Шăматкун, 20.04.2024, 00:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 19 » Сӑваплӑ вутпала пурнаттӑм...
Сӑваплӑ вутпала пурнаттӑм...
22:34
Сăн ÿкерчĕк

Янкасри библиотекӑра хӑйсен ентешӗ — Вениамин Пехил сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ ятпа литература сехечӗ иртрӗ. Паллӑ поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен Чӑваш Республикинчи Писательсен пӗрлӗхӗн членӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ершов каласа пачӗ.

Ҫак асамлӑ йӗркесене Вениамин Пехил вӑтӑр ҫул каяллах ҫырнӑ. Шахвӑртса илмелли ытарлӑ сӑмахсенче мӗн чухлӗ ҫыпӑҫулӑх пытаннине поэзие юратакансем ҫеҫ мар — вулакансем те ӑнланаҫҫӗ, сӑвӑҫӑн иксӗ-лми пултарулӑхне ӑмсанаҫҫӗ.

Вениамин Васильевич Пехил 1955 ҫулхи кӑрлачӑн иккӗмӗшӗн-че Янкасри Василий Кондратьевпа Екатерина Федорова ҫемйин-че ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл кӑсал шӑпах 55 ҫул тултармаллаччӗ. Питех те шел, 2004 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче, пӳкле вилӗмпе, вӑл пирӗнтен яланлӑхах уй-рӑлса кайрӗ. Анчах та, ҫур ӗмӗре яхӑн суттӗнчере пурӑнмз ӗлкӗрнӗ поэт сӑнарӗ асрах пурӑнать. Сӑнарӗ кӑна мар — хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса кӑларса хӑварнӑ кӗнекисем те куҫ умӗнчех. Юлашки ҫулсенче аптратса ӳкернӗ кӑмӑл-туйӑм, ӑс-тӑн пӑтранчӑкӗн чирӗ ӑна ҫапла юлашки утӑм тума хистенӗ пулӗ-ши?

Вениамин Пехил ман тӑван ялтан Янкасран пулнӑран, эпӗ вӑл епле литература ҫулне суйласа илсе ун тӑрӑх хӑюллӑн та шанчӑклӑн утнине питӗ лайӑх сӑнаса-курса тӑнӑ. Унӑн ҫунатлӑ сӑввисене юратса вуланӑ ҫеҫ мар, вӗозмшӗн сэвзннипе пӗрлех мӑнзҫланнӑ та, мухтаннӑта. Нестер Янкас хыҫҫӑнн талант енӗпе илсен, хамӑр ялтан тухнӑ иккӗмӗш поэтшӑн епле хӑпартланмӑн-ха!

Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Вениамин Пехил Чӑваш патшалӑх университечӗн тӑван литературӑпа чӗлхе уйрӑмӗнче гтӗлу илнӗ. Хӑйӗн малтанхи сӑввисене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ районти "Ял пурнӑҫӗ"хасатпа пурпӗрех ҫыхӑну тытнӑ. Республикӑри хаҫат-журналсенче те тӑтӑшах пичетленме тытӑнать.

Алла диппом илсен те Вениамин Пехил пичет ӗҫне кулӗннӗ: райхаҫат корреспонденчӗ-радиоорганизатор пулса тӑрӑшрӗ. Ҫав ҫулсенче пысӑкрах калӑплӑ хайлавсем те ҫыратчӗ. Вӗсе-не авторсен ушкӑнӗсем кӑларакан кӗнекесене те кӗртетчӗҫ. Пултарулӑхне кура, Пехиле Чӑваш писателӗсен союзӗ кӑларакан "Ялав" журнал редакцине ӗҫе илчӗҫ. Кунта вӑл нумай ҫул вӑй хучӗ — мӗн чирлесе кайичченех ӗҫлерӗ.

Пурӑннӑ чухне Вениамин Пехил икӗ кӗнеке кӑларса юлма ӗлкӗрчӗ. Виҫҫӗмӗшне те хатӗрле-се панӑччӗ издательствӑна. Унӑн шӑпи хальлӗ-хе уҫӑмлӑ мар-ха. Ҫапах та шанас килет: май килтерсе мехел ҫитсен, тен, хӑҫан та пулин унӑн сӑввисен мӗн пур пуххи те тухӗ-ха. Ку ӗнтӗ пирӗнтен — сывӑ юлнисенчен — нумай килет.

Чи малтанах Пехилӗн "Янкас йамрисем" кӗнекине асӑнмалла. Кунта поэт Нестер Янкаса халалланӑ сӑвӑ-поэми пысӑк вырӑн йышӑнатъ. Вӑл чӑвашсен чаплӑ сӑвӑҫ-лирикӗн пултарулӑхне тӗпчесе хавхаланнӑ-ҫке. Вениамин Пехилӗн паллӑрах сӑввисен-чен ҫаксене палӑртса хӑвармал-ла: "Ҫутҫанталӑк пурне те паха", "Ман пур юратнӑ енӗм", 'Чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук", "Ҫак ешӗл ҫут тёнче", "Тин ҫеҫ пӗҫернӗ ҫӑкӑр", "Хӗрарӑма сив сӑмахпа ан хӑртӑр", "Хамӑра пурнатпӑр тетпӗр".

Ҫавӑн пекех Вениамин Пехил ытти халӑхсен литература произведенийӗсене чӑваш халӑхӗ патне ҫитерес тӗлӗшпе те сахал мар тимленӗ—поэт-куҫаруҫӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне, Сталин репрессийӗсенче синкер курнӑ Н. Янкас, В. Митта, П. Хусанкай пурнӑҫ-ӗпе ӗсӗ-хӗлӗсем пирки тӗпчевсем ҫырнӑ. Акӑ-лчан-чӑваш словарьне хатӗрлессипе чылай сул тӑрмашнӑ, ку енӗпе ӑслӑлӑх статйисен пӗр ярӑмне ҫырса пӗтернӗ.

Вениамин Пехиле чӑваш халӑхё унӑн вилӗмсӗр "Шӑнкрав курӑкӗ" юрӑ сӑмахӗсен ав-торӗ пуячипе яланах асра тытать. Ӑна пирӗн ен-теш-коМпозитор Илья Степанов кӗвӗленӗ. Пехилӗн сӑмахӗсемпе чӑвашсен ьггти композитор-ӗсем те юрӑсем хывнӑ. Вӗсенчен паллӑраххи-сем: "Пӗрремӗш вӗрентекен", "Пурччӗ юрату", 'Уйахлӑ каҫ", "Хӗл сивви".

Вениамин Пехилӗн сӑввисем ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫутӑ ӗмӗтлӗ. Поэт тӑван сӑмахлӑха аван чухланӑ, унпа пӗлсе те ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ. Вӗсенче самрӑксен кӑмӑл тасалӑхӗпе чун-чӗре хӗрӳлӗхӗ папӑрсатӑраҫҫӗ.

Пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ халӗ Вениамин Пехил. Унӑн пурнӑҫӗ ҫуралнӑ килтех татӑлчӗ. Шӑпа ӑна творчество ӗҫӗнчен, литературӑри ӗҫтешӗсенчен сарӑмсӑр уйӑрчӗ. Ӑна Янкас тӑрӑхӗнчи масар ҫинех тирпейлесе пытартӑмӑр. Пирӗн енчи вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ Борис Романов поэт хыҫсӑн иккӗмӗш сӑвӑҫ вил тӑпри вырӑн тупрӗ ку масарта. Ҫимӗк кунӗсенче сулленех эпир вӗсен палӑкӗсем умӗнче пуса тайса аса илетпӗр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 855 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz