Ытларикун, 19.03.2024, 11:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 8 » Тĕнчене хитререх, илĕртÿллĕрех курас тесен... ("Хыпар" хаçат, Надежда Смирнова)
Тĕнчене хитререх, илĕртÿллĕрех курас тесен... ("Хыпар" хаçат, Надежда Смирнова)
21:34
Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ эрне кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залĕнче "Этноконфесси туслăхĕ тата çураçăвĕ - общество тăнăçлăхĕн никĕсĕ” ятпа иртнĕ "çавра сĕтеле” ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем, ăсчахсем, влаç органĕсен представителĕсем, тĕн çыннисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех кÿршĕсем те - Мари Эл Республикин культура министрĕн çумĕ Г.С.Ширяева тата Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ В.И. Сваев ертсе пыракан делегацисем - килсе çитнĕ. Халăхсен ыйтăвĕпе çыхăннă темăна шăпах çак кунсенче хускатни ахальтен мар: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. "Çавра сĕтеле” ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова ертсе пычĕ. Роза Михайловна шухăшĕпе Чăваш Енри этнополитика лару-тăрăвĕ, пĕтĕмĕшле илсен, - çирĕп, конфессисен хушшинчи хутшăнусем йĕркеллĕ, хирĕçÿсĕр. Çапла тума май параканĕсем - республикăна ертсе пыракансем, общество организацийĕсем, Национальноçсен ĕçĕсемпе тата тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăннă канашсем. Палăртса хăварар: республикăра хальхи вăхăтра 97 халăх çыннисем пурăнаççĕ. 13 халăха 23 наци культура пĕрлĕхĕ çыхăнтарать. Çавăн пекех тĕн организацийĕсем 283. Вĕсем 12 тĕрлĕ конфессисене пĕтĕçтереççĕ. "Çавра сĕтеле” хутшăнакансен калаçăвĕ тĕп доклада - "Чăваш Республикинчи этноконфесси аталанăвĕ тата нацисен хушшинчи хутшăну” - итленĕ хыççăн йĕркеленсе пычĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологи пайĕн пуçлăхĕ И.Е.Ильин хăйĕн докладне кăçалхи социологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем тăрăх йĕркеленĕ. Паллах, асăннă ĕç пуян та тĕрлĕ енлĕ, халăхсен хушшинчи чылай ыйтăва хускатнă. Тĕрлĕ халăх хушшинче ирттернĕ тĕпчевсем республикăри этноконфесси аталанăвне туллин уçса пама май параççĕ. 2009 çулта ыйтăма хутшăннă хула çыннисенчен 52,4 проценчĕ пирĕн тăрăхри халăхсем туслă пурăннине палăртнă. Çак тапхăрта, рынок условийĕсенче пурăннă вăхăтра, халăхсен хутшăнусен çивĕчлĕхĕ, ĕçсĕрлĕхпе, хаксем ÿснипе, преступноçпа, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿри татса паман ыйтусемпе танлаштарсан, мала тухса тăмасть. Пĕлтерĕшĕпе ытти çивĕч ыйту хушшинче 14-15-мĕш вырăнсенче тăрать. Çав вăхăтрах, халăхсен хушшинчи хирĕç тăрусене палăртнă май, респондентсенчен 42,7 проценчĕ /чăвашсем - 43,7 процент, вырăссем - 59,8, тутарсем - 45,7, ирçесем - 38,5/ тĕп сăлтавсенчен пĕри çынсен пурнăç шайĕ чакни тесе шухăшлать, 24,3 проценчĕ - право, социаллă хÿтлĕх вăйсăрланнине, 21,8 проценчĕ регионсем пĕр тикĕс аталанманнине палăртать. Докладчик шухăшĕпе, республикăра пурăнакан халăхсене туслă хутшăнусем çыхăнтараççĕ пулсан та çивĕч ыйтусем те çук мар. Сăмахран, респондентсен пысăк пайĕн /52,1 проценчĕ - ялта пурăнакансем, 57,3 проценчĕ - хуларисем/ хăйсен халăхĕ, тăван чĕлхи, йăли-йĕрки пирки ытти халăх çыннисем лайăх мар каланине илтме тивнĕ. Коллективра тĕрлĕ халăх çынни пулни пирки респондентсем çапла хуравланă: хуларисенчен 53,7 проценчĕ тата ялтисенчен 56,4 проценчĕ хутшăнăва чăрмантармасть тенĕ, хула халăхĕн 17,1 проценчĕ тата ял çыннисен 14,2 проценчĕ çакăн пек хутшăнусене ырлать. 10,2 проценчĕ /хула/ тата 13,2 проценчĕ /ял/ - сивлет. Тĕпчевĕн тепĕр саманчĕ - чĕлхе ыйтăвĕсем. Вулакансемшĕн те кăсăклă пулĕ вăл. Сăмахран, чăваш чĕлхин хулари лару-тăрăвĕ çивĕч пулнине И.Е.Ильин илсе кăтартнă тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Яллă вырăнта тĕпленнĕ йăхташсен 89,9 проценчĕ чăвашла пĕлетпĕр теççĕ, 7,6 проценчĕ - ăнланать, 2,5 проценчĕ - пĕлмест. Хулара вара ÿкерчĕк çакнашкал: чăвашла вулама, çырма, калаçма мехел çитерекеннисем - 51,1 процент, ăнланаканнисем - 25 процент, пуплекеннисем - 19,3 процент. 4,5 проценчĕ вара чăваш пулсан та тăван чĕлхине пĕлмест. Социологи ыйтăмĕнче чĕлхесен иерархийĕ пирки те ыйту пулнă. Раççейри чĕлхесен пĕр танлăхĕ пирки Чăваш Енри халăхсем мĕнле шухăшлаççĕ-ха? Ялта тымар янă чăвашсем, тутарсем, ирçесем: "Пур чĕлхе те пĕр праваллă пулмалла”, - теççĕ. Çав вăхăтрах ялта пурăнакан вырăссен хуравĕ акă мĕнле: "Çĕршывра пĕр чĕлхе çеç тĕп чĕлхе пулмалла” /38,4 процент/. Хулара урăхларах шухăшлаççĕ-мĕн. Чĕлхен пĕр танлăхĕшĕн чăвашсен 56,8 проценчĕ тата вырăссен 27,3 проценчĕ çеç тăрать. Пĕр чĕлхене çеç "симĕс çутă” парассишĕн чăвашсен 20,5 проценчĕ тата вырăссен 61,8 проценчĕ пулнă. Мари Эл Республикин культура министрĕн çумĕ Г.С.Ширяева тата Мари Эл патшалăх университечĕн профессорĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ В.С.Соловьев хăйсен республикинчи этноконфесси хутшăнăвĕсем пирки чарăнса тăчĕç. Галина Степановна пĕлтернĕ тăрăх 2002 çулхи çырав тăрăх республикăра пурăнакансенчен 47 проценчĕ - вырăссем, 41 проценчĕ - çармăссем, 6 проценчĕ - тутарсем. Чăвашсен йышĕ 7 пин ытларах. Вĕсен те пирĕнни пекех Культура министерстви çумĕнче Наци ыйтăвĕпе ĕçлекен канаш пур. Министерство тĕн, тĕрлĕ конфессипе, наци культура пĕрлĕхĕсемпе çыхăну тытса ĕçлет, конференцисем, "çавра сĕтелсем” ирттерет. Виктор Соловьев вара 2006 çулта ирттернĕ социологи тĕпчевĕ пирки чарăнса тăчĕ. Унта ытларах тĕн ыйтăвĕсене хускатнă. Респондентсенчен 60 проценчĕ Турра ĕненетпĕр тесе хуравланă. Ун умĕнхи тĕпчевре çак кăтарту 13,5 процентпа танлашнă пулнă. "Çавра сĕтеле” хутшăннă ытти çынна мĕн кăсăклантарать-ха? Акă ЧР вĕрентÿ, çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова шухăшĕпе, нумай тĕрлĕ халăх хушшинче пурăнса ытти культурăна, йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе шкул пысăк ĕç тăвать. Пуçламăш классенче çĕнĕ курссем - тĕнчери тĕн никĕсĕсем, православи культурин никĕсĕ, ислам никĕсĕ тата ытти те - кĕртме пуçланă. Хăшне суйласа илессине вĕрентекен мар, ачан ашшĕ-амăшĕ палăртать. Çавăнпа та çемьепе ĕçлемелли технологие аталантарса пымаллине палăртрĕ Светлана Владимировна. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.Я.Браславский вара çак ыйту пирки урăхларах шухăшлать. "Пуçламăш класрах ачасене тĕн ыйтăвĕсемпе кăсăклантарса яма çăмăл мар. Çак ĕçе 8-мĕш класра вĕренекенсемпе йĕркелесе яма меллĕрех”, - тет. ЧР Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфтий икĕ эрне каялла республикăра асăннă управление йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ май асăннă ыйтусемпе "çавра сĕтел” ирттернине аса илчĕ. "Пĕр-пĕрин тĕлĕшĕпе чăтăмлă пулмалла пирĕн. Анчах çакă тем тума та ирĕк пани мар. Хисеп, туслăх, ăнлану - пирĕн хутшăнусен никĕсĕ”, - тет республикăри мăсăльмансен ертÿçи. Çак шухăшпа ЧР Христос чиркĕвĕсен пĕрлĕхĕн канашĕн председателĕ В.А. Исаев, Ази тата Африка халăхĕсен пĕр шухăшлăхпа хутшăну обществин Чăваш Енри регион уйрăмĕн председателĕ Бассам Аль-Балауи килĕшнине палăртрĕç. ЧР Шалти ĕçсен министерствин информаципе общество çыхăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Д.А.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, экстремистсен ушкăнĕсемпе çыхăннă ыйтусем 10 çул каялла çивĕчрех пулнă. Раççейре унашкал 150 ушкăна шута илнĕ иккен. Камсем-ха унта? 17-25 çулсенчи çамрăксем, хăйсен вăйĕпе урăх çĕрте усă курма май тупайманнисем. Чечен Республикин Президенчĕн Чăваш Енри представителĕ С.С.Майрукаев тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Этнопедагогика наука тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Л.В.Кузнецова асăннă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе çемье витĕмĕ пысăккине асăнчĕç. Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ В.И. Сваев облаçра пурăнакан 130 халăх çыннисене пĕр чĕлхе тупма май паракан самантсем пирки чарăнса тăчĕ. Кĕпĕрнаттăр çумĕнче Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ йĕркеленĕ. Асăннă канаш витĕмĕпе, хÿттипе пурнăçланса пыраççĕ вăл е ку халăх культурине, йăли-йĕркине аталанма пулăшакан ĕçсем. Çакăн пек тĕл пулусем, влаç органĕсен, общество институчĕсен шухăш-кăмăлне палăртакан, уçса паракан калаçусем кирлĕ. Этноконфессисен тăнăçлăхне, республикăра тĕпленнĕ вун-вун халăхăн культурипе вĕсен çеç пур йăли-йĕркине çĕклеме наци уявĕсем, фестивальсем, çут ĕç вулавĕсем, конференцисем пулăшĕç. Усă курар вĕсемпе анлăрах. Вара эпир, уçланкăри вун-вун, çĕр-çĕр чечек пек, çак тĕнчене тата хитререх, илĕртÿллĕрех тума пулăшăпăр.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 621 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz