Кĕçнерникун, 25.04.2024, 19:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Нарăс » 22 » “Шăнкăрав курăкĕ” — классикăлла юрă
“Шăнкăрав курăкĕ” — классикăлла юрă
08:42
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци радиовĕ “Пĕр юрă кун-çулĕ” рубрикăпа эфира кăларнă передачăра пирĕн ентеш — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ И. Степанов композитор В. Пехил сăввипе çырнă “Шăнкăрав курăкĕ” юрă тавра сăмах пычĕ. Екатерина Семенова радиожурналист çавăн пекех Илья Романовичăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те каласа пачĕ. Сăмах май, вăл январĕн 23-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Юрăсем кĕвĕлеме Мăн Шетмĕ шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухнех тытăннă, пĕрремĕшĕсем — “Ирсерен кураттăм”, “Сана курсан” ятлисем. Унтанпа 2 пин ытла юрă кĕвĕленĕ, паллăраххисен шутĕнче — “Шăнкăрав курăкĕ” те. 1970-мĕш çулсенче кĕвĕленĕскере пуçласа Яманак ялĕнче çуралнă Валентина Матвеева шăрантарнă. Халĕ ку юрă Лариса Васильева, Алексей Шадриков, Альбина Сарри, Красноармейски тăрăхĕнчи “Шурăмпуç” тата ыттисен репертуарне пуянлатать. Студентсен хушшинчен вăй илсе тухнă, классикăллă юрăсен шутне кĕнĕ “Шăнкăрав курăкне” халăх юратать, кăмăлласа юрлать. Çав шутрах Виталий Сергеев артистпа Лариса Васильева юрăç та. Вĕсемпе пĕрлех асăннă передачăна И. Степанов композитор хăй те хутшăнчĕ. Илья Романович сумлă юбилейне паллă турĕ пулсан та, ĕçсĕр лармасть-мĕн. И. Степанов халĕ Трак енрен тухнă е кунта пурăнакан 28 поэт сăввисемпе хăй кĕвĕленĕ юрăсенчен тăракан тата 20 композитор юррисене пухнă кĕнекесем кăларма хатĕрленет.

В. Тавкил

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 404 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
29

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz