Эрнекун, 29.03.2024, 10:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестиваль иртрĕ
"Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестиваль иртрĕ
22:43
Сăн ÿкерчĕк

Районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XX фестивалĕ иртрĕ. Хальхинче ăна хамăрăн мухтавлă та ят-сумлă ентеше — композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралнă Филипп Миронович Лукина халалласа йĕркелерĕç. Сăмах май, кăçал чăваш музыкин “шур сухалĕ” çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавăнпа та фестиваль пуçламăшĕнче унăн пĕр юрри янăрарĕ. Вăл “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” ятлă (сăвви — Юрий Сементерĕн), ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ мăнаçлăн шăрантарчĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров). Çак хорах Ю. Сементер сăввипе Н. Зимин кĕвĕленĕ “Вăййи селĕм пултăрччĕ” юрра та парнелерĕ. — Кăçал фестивале хутшăнакансемшĕн паллă çул — ăна йĕркелесе янăранпа 20 çул çитрĕ. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ юрăсем янăрамарĕç-ши ку сцена çинче çак тапхăрта? Хальхинче, ав, пирĕнпе пĕрле савăнма Çĕрпỹ, Йĕпреç, Муркаш тата Комсомольски районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те килсе çитрĕç, — пĕлтерчĕ районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Филиппова конферансье. Надежда Андреевна юбилейлă фестивале уçма сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне А. Кузнецова, ЧР композиторсен ассоциацийĕн президентне, музыковеда, композитора, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченне, А. Талвир ячĕллĕ наци литература премийĕн лауреатне Н. Зимина тата районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕн ертỹçине И. Прокопьева йыхравларĕ. Александр Николаевич пуçтарăннисене Ф. Лукин композитора чыс-хисеп тунăшăн тав турĕ, “район центрĕнче çĕнĕ Культура çурчĕ тăвассипе ĕçлеме тытăнтăмăр ĕнтĕ”, терĕ. Николай Александрович чăваш юррисем мăнаçлă Атăл юхан шывĕ пек юхнине палăртнă май, çакăнта фестивалĕн хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ пысăккине те асăнчĕ. — Пирĕн пĕрлĕх пурăнать тата ĕçлет. Унăн ĕçĕ “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальпе те тачă çыхăннă. Юрă кĕвĕлекенсем çеç Трак енре вăтăра яхăн, 23-шĕн юррисене пухса кĕнеке кăларма хатĕрленетпĕр. Фестивальте çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем ялан янăраччăр. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн! — пĕлтерчĕ Иван Афанасьевич. Ертсе пыракан малалла жюри членĕсемпе паллаштарчĕ: Н. Зимин — председатель, Ю. Кудаков композитор — ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕн доценчĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Р. Сарпи — сăвăç-писатель, ЧР профессиллĕ писателĕсен союзĕн, композиторсен ассоциацийĕн членĕ, тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери поэзи премийĕн лауреачĕ, Чăваш Енти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ композиторсен тата А. Талвир ячĕллĕ наци литература премийĕн лауреачĕ, çавăн пекех хамăр ентеш — Çырмапуç ялĕнче çуралнă юрăç В. Егоров — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ. — Жюри юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янăравлăхне, пахалăхне тишкерĕ, тĕрлĕ номинацисен çĕнтерỹçисене палăртрĕ. Сăвăсăр юрă çырăнмасть, кĕвĕсĕр юрă пулмасть. Пирĕн композиторсемпе поэтсем тачă çыхăнса ĕçленĕ май, çулсерен çĕнĕ юрăсем кĕвĕленеççĕ, чун-чĕрене савăнтараççĕ. Ахальтен мар аслă ăру çыннисем “Юрă пулсан, пурнăç пур, пурнăç пулсан, юрă пур”, тенĕ”, — уçă кăмăллăн пĕлтерчĕ Н. Филиппова. Унтан фестивалĕн концерт программи пуçланчĕ. Ăна “Заволжский” клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ И. Степанов В. Трофимов сăввипе кĕвĕленĕ “Юрлар, ташлар савăнса” юрăпа уçрĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Дмитриев). Вĕсемех “Кедр тăрăхĕ — Трак ен” юрра та (сăвви Н. Ершовăн, кĕвви М. Дмитриевăн) куракансене парнелерĕç. Сăмах май, концерт вăхăтĕнчех сăвăçсемпе композиторсене фестиваль Дипломĕсемпе чысларĕç. Малалла хăнасене сăмах пачĕç — сцена çине Йĕпреçри Культура çурчĕ çумĕнчи Г. Степанов ячĕллĕ ветерансен халăх хорĕ тухрĕ, “Посадила я сирень” тата “Цвела рябина” юрăсене янăраттарчĕ (сăввисемпе кĕввисем — Г. Степановăн). Хамăр районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ — унта 23-ĕн — (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) “Савăнар-ха уявра” (сăмахĕсем Г. Дубровăн, кĕвви Р. Долговăн) тата “Вĕçет хурсен картийĕ” (сăвви Л. Антоновăн, кĕвви В. Рудниковăн) ятлисене шăрантарчĕ. Комсомольски районĕнчи Хурнай ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен “Палан” ушкăнĕ “Савăнтар пире”, “Палан” тата “Ан ỹпкеле, анне” юрăсене (сăввисем Э. Николаевпа А. Чебановăн, кĕввисем М. Бархоновăн) парнелерĕç. Концерт вара малаллах пычĕ (сăмах май, вăл виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕ). Унта хамăр ентешсен — чăваш эстрада юрăçисен И. Архиповпа (Пайсупин) Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн В. Леонтьевăн (Карай) пултарулăхне те курса тĕлĕнме май килчĕ. Л. Егорова “Юрату пире ăшăтать” (сăввипе кĕвви Г. Алексеев-Яманакăн), Н. Яковлев “Арçынпа илемлĕ çут тĕнче” (сăвви Н. Ершовăн, кĕвви И. Степановăн), Т. Тимофеева “Эп утап тăван яла” (сăввипе кĕвви В. Рудниковăн), Э. Федорова “Шурă хурăн” (сăвви Г. Дубровăн, кĕвви Р. Долговăн), Г. Яковлев “Самант кăна” (сăвви Ю. Сементерĕн, кĕвви Ю. Романовăн), З. Викторова “Пуховый платок” (сăмахĕсем М. Федоровăн, кĕвви З. Викторовăн), М. Бархонов “Юрату утравĕ” (сăвви Петĕр Çăлкуçăн, кĕвви М. Бархоновăн), Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти А. Иванова “Аса ил” (сăвви П. Воробъевăн, кĕвви Р. Петровăн) юрăсене пĕрин хыççăн тепри шăрантарчĕç. И. Павлова, В. Алексеева тата В. Парфенов — Çĕрпỹ районĕнчи Апакасси — “Ах, мĕскер-ши пулчĕ” (Ю. Ковалевпа В. Парфенов çырнă), А. Ивановăпа Г. Ягунов — Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр — “Шăпчăк юр юрлатчĕ” (сăвви А. Ильинăн, кĕвви Р. Петровăн), газ уçлакан “Заволжский” клуб çумĕнчи “Каприз” ушкăн “Чун савнин паян çуралнă кун” (сăвви А. Юратун, кĕвви М. Дмитриевăн), Чатукассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи “Телей” ушкăн (ертỹçи — В. Николаева) “Савнă Чатук ен” (сăвви те, кĕвви те В. Рудниковăн), Карайри Культура çурчĕ çумĕнчи “Карай ен” ушкăн (ертỹçи Л. Алексеева) “Манас çук нихçан” (сăввипе кĕвви И. Прокопьевăн), районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи А. Никонорова) “Ман сăмахăм” (сăвви В. Никифоров-Авкайăн, кĕвви В. Рудниковăн) тата “Эс казачка — эп салтакчĕ” (сăвви Г. Дубровăн, кĕвви И. Прокопьевăн) юрăсене парнелерĕç. Йĕпреçри Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрсен ушкăнĕ “Анне” (сăвви В. Ермаковăн, кĕвви А. Макаровăн), Çĕрпỹ районĕнчи Апакасси Культура çурчĕ çумĕнчи “Шуçăм” ушкăн (ертỹçи В. Парфенов) “Килтĕм хăнана” (сăвви Г. Хавалăн, кĕвви В. Парфеновăн), Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” ушкăн (ертỹçи Г. Яковлев) “Славься, Красноармейское” (сăввипе кĕвви Г. Никифоровăн), Йĕпреçри Культура çурчĕ çумĕнчи арçынсен “Ветеран” ушкăн (ертỹçи М. Бархонов) “Аттесем, сире савса юрлатпăр” (сăвви Г. Кузнецовăн, кĕвви А. Макаровăн), Мăн Шетмĕри Культура çурчĕ çумĕнчи “Шурăмпуç” ушкăн (ертỹçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) “Аннене” (сăвви З. Сывлăмпин, кĕвви И. Степановăн), Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи “Чамăш” ушкăн “Юрату пĕрре” (сăвви Л. Семеновăн, кĕвви И. Степановăн) тата “Çăлтăр сỹнчĕ тỹпере” (сăввипе кĕвви И. Прокопьевăн), Алманчри кану центрĕн “Мерчен” фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Р. Игнатьева) “Çитрĕ, çитрĕ çуркунне” (сăввипе кĕвви А. Емельяновăн), Еншик Чуллăри “Энжей” ушкăн (ертỹçи С. Михайлова) “Ма килес мар хăнана” (сăввипе кĕвви Р. Волковăн) юрăсене çĕкленỹллĕн юрларĕç. Жюрине чи лайăххисене палăртма çăмăл тивмерĕ. Апла пулин те, унăн членĕсем “Хор валли çырнă чи лайăх произведенине” — В. Рудниковăн “Вĕçет хурсен картийĕ”, “Уйрăммăн юрламалли чи лайăх произведенине” — Р. Петровăн “Аса ил”, “Иккĕн юрламалли чи лайăх произведенине” — Р. Петровăн “Шăпчăк юр юрлатчĕ”, “Вокал ансамблĕ валли чи лайăх произвденине” И. Прокопьевăн “Эс казачка — эп салтакчĕ” юрăсене палăртрĕç. “Чи лайăх хор” номинацире районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ — пĕрремĕш, кунти халăх тата Йĕпреçсен ветерансен хорĕсем — иккĕмĕш, “Заволжский” клубри ветерансен тата Комсомольски районĕнчи хорсем — виççĕмĕш, “Чи лайăх солист-юрăç” ятлинче А. Иванова — пĕрремĕш, Л. Егоровăпа Н. Яковлев, Э. Федоровăпа Г. Яковлев — иккĕмĕш, Т. Тимофеева, З. Викторова, М. Бархонов — виççĕмĕш, “Вокал ансамблĕ. Дуэт” номинацире А. Ивановăпа Г. Ягунов — иккĕмĕш, И. Павловăпа В. Парфенов — виççĕмĕш, “Чи лайăх вокал ансамблĕ” ятлинче вара “Шуçăмпа” “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ — пĕрремĕш, “Каприз”, “Телей”, “Çăлкуç” тата Йĕпреçри арçынсен ансамблĕсем — иккĕмĕш, “Карай ен”, Йĕпреçри хĕрарăмсен, “Шурăмпуç”, “Чамăш”, “Мерчен”, “Энжей” ансамблĕсем виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ. Вĕсене уйрăм юрăçсемпе ушкăнсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов пачĕ. Жюри членĕсем — Ю. Кудаков, Р. Сарпи, В. Егоров тата Н. Зимин (председатель) хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Р. Осипова фестивале хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнисене пурне те ăшшăн тав турĕ.

В. Данилов-Тавкил

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 236 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz