Эрнекун, 29.03.2024, 15:39
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Раштав » 5 » Правлени ларăвĕ умĕн (07.12.18): Эпир тăвакан ĕçсем
Правлени ларăвĕ умĕн (07.12.18): Эпир тăвакан ĕçсем
21:29
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕ 1989 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл Трак тăрăхĕнчи çыравçăсене, журналистсене, композиторсене, художниксене, таврапĕлỹçĕсене, вырăнти художество пултарулăх ăстисене пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлĕх общество организацийĕ кăна пулин те, вăл тăвакан ĕçсем нумай енлĕ. Чи кирлисенчен пĕри — Н. Янкас ячĕллĕ премисене парасси. Ку ĕçе, 2003 тата 2005 çулсемсĕр пуçне, кашни çулах туса пынă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси ĕçлет. Ăна Уставпа килĕшỹллĕн кашни çулах йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче çав комисси йышĕнче, мансăр пуçне, правлени членĕсем — В. Михайловпа В. Константинов. Комисси председателĕ — В. Михайлов. Ку таранччен 28 çул хушшинче лауреат ятне (унпа пĕрле тивĕçекен диплома, медале тата хаклă парнене) литературăпа искусствăн 87 çыннине тата 15 пултарулăх йышне панă. Юлашки çулсенче лауреат парнисене памашкăн кандидатурăсене сĕнекен организацисене явăçтарнă. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе лауреат ятне чăваш эстрада артисчĕ В. Леонтьев, районти культура çурчĕн аккомпаниаторĕ А. Алексеев, Ю. Даниловпа Н. Яковлев юрăçсем тивĕçнĕ. Халĕ эпир наградăланă çĕрте хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр. Пулас лауреатсен çирĕп йĕркепе Н. Янкас пĕрлĕхĕн членĕ пулса тăмалла. Вĕсене удостоверенисемпе, лауреат ятне илмешкĕн заявкăсем тăратакан организацисене коллективлă член свидетельствисемпе тивĕçтеретпĕр. Кăçал Чăваш Республикин “Красноармейски “Трак Ен” ентешлĕхĕ” общество организацийĕ, Нефтегазстройпрофсоюзăн “Чул хула трансгаз Газпромĕ” ОООн филиалĕн-Заволжски ЛПУМГăн пуçламăш профсоюз организацийĕ, Красноармейски районĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) организацийĕ, Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ çавăн пек свидетельствăллă пулса тăчĕç. Çулталăк вĕçленсе пынă май пĕрлĕхре кăçалхи çĕнĕ пулас лауреатсем пирки материалсем (вăл е ку уйрăм пултарулăх çыннине преми илмешкĕн тăратнă организаци йышăннă заявка-решени, ходатайство, характеристика тата çавна çирĕплетекен ытти документсем) йышăнма тытăннă. Кăçалах эпир пĕрлĕхĕн тепĕр наградине — “Чăвашлăха аталантарнăшăн” медале парассине туса хутăмăр. Пĕрремĕш медальсен хуçисем кăçал Республика кунне пирĕн районта уявланă чух паллă пулчĕç. Уяв сцени çинчен ку медальсене Н. Ершов сăвăçпа В. Данилов журналист тивĕç-рĕç. Виççĕмĕш кун пек медальпе Г. Дубров сăвăçа потребкооперацин районти уявĕнче савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Ĕмĕт-тĕллев — пуласлăхра пĕрлĕхĕн тепĕр чи пысăк наградине — орден туса хурса культурăна аталантарас çĕрте сумлă тỹпе хывакансене чысласси. Чыслав ĕçĕ пирĕн хамăрăн Уставпа туса пымалли пысăк тивĕç. Пĕрлĕх тăвакан пысăк ĕçсем хушшинче “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивале хатĕрленсе ирттерме хутшăнасси. Юбилейлă (20-мĕш) пулнă тата ăна хамăр ентеш РСФСР халăх артисчĕ, РСФСР, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ф.М. Лукин композитор çуралнăранпа 105 çул тултарнине халалланă май кăçалхи фестиваль ăна йĕркелекенсем (район администрацийĕ, районти “Централизациленĕ клуб тытăмĕ” МБУК, “Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕ-творчество союзĕ” ЧРООвĕ, ЧР музыка обществин районти пĕрлĕхĕ тата Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх) çине тата пысăкрах яваплăх хучĕ. Фестиваль, яланхи пекех, ăнăçлă иртрĕ. Çакăнта ăста музыкçăсем пулнă май Янкас пĕрлĕхĕн правленийĕн членĕсем Н. Никоноровпа А. Алексеев (паллах, хамăр ентеш-композиторсен çĕнĕ юррисене юрă коллективĕсен ушкăнĕсене вĕрентсе сцена çине кăларма пĕртте çăмăл мар) та уйрăмах сумлă тỹпе хыврĕç. Асăннă фестивале ирттернĕ кун кăçал Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе пĕрле иккĕмĕш хут “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцине ирттертĕмĕр. Ун чух районти кăçалхи 19 паллă юбиляр çинчен яваплă çынсем — педагогсем, журналистсем, таврапĕлỹçĕсем тунă докладсене итлесе сỹтсе яврăмăр. Докладчиксене район администрацийĕ тав хучĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов И. Казаков-Волжанинăн “Художник Элли” вырăсла сăвăсен кĕнекисене парса хавхалантарчĕç.(Иртнĕ çул вĕсене Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх тав хучĕсемпе чысланăччĕ. Пĕлтĕрхи конференци доклачĕсене пĕрлештерсе пĕрлĕх, чи малтанах правлени членĕ С.А. Гурьева тăрăшнипе, ку çул пуçламăшĕнче “Янкас вулавĕсем” ятлă кĕнеке пĕчĕк тиражпа пичетлеме пултарчĕ). Кăçалхи конференци доклачĕсене те уйрăм кĕнекепе кăларма палăртатпăр. Çав материалсемпе юбилярсем çинчен районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра статьясем хатĕрленĕ чух та анлăн усă курнă. Чи кирли, пĕрлĕх кон-кретлă пысăк ĕçсем палăртса вĕсене пурнăçа кĕртме пултарни савăнтарать. Акă район энциклопедийĕ тинех вулакансем патне çитрĕ. Çакăнта Янкас пĕрлĕхĕн правленийĕн членĕсен тỹпи те пысăк. Акă правлени председателĕн çумĕ В.М. Михайлов редколлеги ертỹçин, правлени членĕсем Н.Г. Ершов, В.З. Константинов редакци коллегийĕн членĕсен, кĕнеке пухса хатĕрлекенсен йышĕнче (ку йыша мана та кĕртнĕ) тивĕçĕсене яваплăха туйса вăй хучĕç. Паян эпир вĕсен ĕçĕпе чăнласа мăнаçланма пултаратпăр. Халĕ ĕнтĕ пирĕн районăн та хăйĕн энциклопедийĕ пур. Кĕнекене кăларма малтанхи взноса хывмашкăн укçа паракансене, Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшакансене те ăна вулакансем патне çитерме май панăшăн уйрăмах пысăк тав! Халĕ районта пурăнакан кашни çыннăн ку экземпляра туянса тăкаксемшăн парăмсене хăвăртрах татмашкăн пулăшмалла. Хамăр кăçал тунă кон-кретлă ĕçсен шутнех эпĕ районта хамăр вăйпа уйрăмах палăрнă, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ентешсене сума суса вĕсем ялсенче пурăннă килсен çурчĕсем çине асăну хăмисем хатĕрлесе вырнаçтарма пултарнине кĕртетĕп. Çав ятпа эпĕ Шупашкарти “Президент-принт” фирмăра пултăм, В.В. Кондратьев (Пехил), Б.А. Романов сăвăçсем, Г.М. Прокопьев музыкçă пирки асăну хăмисем тутарма (текстсемпе, сăн ỹкерчĕксемпе пĕрле) заказсем патăм. Вĕсене алла илсен çу кунĕсенче Янкас, Кивĕ Йĕкĕт ялĕсенче асăннă ентешсене халалласа, халăхпа пухăнса, асăну хăмисем уçрăмăр. Ку мероприятисене йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе мана пĕрлĕх правленийĕн членĕсем Н.М. Никоноров (асăннă ентешсен юррисене шăрантарас енĕпе), Янкасри Н.Г. Ершов, библиотека ĕçченĕ Г.А. Ильина, асăннă сăвăçсемпе му-зыкçăн çывăх тăванĕсем (йĕркелĕвĕн куçа курăнман ытти ĕçĕсем) нумай пулăшрĕç. Пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлне çутатнă май эпĕ правленин уйрăм членĕсем хутшăннипе тума пултарнă, Раççейре, республикăра, районта ырă йĕр хăварнă тепĕр пысăк мероприятие те асăнса хăварасшăн. Ку вăл паллă композитор, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ф.М. Лукин çуралнăранпа (вăл Çавалçырмара 1913 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă) 105 çул çитнине халалланă Раççейри “Туссене юрăпа савăнтарар” фестиваль-конкурс. Вăл ака уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарта Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче иртрĕ. Унта пирĕн район юрăçисем те хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартрĕç. Районти халăх хорне çĕнĕрен йĕркеленĕренпе ăна Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.М. Никоноров пултаруллăн ертсе пырать. Хор фестиваль-конкурсра (4 сасăпа) Ф. Лукинăн “Чăваш Ен — тăванлăх çĕр-шывĕ” (сăмахĕсем Ю. Сементерĕн), “Çамрăксен юрри” (сăвви С. Элемĕн) юрăсене шăрантарчĕ, пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ, гала-концертра хутшăнчĕ. Пирĕн пĕрлĕхĕн правлени членĕ А. Алексеевпа правлени председателĕ И.А. Прокопьев (иккĕшĕ те Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ) та хор йышĕнче пулса юрларĕç. Кайран ку юрăсем кăçал районта ирттернĕ Республика кунĕн сцени çинче те пысăк йышпа тĕлĕнмелле аван шăранчĕç. Пултарулăха уява килнĕ хăнасем те пысăк хак пачĕç. Янкас пĕрлĕхĕн членĕсенчен взнос укçине пухассине йĕркелесе янине, вĕсене çĕнĕ билетсемпе тивĕçтерме тытăннине, пĕрлĕх пичетне тутарнине, тивĕçлĕ ентешсене хамăрăн Дипломсемпе, свидетельствăсемпе, Тав, Хисеп хучĕсемпе чыслама пуçланине (компьютер шаблонĕсене правлени членĕ Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх премийĕн лауреа-чĕ А.А. Казаков хатĕрленĕ) аван пулăмсен шутне кĕртетĕп. Пĕрлĕхĕн пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче 4 секци туса хунă. Халĕ литература секцийĕнче Н.Г. Ершов (председатель), Л.И. Антонов, Т.И. Борисова, Г.Л. Ефимов, музыка секцийĕнче Н.М. Никоноров (председатель), А.П. Алексеев, В.В. Рудникова, сăнарлă искусство секцийĕнче А.А. Казаков (председатель), Н.В. Кривошеев, Н.А. Иванов, С.Л. Алексеев. Кашниех активлăхĕпе палăрса тăрать, кашнин пирки нумай чарăнса тăма пулать. Хăйсен тивĕçĕсене хастар ĕçпе тỹрре кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри “Тăван Атăл” журналăн февральти номерĕнче литература секцийĕн членĕн Л. Антоновăн сăввисем, “Трак тăрăхĕн Есенинĕ, е Тулли пучахпа сывлăм шăрçи поэчĕ" ятпа вăл панă интервью тухрĕç. Асăннă журналта, январьти номерте, пĕрлĕх председателĕн И.А. Прокопьевăн калавĕсем (11 страница çинче 22 калав) пичетленчĕç. Унăн “Çутă каçсем” юрри (сăвви те, кĕвви те хăйĕн) Чăваш наци радиовĕн “Янра, юрă” хит-парадĕнче малти вырăнсенчен пĕрне (3-мĕш вырăн) йышăнчĕ. Асăннă Музыка секцийĕн членĕ В.В. Рудникова кунти “Çичĕ юрă”, “Çĕр сум” передачăсене хутшăннă. “Çĕр сумрах” Н.Г. Ершов та калаçнă. Т.И. Борисова, Г.Л. Ефимов — ра-йонти “Ял пурнăçĕ” хаçат ирттерекен конкурсăн активлă авторĕсем. Уйрăм тĕллевсем пирки маларах асăнтăм ĕнтĕ. Ытти пуçланă ĕçсене те —пулас лауреатсене чысласси, çавăнпа пĕрлех пĕрлĕхĕн çĕнĕ членĕсене, вăл шутра коллективлă членсене те, хамăр йыша явăçтарасси, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” 21-мĕш фестивале, “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцине ирттересси, çав ятпах унти докладсен пуххине ,”Трак ен тăрăхĕн композиторĕсен юррисем” кĕнекене кун çути кăтартасси, юбилярсен пултарулăх каçĕсене йĕркелесси, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра çавра датăсене паллă тăвакансем çинчен очерксемпе статьясем активлă пичетлесси тата ытти те малалла тумалла. Пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар. Йывăр пулсан та малаллах! Çитес çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Н.К. Ефимов-Янкас çуралнăранпа 110 çул çитет. 2019 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче — районти Н. Янкас пĕрлĕхне туса хунăранпа 30 çул. Çĕнĕ çĕнтерỹсем патне, янкасçăсем! 

И. Прокопьев.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 280 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz