Эрнекун, 29.03.2024, 18:41
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Поэт пирĕнпех
Поэт пирĕнпех
17:20
Сăн ÿкерчĕк

Борис Романов... Унăн ячĕпе хушаматне çырса хутăм кăна, манăн асăмра хăйĕнпе пуçласа паллашнă самант чĕрĕлсе тăчĕ. 1967 çулхи ака уйăхĕн варринче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлани эрне иртнĕччĕ çеç Александр Петров журналистпа иксĕмĕр ларакан пỹлĕме çамрăк каччă кĕрсе тăчĕ. “Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, хушăран “Ялав”, “Тăван Атăл” журналсенче сăвăсем пичетлекен Борис Романов пулатăп, — терĕ те, иксĕмĕре те алă пачĕ. — Сирĕнтен хăшĕ те пулин лирăпа туслă-и?” Редакцин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ, Муркаш районĕнчи Нискасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Петров (ку вăхăт тĕлне вăл Чăвашгизра ял хуçалăх темипе 2 брошюра кăларса ĕлкĕрнĕччĕ) тỹрех ман çине тĕллесе кăтартрĕ. Килнĕ çамрăк çын çакăн хыççăн Александр Егоровичран мана пĕр-икĕ сехетлĕхе хăйĕнпе уçăлса çỹреме ямашкăн ыйтнине пуçлăхăм хирĕçлеймерĕ. Уçă сывлăша, ирĕке тухсан, студент-поэтпа Красноармейски ялĕн урамĕпе çỹлелле васкамасăр улăхрăмăр та, çурхи чĕрĕлỹ тивлечĕпе лăпкăн, канăçлăн сывлакан вăрман хĕррине çитсе тăнине сисмерĕмĕр те. “Çакăнтан темиçе утăмра кăна манăн тăван ялăм — Кивĕ Йĕкĕт вырнаçнă, — кăмăл савăклăхне салтса калаçрĕ манпа çамрăк сăвăç. — Мана сăпка сиктерсе ỹстернĕ яла хирĕçех — Янкас, пирĕн чăваш поэзийĕнче хăй ятĕнчен ялтăр çутă çăлтăр чĕртме пултарнă пултаруллă поэт унта çуралнă. Эпĕ, унăн тĕрлĕ ăсталăхне шкул сакки çинчех ăша хывма ĕлкĕрнĕскер, ентешĕмĕрĕн кĕнекисенче вырăн тупнă хайлавĕсемпе тĕплĕн паллашнăскер, хам та Нестер Янкас майлă çырма тытăнтăм мар-и? Çук, яхăнне те пымастчĕ малтанах синкер самана нуши-асапне “тăраничченех” тутаннă çыннăн кĕвĕлĕхĕпе янравлăхĕ”. Çапла каларĕ те, Борис Романов сăвă вулама пуçларĕ: Ешĕл улăх Тем сарлакăш! Чăлтăртатрĕç куçăмсем: Кĕмĕл шыв... Хăва... Хуракăш... Сарă, хĕрлĕ чечексем. Ой, илемлĕ ешĕл улăх, Илемпе çиçет çерем. Çавал шывĕ тăрă, Тулăх, Çыранне çитет Çерем... “Нихăçан манăçми ỹкерчĕк кăларса тăратакан çак йĕркесене эпĕ мар, Нестер Янкас çырнă, — сылтăм аллин пуç пỹрнине çỹлелле çĕкленĕ май каларĕ Борис Романов. — Эх, манăн та çавăн пек ансат та пурин кăмăлне те тивĕçтерме пултаракан йĕркесем çырасчĕ пурнăçра!” Çурхи вăрманта киленичченех çỹрерĕмĕр çавăн чухне, Борис мана тăван ялне çитсе килме сĕннине хирĕçлеймерĕм, тăван амăшĕ пĕçернĕ серте яшкине кăмăлласа çинĕ хыççăн эпĕ, кил хуçипе тата çамрăклах Чăвашра палăрма ĕлкĕрнĕ ывăлне тав туса, редакцине çитме васкарăм. Кайран вара вăл университетран диплом илсе тухнă хыççăн та, эпĕ Борис Романовпа çыхăну тытсах тăтăм. Сăвăç мана хăйĕн “Ĕненỹ”, “Сенкер хĕвел” тата “Кăкăр сĕчĕ” кĕнекисене халал сăмахĕсемпех парнелесе панăччĕ. Çамрăк çыравçăсен Пĕтĕм Союзри улттăмĕш канашлăвĕнчен (вăл унта Чăваш Енрен Раиса Сарпипе пĕрле пулнă) хавхаланса таврăннăччĕ, Пегаса çирĕппĕнех ярса тытнă, çĕнĕ шухăшсен илĕртỹллĕ тĕнчине кĕрсе, вулакана тыткăнлама пултаракан хайлавсене кун çути кăтартма вĕренсе çитнĕ сăвăçăмăр. Унран çав тери нумай кĕтеттĕмĕр эпир, унра чăваш поэзийĕн çĕнĕ çăлтăрне курса тăраттăмăр, Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнче Нестер Янкас, Марк Аттай, Юрий Вирьял, Владимир Харитоновпа Геннадий Юмарт çул-йĕрне шанчăклăн такăрлакан поэта курса тăраттăмăр. Анчах çил-тăман пек пăтравлă лару-тăруран хăтăлса тухма ниепле те май тупаймасăр асапланакан поэт-журналистăн кун-çулĕ ытла та кĕске килсе тухрĕ. Вăл, вăтăр ултта ярса пуснăччĕ кăна, танмарлăх çине танмарлăх кăларса тăратакан пурнăç пăтăрмахĕсемпе килĕшмесĕр, хăйĕн ирĕкĕпе çут тĕнче ырлăхĕнчен пăрăнма кăмăл турĕ... Кашни çулах, Çимĕкре, мăшăрăн çывăх тăванĕсен вил тăприйĕсем упранакан Хĕлеç масарне килсен, эпĕ Борис Романовăн “ĕмĕрхи çурчĕ” патне те çитсе тухса, унăн чун-чĕрере ырă туйăмсем çуратакан сăввисене сассăр вулатăп... “Лайăх сăвăсем тĕрлетчĕ Борис Романов” тесе çырни нимĕн çинчен те каламасть. Кивĕ Йĕкĕтре çуралса ỹснĕ пỹкле поэт хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче мĕн çырни пĕтĕмпех ăна хисеп, сума сунă çынсен асĕнче яланлăхах упранма тивĕçлĕ. Шăпах çакăнта пытанса тăрать те ĕнтĕ пирĕнтен ытла та хăвăрт тата пач систермесĕр уйрăлса кайнă Борис Александровичăн философилле шухăш палăракан пултарулăхĕ. Пурăннă чухне вăл никампа та çирĕп çыхăну тытманни, хăйне канăç паман шухăшсене ыттисене уçса паманни, кунтан та ытларах, пуçне çỹлерех йăтма тăрăшни, аслисен, ăсчахсен сăмахне тĕпчессинчен пăрăнни ăна çылăхлă çул çине тăратнин сăлтавĕсем тесе шутлатăп эпĕ. Борис Романов хăй кăна “чи талантли те чи хăватли” тесе мухтанмастчĕ, “патша” хушамачĕпе çỹренинче пуласлăхри ăнăçăвĕсене курса тăнине пытармастчĕ. Анчах пурнăçĕ пĕтĕмпех урăхла килсе тухрĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа хăй çак çĕр чĕрçи çинче пурăннă чухлĕ — 35 çул иртсе хыçа юлнине сиссе те юлаймарăмăр. Вăхăт чуппи хăвăрттăн малаллах кайса пынă май, тăван поэзине кăмăллакансем Борис Романовăн хайлавĕсене паян та хавхаланса, киленсе вулаççĕ. Районсемпе хуласен тĕп вулавăшĕсенче ăна халалланă астăвăм каçĕсем, конференцисем иртеççĕ. Ентешĕсем вара никамран та ытларах ырă, пархатарлă ĕç тăвасса шанас килет. Янкасра та, Кивĕ Йĕкĕтпе Хĕлеçре те, Чаканарпа Çĕньял Упире те “Романов вулавĕсене” йĕркелесчĕ, çавăн чухне талантлă поэтăн тарăн шухăша палăртса çырнă сăввисене вуласчĕ. Борис Александрович çут тĕнчене Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех килнинче символ пĕлтерĕшне курса тăратăп эпĕ. Хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ сăвăç поэзин кăткăс, çав вăхăтрах илĕртỹллĕ тĕнчине çĕнĕ йĕр хывма, çĕнĕ шухăш калама, Нестер Янкас хăварнă кĕвĕ-çемĕсен пуххине çĕнĕ çаврăмсем хушма килнĕ. Çỹл Хуçа çапла тума хушнă ăна, вăл çав пил-халала туллин пурнăçланине уçăмлăн туйса илнĕ хыççăн хăйне сăпка сиктернĕ тăрăха, тен, мĕлке пек курăнас мар тенĕ те, Шетмĕпе Çавал хутлăхĕпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашса, хивре карăнтарнă кĕслине алăран ỹкернĕ. Мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев йĕркесене кĕмесĕр юлнăшăн паян кама айăпламалла-ши? Шел, ку ыйтăва çак йĕркесен авторĕ те уçăмлă хурав пама тăхтать. Борис Романова Трак ен, хăйне поэзире тулли хавхалану кỹрсе тăнă тăрăх ĕмĕрлĕх вырăн панишĕн пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп. Çав вăхăтрах пăшăрхану туйăмĕ те вăранать ăшăмра: эпир, ăна лайăх пĕлнĕ çынсем пурăннă чухне, поэт пирĕн астăвăмран каймĕ-ха, анчах кайран, çамрăк ăру килĕшỹ çеммине пăсса янрашма тытăнсан, унăн ячĕ те манăç тусанĕпе витĕнме пултарĕ. Кун патне, тем тесессĕн те, çитес марччĕ. Борис Александрович Романов пурăннă тăван килĕн стени çине Асăну хăми çакса хума вăхăт мар-ши? Вырăнти хăйтытăмлăх органне çак сăвăçа лайăх пĕлнĕ çынсем витĕмлĕ пулăшу парасса шанса тăратăп. ...Астăвăм Борис Романова юлашкинчен тĕл пулнă самант патне илсе çитерчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл Чăваш писателĕсен илемлĕ литература бюровĕн ушкăнĕпе пĕрле Йĕпреç тăрăхне килнĕччĕ. Геннадий Мальцев ертсе пыракан делегаци йышне мана та кĕртнĕччĕ. Эпĕ çыравçăсене тỹрех Çемен Элкер çуралса ỹснĕ яла — Пысăк Упакассине илсе кайрăм. Борис Александрович, чăваш халăх поэчĕн çывăх тăванĕсемпе паллашнă хыççăн хăпартланса кайрĕ те, çавăнтах сăвă çырса хучĕ, ăна ялти Культура çуртне пуçтарăннă халăх умĕнче вуласа пачĕ. Унăн сăвви ниçта та пичетленмен, эпĕ ăна хам манса кайиччен тỹрех кун кĕнекине çырса хунăччĕ. Акă, çав сăвă: Элкер çĕршывĕ, тав сана, — Чăн поэта çуратнă тăрăх. Эп ал паратăп Чаккана. Ан тив, пулнă пулсан та тăлăх, Вăл хăраса пуçне усман. Çав маттур пек пуласчĕ ман... Паянхи вăхăт тỹпинчен пăхатăп та, çакăн пек пĕтĕмлетỹ патне çитсе тухатăп: Борис Романов, чăннипех Чакка сăнарне ăшра тытса ĕçлесе, Нестер Янкас кĕслине малалла ĕнерсе, тăван поэзире хăйĕн кĕввине хăварчĕ. Эпĕ вулакансене унăн турпас хулăнăш кăна туйăнакан çỹхе кĕнекисене алла тытса вулама сĕнетĕп. Çав пĕчĕк кĕнекесенчех — тĕлĕнмелле пысăк шухăш.

Г. Кузнецов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 413 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz