Эрнекун, 19.04.2024, 08:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çу » 13 » Тĕп чăваш юрăçи ("Сăвар" хаçатран)
Тĕп чăваш юрăçи ("Сăвар" хаçатран)
23:27
Сăн ÿкерчĕк

Кĕçтенттин Иванов‚ эс чăваш чĕлхине‚
Сăввине-юррине – тăван халăх мулне‚
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса‚ çÿпçене тултарса‚
Парнелерĕн пире чĕререн ыр сунса.
(В. Давыдов-Анатри).

Кăçал чăваш тĕнчи чăваш литература чĕлхин никĕсне хываканĕ‚ вилĕмсĕр "Нарспи” авторĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине палăртать. Чĕрĕк ĕмĕр‚ мĕн пурĕ те 25 çул çеç пурăннă поэт‚ анчах халăх асĕнче юлмалăх мĕн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ!
"Ватă вăрман шухăшĕ”‚ "Икĕ хĕр”‚ "Хальхи самана”… сăвăсем‚ вилĕмсĕр "Нарспи” поэма‚ "Тимĕр тыл㔂 "Тăлăх арăм” юмахсем… çырнă‚ вырăсларан чăвашла М. Ю. Лермонтов‚ А. В. Кольцов‚ Н. А. Некрасов… сăввисене‚ Л. Н. Толстой‚ К. Д. Ушинскин кĕске калавĕсене куçарнă. Поэт тунă сăн ÿкерчĕксенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн историйĕн саманчĕсем сыхланса юлнă. Мĕн тери пысăк пуянлăх "Пиччĕшĕпе шăллĕ”‚ ашшĕпе амăшĕн сăнĕсем‚ чăваш букварĕ валли тунă ÿкерчĕксем… Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем: Учÿк‚ çÿлти рет‚ чĕлхесем‚ юрă-сăвăсем… Çак ĕçсене тума вăхăта‚ вăя шеллемесĕр‚ йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçлемелле пулнă унăн. Поэт пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипе тĕлĕнетĕн!
1909 çулта К. Иванов Чĕмпĕрти арçын ачасен гимназийĕ çумĕнче учитель ятне илме экзамен тытнă. Ĕç вырăнĕ тупас ĕмĕтпе Чĕмпĕртен тухса кайнă. 1909 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1910 çулхи юпа уйăхĕччен тăван ялĕнче‚ Слакпуçĕнче хресчен ĕçне туса пурăннă. "Пирĕн Кĕçтенттин шăхăра-шăхăра суха тăватчĕ‚ каçхине вучах умĕнче çынсем юмах янине итлетчĕ‚ хăй те камитле сăмахсем кала-кала култаратчĕ. Ун чухне вăл тата пушкăртла калаçма вĕренетчĕ” (Карпушка Иванĕ аса илĕвĕнчен).
Ĕçрен пушă вăхăтра кÿршĕ ялсене тухса çÿренĕ‚ Кайраклăра‚ Хушăлкара пулнă. Поэт йăла-йĕркесене‚ юмах-халапсене‚ чăвашăн кулленхи пурнăçне сăнаса пынă. Халăх пурнăçне тĕплĕн пĕлни ăна хăйĕн хайлавĕсене чĕрене пырса тивмелле çырма пулăшнă. Поэт йăмăкĕ Прасковья Васильевна Иванова (Михеева) акă епле аса илет:
"Халăх юррисене‚ йăлисене‚ уявсене пĕтĕмпех хут çине çырса илес пулать‚ унсăрăн вĕсем çухалса пĕтме пултараççĕ. Унăн историне пĕлес тесен‚ нимĕнрен малтан çав материала пĕлмелле‚ – тет пичче. Çак шухăша Хушăлкара пурăннă З. Г. Артелина аса илĕвĕ те çирĕплетет: "Кĕçтенттин пирĕн пата Çимĕк кунĕ килсе пĕр эрне пурăнса кайрĕ. Кĕçтенттин вăйă юррисене итлеме юрататчĕ. "Юррисем питĕ лайăх‚ янăравлă‚ хăшĕ-пĕрисене çырса илесчĕ-ха”‚ – тетчĕ вăл час-часах”.
Поэт "Хурăн çулçи”‚ "Хура ĕне”‚ "Тĕвик-тĕвик текерлĕк”‚ "Çÿл ту” юрăсене çырса илнине кăçал 100 çул. Вĕсене П. В. Пазухин пухса хатĕрленĕ "Чăваш халăх юррисен” II кĕнекине кĕртнĕ.
Çак юрăсем пĕчĕккĕн манăнаççĕ. Вĕсене пирĕн авалхи несĕлсем çĕр-çĕр çул каярах юрланă. Юрать-ха‚ çак 4 юрăран пĕрне – "Хурăн çулçине” хăшĕ-пĕри пĕлет. Сире‚ хисеплĕ вулакансем‚ çак юрăсен сăмахĕсемпе паллаштарасшăн. Ялти ватăсенчен‚ тен‚ кам та пулин ас туса илĕ. Алă сулас марччĕ хамăр пуянлăх çине‚ йăла-йĕркене‚ юрăсене пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшасчĕ.
Р. ПЕТРОВА.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 601 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz