Кĕçнерникун, 28.03.2024, 23:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çу » 18 » Трак ен тантăшĕсем. С. А. Николаев: “Эсир — тăрăхăн чĕрĕ историйĕ”
Трак ен тантăшĕсем. С. А. Николаев: “Эсир — тăрăхăн чĕрĕ историйĕ”
20:27
Сăн ÿкерчĕк
Кĕске справка. 1935 çулта пирĕн районти 21 ял Совет территорийĕнче пĕтĕмпе 1214 çын çуралнă. Ав, Карай ял Советĕнче çеç 106-ăн çĕр çине килнĕ, Красноармейскинче вара — 80-ăн. Халĕ çав çулта çуралнă çынсем Трак енре 150-ăн пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса лармаççĕ вĕсем: общество пурнăçĕнчен те аякра тăмаççĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене пăхаççĕ. 
Район тантăшĕсемпе ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ тĕл пулăва 10 çынна йыхравланăччĕ. Шел те, сывлăхне кура Сурăмхĕрринчи Ольга Сидоровна Сидорова хутшăнаймарĕ унта.
Ыттисем пирки вара вулакансене кĕскен те пулин пĕлтерессĕм килет.
Иосиф Яковлевич ЯКОВЛЕВ январĕн 9-мĕшĕнче халĕ Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче çуралнă. 44 çул тăван хуçалăхра трактористра вăй хунă. "Ĕçре палăрнăшăн”, "Ĕç ветеранĕ” медальсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе — Фиса Михайловнапа — 4 ача çитĕнтерсе çын тунă.
Маргарита Петровна ЗАХАРОВА (Пермякова) Вăрнар районĕнчи Рункă ялĕнче майăн 13-мĕшĕнче кун çути курнă. Кольцовка салинче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн медсестрасен курсĕнче вĕреннĕ, Алтайра стройкăра тимленĕ. 1962 çулта вăл пирĕн районти Чатукассинчи вăтам шкулта аслă вожатăйра тимлеме тытăннă. Кунти дружина Маргарита Петровна ертсе пынипе яланах малтисен йышĕнче пулнă. Каярахпа ĕçчен хĕрарăм Перекет банкĕн ялти уйрăмĕнче кассирта тата ача-пăча сачĕн заведующийĕнче вăй хунă. Çынсемпе яланах тарават та ăшă кăмăллă пулнипе палăрнă. Мăшăрĕпе — Григорий Ивановичпа — хĕрпе 2 ывăл пăхса ÿстернĕ.
Раиса Харитоновна ХАРИТОНОВА майăн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Шăнарта çĕр çине килнĕ, халĕ, Очкасси ялĕнче пурăнать. Ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать, "Нива” хуçалăхра рабочире, дояркăра вăй хунă, нумай Хисеп грамотипе пĕрлех ăна "Ĕç ветеранĕ” медальпе чысланă. Мăшăрĕпе — Герман Федоровичпа — 5 ача — икĕ ывăлпа 3 хĕр — ура çине тăратнă.
Нина Павловна ИВАНОВА июлĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче çуралнă. Вăл библиотекарь пулмах çĕр çине килнĕ тейĕн — 40 çул ытла юратнă ĕçре тăрăшнă, çав шутран 1966 çултанпа — Пикшикри библиотекăра. Ăна 1987 çулта Раççей Федерацийĕн культура министерствипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă, республикăпа район шайĕнчи тав хучĕсем те чылай, "Ĕç ветеранĕ” медаль те, "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллă та пур. Мăшăрĕпе — Герман Федоровичпа — хĕрпе ывăл ÿстернĕ. Темиçе çул хушши ветерансен канашне ертсе пынă. Халĕ Нина Павловна Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Çĕньялта пурăнать.
Мария Петровна ПЕТРОВА — Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнчен, сентябрĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Халĕ Тусайра пурăнать. Ĕç стажĕ — 51 çул. Тĕрлĕ ĕçре тимленĕ хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, "Красное Сормово”, "Звезда” "Досаево” хуçалăхсенче агроном пулнă. Мăшăрĕпе — Василий Гавриловичпа — тĕреклĕ икĕ ывăл ÿстерсе çын тунă.
Константин Петрович ПЕТРОВ — именкассисем. Çĕр çине октябрĕн 9-мĕшĕнче килнĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 52 çулпа танлашать. Тĕрлĕ çĕрте, çав шутра нумай çул Красноармейскинчи райпо тытăмĕнче, тимленĕ. Мăшăрĕпе — Раиса Александровнапа — 4 ывăлпа 1 хĕре çын тунă.
Любовь Ефимовна МИХАЙЛОВА Çĕрпÿ районĕнчи Первомайски ялĕнче çуралнă. Халĕ Красноармейски ялĕнче пурăнать. Любовь Ефимовна 1958 çулта Çĕрпÿ район больницинче ĕçлеме тытăннă. Унтан пирĕн район больницинче 2001 çулччен вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 43 çул ытла. 18 çул хĕрлĕ хĕрес обществин районти организацийĕн председателĕ те пулнă. Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем нумай унăн. Мăшăрĕпе — больницăрах тимленĕ, анчах иртерех çĕре кĕнĕ Викентий Михайловичпа — 2 ывăлпа 1 хĕре пурнăç парнеленĕ. Ывăлĕсем — Заволжски ЛПУМГра, хĕрĕ университетăн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра ĕçлеççĕ.
Петр Николаевич НИКОЛАЕВ декабрĕн 2-мĕшĕнче хамăр районти Туçи Чуракасси ялĕнче çуралнă. Çарта хĕсметре тăнă, 1954 çулта Мария Даниловна Прокопьевапа çемье çавăрнă, 4 ача çитĕнтерсе çын тунă. Петр Николаевич ĕмĕрĕпех тăван "Гигант” хуçалăхра тăрăшнă: кладовщикра, строительсен бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче, слесарьте. 2001—2006 çулсенче ял старости пулнă. Ăна "Ĕç ветеранĕ” медальпе чысланă.
Фердинант Федорович АФАНАСЬЕВ декабрĕн 4-мĕшĕнче Янкасра çуралнă. Виçĕ çул çарта хĕсметре тăнă. Чылай çул тăван "Звезда” хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче, кладовщикра, тĕп бухгалтерта, экономистра вăй хунă. 1991—1997 çулсенче Янкас ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 45 çул.
Район тантăшĕсене сывлăх сунса район пуçлăхĕ С. А. Николаев ăшшăн саламларĕ, хамăр тăрăхăн экономикипе социаллă аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. "Эсир — районăн чĕрĕ историйĕ. Сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Малашнехи пурнăçра та çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре çирĕп позици йышăнасса шансах тăратпăр. Хамăр районăн Герб, мăнаçлă Гимн пуррипе эпир пурте хăпартланма тивĕç. Район юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем те, ав, сахал мар иртеççĕ. Кĕркунне уйрăм отрасльсен ĕçченĕсемпе пĕрле пуçтарăнса çавна май ăслăлăхпа практика конференцийĕсем ирттерме те пăхатпăр”, — терĕ вăл. Станислав Андреевич кунпа пĕрлех тĕл пулăва пухăннисене район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Район тантăшĕсене çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова, социаллă хÿтлĕх, культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен, ЗАГС пайĕсен пуçлăхĕсем Л. А. Киселев, А. Н. Лебедев тата Е. Л. Павлова ыр сунчĕç.
Кăçал 75 çулхи юбилейĕсене паллă тунисемпе уявлама хатĕрленекенсене тĕл пулăва йĕркелесе пыракан Н. Филиппова кашнинех сăмах пачĕ. Ăшшăн аса илчĕç вĕсем иртнине, ял тăрăхĕсенчи ветерансен канашĕсен председателĕсенчен парнесене те тивĕçрĕç. Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче вăй хуракансем вара район тантăшĕсен ячĕпе хавас юрăсем шăрантарчĕç.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 480 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: С.А.Николаев, Трак ен | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz