Эрнекун, 29.03.2024, 12:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Паллă кунсем нумай
Паллă кунсем нумай
17:15
Сăн ÿкерчĕк

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Наци библиотеки “Çулталăк кĕнеки — 2017 çул календарĕ” пичетлесе кăларнă. Унта Чăваш Енĕн политикăпа, экономикăпа, культурăпа, ăслăлăхпа çыхăннă 550 пулăмĕ пирки çырса кăтартнă, республикăн чи сумлă çыннисен кун-çулĕпе паллаштарнă. Иртнĕ кунсенче асăннă кĕнеке пирĕн районти тĕп вулавăша та çитрĕ. Самай хулăн календарьте, паллах, паллă юбилейсемпе çыхăннă материалсене вырнаçтарнă. Çав шутра Трак енрен тухнă çынсем те пур. Акă, патшалăх, обществăпа политика деятелĕсен йышĕнче Кириллов Александр Григорьевич (15. 04. 1952) — Янкас ялĕнчен. Вăл — медицина наукисен докторĕ, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ врачĕ, ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ — 65 çул тултарать. Александр Семенович Сымокин (16.08. 1907 - 12.11. 1980) республикăри “Çамрăк колхозник” хаçат редакторĕ, ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Вăл — Çĕньял Упирен, унăн 110 çулхи юбилейĕ. Ученăйсенчен: Иванов Дмитрий Ермолаевич (01. 01. 1952) — Хĕлеçрен. Вăл — педагогика наукисен докторĕ, профессор, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧГПУ проректорĕ, 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Романов Вилорик Федорович (17. 01. 1937 — 26. 02. 2009) — Çĕньял Упирен. Вăл — истори наукисен докторĕ, профессор, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ЧГУ-н истори кафедрине ертсе пынă. Çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Литераторсенчен чи сумлă 100 çулхи юбилей — Шывпуç Чуракассинче çуралнă Васькин Василий Никитич поэтăн (22. 02. 1917—1942). Вăл — СССР Писательсен Союзĕн членĕ, иртнĕ вăрçăра пуçне хунă. Ершов (Янгер) Николай Гаврилович поэт вара (11. 10. 1942) Раççей журналисчĕсен, Чăваш писателĕсен Союзĕсен, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн, Чăваш халăх академийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ. Унăн — 75 çулхи юбилейĕ (Янкас ялĕ). Романов Борис Александрович (05. 01. 1947 — 03. 08. 1983) — Кивĕ Йĕкĕтрен тухнă поэт. Вăл — СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ, ЧПТРК аслă редакторĕнче вăй хунă. Унăн — 70 çулхи юбилей. Композиторсен йышне Филимонов Николай Филимонович (01. 09. 1937) ятне кĕртнĕ (Тăватпỹрт ялĕнчен). Вăл — Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, нумай юрăсен авторĕ, музыка учителĕ 80 çул тултарать. Артистсенчен пултаруллă икĕ хĕрарăмпа паллаштарнă кĕнекере. Пĕри — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ананьева Зоя Ананьевна (07. 02. 1937) — юрăç. Унăн та 80 çулхи юбилейĕ (Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнчен). Тепри — Чăваш халăх артисчĕ Федорова Раиса Федоровна (04. 10. 1937) çуралнăранпа 80 çул тултарать (Очкасси ялĕнчен). Çапла, кĕнеке сумлă, юбиляр чылай, паллă кун та самай.

Н. Васильев.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 480 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz