — Пайтул паттăр виçĕ ĕмĕр çурăна яхăн вăхăт иртсен, истори страницисенчен тухса тăван халăхĕ патне таврăннине кăтартасси пулчĕ. Унсăр пуçне — Пайтула асăнса унăн тăван ялĕнче хăçан та пулин ятарлă палăк лартма калаçса татăласси, çав вырăна палăртса юпа лартса хăварасси. Çав ĕмĕтсем тулчĕç те ĕнтĕ Сурăмхĕрринчи Пайтул уявĕнче.
Чăвашсен обществăпа культура центрĕ, Чăваш Республикинчи писательсен союзĕ, вĕсен ертÿçи Юхма Мишши сĕннипе, район администрацийĕ, унăн культурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, республикăри таврапĕлÿçĕсен районти уйрăмĕ, районти историпе краеведени халăх музейĕ тата Чăваш Республикинчи историпе культурологи тĕпчевĕсен Элли Юрьев ячĕллĕ фончĕ пуçарнипе, Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна ырласа йышăннипе, унăн пуçлăхĕ Д. Платонов çаврăнăçуллă пулнипе çапла хаваслă та йышлă уяв ирттертĕмĕр.
Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов тимленипе ку уява хăш кун ирттерессине июль уйăхĕн ĕç планне кĕртрĕç. Уйрăм хушупа йĕркелÿ комитечĕн йышне çирĕплетрĕç. Унăн ертÿçи пулма районти краеведени музейĕн тата Элли Юрьев ячĕллĕ фонд директорне В. Серафимова шанчĕç. Пĕр уйăх хушши канăçа пĕлмесĕр хыпаланчĕ вăл çак пĕлтерĕшлĕ пулăмшăн. Уявăн тĕп сценарисчĕн тата режиссерĕн тивĕçĕсене хамăр ентеш — Çĕньял Карайра çуралнă А. Ильин — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссер-постановщикĕ чыслăн пурнăçларĕ. Комитет членĕсем — Н. Ершов, Р. Малинина, Л. Алексеева, И. Антонов, Н. Пименова, А. Алексеев, В. Михайлов хастар пулчĕç. Карайри библиотека заведующийĕ И. Иванова Пайтул çинчен çырнă кĕнекесен, ытти материалсенчен анлă курав йĕркелерĕ, ăна уявра та кăтартрĕ.
Кирек епле уяв та пĕччен тумалли ĕç мар. Çаврăнăçулăх кăна çителĕксĕр. Хальхи вăхăтра мероприятисем ирттерме кирек хăçан та спонсорла пулăшусăр май çук. Çапла тăваççĕ те чылай уйрăм предпринимательсемпе хăш-пĕр хуçалăхсемпе организаци ертÿçисем. Акă Сурăмхĕрринчи уява хатĕрленсе ирттерме "Красноармейскинчи сельхозхими” ООО гендиректорĕ В. Григорьев, Карайри "Витязь” общество ертÿçи В. Платонов, "Караево” обществăн ĕç тăвакан директорĕ Р. Никифоров, Сурăм вăрманĕн лесничийĕ О. Тихонов, А. Федоровпа В. Федотов, Ю. Федоров водительсем, А. Алексеев, И. Сергеев, В. Бардасов, Я. Константинов рабочисем пысăк пулăшу кÿчĕç. Ытти енĕпе ялти активистсем, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, культурăпа шкул ĕçченĕсем тăрăшрĕç. Уйрăмах О. Сергеева, Л. Алексеева, И. Кириллова, Н. Пименова вăй-хала шеллемерĕç. С. Алексеев культура ĕçченĕ хăйĕн сасă аппаратурипе тивĕçтерчĕ. Информаци спонсорĕ вара районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ пулса тăчĕ.

Н.Ершов-Янкер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 544 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz