Ытларикун, 23.04.2024, 19:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Таврапĕлỹçĕ. Кам-ха вăл?
Таврапĕлỹçĕ. Кам-ха вăл?
17:23
Сăн ÿкерчĕк

Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти таврапĕлỹçĕсен отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл çинчен унта уйрăм ертỹçи В. Константинов отчет туса пачĕ. Чăн та, кам-ха вăл таврапĕлỹçĕ? Чи малтанах — хăйĕн юратнă тăрăхĕпе интересленекен, тăван ял историйĕпе тата унăн çут çанталăкĕпе кăсăкланакан. Акă, Красноармейскинчи Л. Антонов, яланхиллех, çут çанталăка упрама чĕнет. Патриотизм туйăмне хăпартассипе çыракансем те çук мар. Владимир Захарович хăйĕн сăмахĕнче район центрĕнче пурăнакан Г. Дубров "Пирĕн йăх-несĕлсем" кĕнекинче (2014) çак ĕçе тĕпчес енĕпе нумай тимленине каларĕ. Йĕпрем тăрăхĕнчи Ивантей йăхне паллă тума та, сăмахран, 252 çын пухăннă. Пĕлтĕр Красноармейскипе Анатри Типçырма ялĕсенче вăрçăра пулнисене асăнса палăксем юсанă-уçнă. Шел те, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен тимсĕрлĕхне пула вĕсенче илсе кăтартнисен списокĕсене кĕрейменнисем те тăрса юлнă. Йăнăша вара тỹрлетмеллех! “Пĕлтĕр Красноармейскинчи Борисовсем таврапĕлỹ тĕлĕшпе чылай ĕçлерĕç. Татьяна Ивановна — “Асăмран каймасть Супар шкулĕ”, Юрий Зиновьевич “Манăçми ялăм, Янмурçин” кĕнекесем пичетлесе кăларма пултарчĕç. С. Гурьевана — “Тава тивĕçлĕ таврапĕлỹçĕ”, В. Данилова “Чăваш халăх академикĕ” хисеплĕ ятсем панă. Районти паллăрах вырăнсен карттине хатĕрлеме тытăннă. Хамăр тăрăхран тухнă ят-сумлă çынсен юбилейĕсене час-часах паллă тунă”, — терĕ В. Константинов, вăл ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Пухура пулнисем юлашки вăхăтра çĕре кĕнĕ И. Степановпа М. Прохоров таврапĕлỹçĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Отчет тăрăх районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. Гурьева (Светлана Аверкиевна библиотекăра краеведени пайне пĕтерни, халăха таврапĕлỹçĕсен кĕнекисемпе паллаштарсах тăни, тĕлпулусем, экскурсисем, конкурссем ирттерни, вĕренекенсен “Таврапĕлỹçĕ” клубĕ ĕçлени пирки каларĕ), ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн членĕ С. Мефодьева (Светлана Матвеевна хăйсем Красноармейскинче 32-мĕш çул пурăнни, унччен “суккăр кушак çури” евĕр кун кунлани, таврапĕлỹçĕсен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн халĕ куçсем уçăлма тытăнни, тăван тăрăха ытларах та ытларах хаклама пуçăнни, историне ачасене нумайрах вĕрентмелли пирки пĕлтерчĕ, хăйсем хатĕрленĕ “Кедрлă Трак ен тăрăхĕ” проектпа паллаштарчĕ), райхаçат редакцийĕн пай редакторĕ Ю. Борисов, район центрĕнчи Л. Антоновпа Г. Дубров тата А. Валентинов, Кĕçĕн Шетмĕри Ю. Дубров, Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ В. Михайлов (Виталий Михайлович тухса калаçнисен район энциклопедийĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă май, редколлеги членĕсем ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков патĕнче тепĕр хут пулнине, Сергей Львович бюджетран çакна валли кăшт укçа уйăрса пама шантарнине, ыттине хамăрăн пуçтармаллине, энциклопедишĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Григорьева яваплă пулнине, çывăх кунсенчех Чăваш кĕнеке издательствипе килĕшỹ тумаллине асăнчĕ, “Пăр тинех тапранчĕ” теме пулать”, — терĕ) сăмах илчĕç. Пуху, пĕр кăмăллă пулса, районти таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн отчетлă тапхăрти ĕçне "вăтам" хак пачĕ, сỹтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕ, çавăн пекех 3 çынран уйрăм канашне суйларĕ, унăн председателĕ пулма Владимир Захарович Константинова, çумне Виктор Михайлович Данилова, секретарьне Светлана Аверкиевна Гурьевана шанчĕ.

В. Данилов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 346 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz