Эрнекун, 29.03.2024, 14:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Çурла » 18 » Пысăк поэтсене пысăк самана ҫуратать
Пысăк поэтсене пысăк самана ҫуратать
11:30
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян. Трак вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ писательсем кӑна 10 ытла: Юрий Сементер, Юрий Вирьял, Геннадий Юмарт, Леонид Анто­нов, Борис Романов, Вениамин Пехил, Николай Ершов, Николай Карай тата ыттисем. Вёсенчен пёри Нестер Кириллович Ефи­мов /Янкас/. Чуна ҫӗкленӳлӗх кӳреҫҫӗ писателӗн произведенийӗсем, тӗнчекурӑма лайӑх енне улӑштараҫҫӗ. Нестер Янкас 1909 ҫулта Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак тӑрӑхра пурӑнакансем писатель пултарулӑхне хисеплеҫҫӗ, унӑн произведенийӗсене асӗнчен кӑлармаҫҫӗ.

Янкас библиотеки тӗрлӗ йывӑрлӑх урлӑ та тухнӑ, тем те тӳссе ирттернӗ. Халӑх вулама тӑрӑшнӑран кунта ӗҫлекенсем ҫут тӗнчене килнӗ кашни кӗнекепех вӗсене паллаштараҫҫӗ.

- Янкас библиотекинче 1984 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлетӗп. 30 ҫул хушшинче кӗнеке куравӗсем, презентацисем, калаҫусем тата ытти мероприяти чылай ирттертӗмӗр. Нумай пулмасть Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр. Юбилейлӑ кунсенче, пӗлтерӗшлӗ датӑсенче пирӗн мероприятисене паллӑ ҫынсем, литература ӗҫченӗсем, илемлӗх ертӳҫисем хӑнана килсе хутшӑнаҫҫӗ. Янкас ялӗнчи ача-пӑча пахчинчи ачасем те килсе юрласа та ташласа савӑнтараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн библиотекӑра "Канлӗх" ятлӑ ветерансемпе пенсионерсен канашӗ пур. Ҫак клуб ҫыннисем пуҫтарӑнса тӗрлӗ ыйту сӳтсе яваҫҫӗ, ял пурнӑҫне активлӑ хутшӑнаҫҫӗ, - терӗ Янкас библиотекарӗ Га­лина Арсентьевна Ильина.

Пысӑк поэтсене пысӑк са­мана ҫуратать теҫҫӗ, Ку тӗрӗсех. Нестер Янкас йывӑр вӑхӑтра пурӑннӑ. Унӑн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ пулсан та вӑл чӑваш халӑхне пӗлтерӗшлӗ ӗҫ нумай туса хӑварнӑ.

1989 ҫулта Н.Янкас ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май писатель ятне ӗмӗрлӗх асра тытас тесе ун ячӗпе литерату­ра, искусство тата культура пӗрлӗхне туса хунӑ. Пӗрлӗхӗн тӗп тӗллевӗ - пултаруллӑ ҫынсене тупса палӑртса аталанма пулӑшасси.

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе 12 ҫул ертсе пынӑ Николай Гаврилович Ершовпа тӗл пулса калаҫма тӳр килчӗ. Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл:

"Пирӗн пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра ӑна Анатолий Раськин, Виталий Михайлов, Владимир Константинов ертсе пынӑ. 2007 ҫулта мана Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертӳҫи ятне пачӗҫ. Ҫав ҫулах правлени председателӗ пулма Георгий Ефимова шанчӗҫ. Эпӗ унӑн заместителӗ пултӑм. Кӑҫалхи май уйӑхӗнче пӗрлӗхӗн председателӗ пулма Иван Прокопьева суйланӑ. Вӑл калавсем те, сӑвӑсем те, юрӑсем те ҫырать. Нумай кӗнеке авторӗ.

Район уявӗсене тата календарьте палӑртнисене, паллӑ ҫынсен юбилейӗсене, тӗрлӗ семинарпа наука-практика конференцийӗсене, вӑл е ку пулӑмпа ҫыхӑннӑ массӑллӑ эр- нелӗхсене, фестивальсемпе смотрсене пирӗн пӗрлӗх хавхалансах хутшӑнать. Тӗрлӗ клуб ӗҫченӗсене те пулӑшать. Шетмӗпе Ҫавал кӗввисен юрӑ фестивальне 1997 ҫултанпа йӗркелетпӗр.

Унсӑр пуҫне Шупашкарти "Трак ен" ентешлӗх пире пысӑк пулӑшу парать. Мероп­риятисене яланах пӗрле ирттеретпӗр. Ентешлӗх тӑрӑшнипех писатель пурнӑҫне туллин кӑтартакан "Нестер Янкас пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ" ятлӑ кӗнеке кӑларма пултартӑмӑр. 1991 ҫулта Нестер Янкас ҫуралнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫирӗплетнӗ. 1999 ҫулта вара Янкас ялӗнчи пӗр урама поэт ятне панӑ, унсӑр пуҫне куль­тура ҫуртӗнче ҫыравҫӑна халалланӑ музей пӳлӗмне уҫрӑмӑр. Музей канашӗн ертӳҫинче 10 ҫул ӗҫлерӗм. Шел те, культура ҫурчӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран унти экспонат­сене район музейне куҫарма тиврӗ. Чи пӗлтерӗшли - Не­стер Янкас ячӗллӗ премие йӗркелесе яни. Лауреатсене писатель ҫуралнӑ кун нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пухӑнса преми парса чыслаҫҫӗ".

Екатерина СТЕПАНОВА, ЧПУн 3 курс студентки.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1002 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz