Эрнекун, 26.04.2024, 00:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Пуш » 5 » Трак енре 2016 çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсене чысларĕç
Трак енре 2016 çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсене чысларĕç
14:27
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енĕн тĕп Культура çуртĕнче 2016 çулхи литературăри, искусствăри тата культурăри сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине илме тăратнă лауреатсен чыславĕ пулчĕ. Чыслав каçне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ уçрĕ. Вăл каланă тăрăх, çак пĕрлĕх 1989 çултанпа ĕçлет, кун евĕр чыслав 25 хут иртет, çав вăхăтра кăçалхипе пурĕ 85 уйрăм çын тата пултарулăх ушкăнĕ лауреат ятне илме тивĕç пулнă.

Лауреатсене преми парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлов, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ Преми парас енĕпе ĕçлекен комисси протоколĕпе тата Преми пама тăратнă лауреатсемпе паллаштарчĕ. 2016 çулхи литературăри, искусствăри тата культурăри сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине çак пултаруллă уйрăм çынсене парас тенĕ:

Татьяна Ивановна Борисова сăвăçа, публициста тата общество корреспондентне 2016 çулта кун çути кăтартнă, 2 кăларăмран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» асаилÿпе публицистика кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ тăратнă.

Геннадий Васильевич Кузнецов сăвăçа тата журналиста, Йĕпреç район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн редакторне, «Хыпар» чăваш наци хаçачĕн общество корреспондентне 2016 çулта Нестер Янкас поэт шăпипе çыхăннă материалсем çырса пичетленĕшĕн. Лауреат ятне пама «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ тăратнă.

Вера Севастьяновна Архипова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăпа искусство пайĕн массăллă ĕçпе тата информаципе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тĕп библиотекаре 2016 çулта Красноармейски (Трак) районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ майпа çутатса тăнăшăн тата ăна халăх хушшинче анлă сарнăшăн, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх» обществăлла организаци тăратнă.

Александр Анатольевич Казаков художнике тата дизайнера, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн художник-оформительне компьютер графикипе тунă ÿнер хайлавĕсемшĕн тата 2016 çулта хăй ĕçĕсенчен йĕркелесе ирттернĕ куравсемшĕн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

Надежда Андреевна Филиппова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн ертсе пыракан менеджерне Красноармейски (Трак) районĕн культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, «Хавал» халăх музыкин ансамбль юрăçинче пысăк пултарулăх кăтартнăшăн, 2016 çулта хатĕрленĕ тата ăна ертсе пынă концертсемпе ĕçсемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитетăн бюджет культура учрежденийĕ тăратнă. 

Преми илме тивĕçлĕ пултаруллă çынсене чаплă лару-тăрура лауреат Дипломĕпе медальне парса чыс турĕç.

Лауреатсене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова, «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов саламларĕç, малашне те çирĕп вăй-хал, иксĕлми пултарулăх, пысăк çитĕнÿсем, тулли телей сунчĕç. Савăнăçлă уяв лауреатсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 303 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz