Эрнекун, 29.03.2024, 12:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 18 » Шупашкарта çамрăк çыравçăсене чысларĕç
Шупашкарта çамрăк çыравçăсене чысларĕç
22:21
Сăн ÿкерчĕк
Шăматкунхи сивĕ кун, раштавăн 18-мĕшĕнче, Шупашкарти вĕренӳ иститутĕнче Республикăмăрти Chuvash.Org Интернет-пĕрлĕхпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттернĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Хаваслă чыслав уявĕ 11 сехетре пуçланчĕ.
Пухăннисем умĕнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ăн тĕп администраторĕ), Владимир Андреев (Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕн ертӳçи), Юрий Виноградов (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ), Надежда Григорьевна Иванова (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ) тухса калаçрĕç, мала тухнă шкул ачисемпе вĕрентекенсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнисене 60х40 виçеллĕ карттин, 2-мĕш вырăна тухнисене 40х30 виçеллĕ карттин, 3-мĕш вырăна тухнисене 30х20 виçеллĕ карттин лекрĕ. Унсăр пуçне вĕсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Асамлăх çулĕ» кĕнекесем парнелерĕç.
Асăннă уява пирĕн районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем: Упи шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Елена Васильева (вăл хăйĕн "Тĕлĕнмелле чĕрчун" калавĕпе çак конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă), Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче 6-а класра вĕренекен Стас Илларионов (вăл хăйĕн "Суеçĕ Ваçли" калавĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă) тата Красноармейски 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов.
Мероприятие Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Вера Никонорова ертсе пычĕ. Вăл пухăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсене юрăсемпе те савăнтарчĕ. Çавăн пекех юрă тăхтавĕсенче Елчĕкри культура çуртĕнче ĕçлекен Вера Панкратовăпа Валерий Архипов пултарулăхĕпе килленме май пулчĕ.
Чыслав вĕçĕнче Георгий Краснов çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе тата ӳлĕмри ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем хаваспах унăн калавне итлесе ларчĕç, кайран унпа пĕрле сăн ӳкерĕнчĕç.
Мероприяти ушкăнпа тăрса сăн çапнипе вĕçленчĕ.

"Чăваш тĕнчи" сайта вырнаçтарнă уяври сăнсем
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 517 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/4 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz