Кĕçнерникун, 28.03.2024, 23:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Çурла » 4 » Нÿхрепре - музей: анкартинче - кÿлĕ
Нÿхрепре - музей: анкартинче - кÿлĕ
17:42
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районънчи Çĕнĕ Выççăлккăри Геннадий Гурьев килĕнчех хăйне евĕр музей йĕркелеме пуçланă. Унччен çав тĕлте н(хреп пулнă. Шыв кĕнĕрен унта пахча çимĕç упрама пăрахнă та кил хуçи мастерской хута янă. Халĕ унта темиçе тĕрлĕ çурт макечĕ вырăн тупнă, стена çине кавир çакнă. Кунтах ал ĕç хатĕрĕсем: çĕçĕ, хĕскĕч, металл касмалли пăчкă, мăлатук. Анчах чи кирли, хăва, çук-ха. Шăпах унран Геннадий Гурьевич çуртсем «çĕклет». Тĕлĕнмеллескерсене курмашкăн шкул ачисене Гурьевсем патне ятарласа илсе килеççĕ. Çак тăрăхра текех ун пек ал ĕçĕсене кураймăн.

Ĕмĕрĕпе строительте тăрăшнă Геннадий Гурьевичăн тивĕçлĕ канăва тухсан алă усса ларма кăмăл та, вăхăт та пулман. Ăçта унта! Пĕр вăхăт ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланăскер çуралнă тăрăхра хăйĕн проекчĕпех икĕ хутлă çурт лартнă. Иккĕмĕш хутра халĕ пыл хурчĕсем тытать. Картишре _ чăх-чĕп чупать, пахчара вара хăй чавнă кÿлĕ хĕвел çинче йăлтăртатать. Ÿркенменскер унта пулă ĕрчетет. Анкартинчех вăлтапа ларма май пур! +уллахи вăхăтра кил хуçин ĕç çителĕклех. Чун киленĕçĕ патне вăл кĕркунне, çĕр шăнтсан, таврăнать. +ывăхри кÿлĕ хĕррине кайса пĕр çĕклем хăва касса килет те «строительство» пуçланать... «Мана кÿршĕ те пулăшма тытăнчĕ. Унччен вăл карçинкка аватчĕ, эп унран темиçе хут хăва ыйтнăччĕ. «Мĕн тăватăн хăвапа?» - кăсăкланчĕ те хайхискере хăнана йыхравларăм, макетсене кăтартрăм. Кун хыççăн ман валли ятарласа хăва касма çÿреме пуçларĕ. Пĕр пысăкрах çурта ăсталамашкăн сахал мар хăва кирлĕ, виçĕ-тăватă пысăк çĕклем тăкакланатехтĕр», - каласа кăтартрĕ ал ăсти ĕçĕсемпе паллаштарнă май. Чиркÿсем, купса-помещиксен кермен пек çурчĕсем, çил арман... Тухатмăш карчăкăн пÿрчĕ те пур. Икĕ хутли уйрăмах илемлĕ, чăн-чăн чăх ури çинче лараканскер. Тĕлĕнмелле мар-и-ха? Куравсене тухса çÿренĕ чухне тăтăшах макетсене туянма кăмăл тăвакансем тупăнаççĕ. Пĕррехинче чăх ури çинчи çурта сутмашкăн ÿкĕтленĕ, пысăк макетшăн пĕрисем 50 пин тенкĕ таран сĕнни те пулнă. «+уртсене сутассишĕн мар, çынсене парнелесе савăнтарассишĕн хатĕрлетĕп. Пытармасăр каласан, сутма шел», - терĕ арçын. Чăннипе, ĕçĕ çăмăлах мар, пысăкрах экспонатсене ăсталамашкăн 4-5 уйăхран сахал мар кирлĕ. +авăнпа чун киленĕçĕпе хĕллехи вăхăтра аппаланать. «Ирхине вăранатăп та телевизор çутса ĕçе пуçăнатăп. +ав вăхăтрах тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллашатăп», - сăмахне тăсрĕ тивĕçлĕ канурискер. +улла, юратнă мăшăрĕ ачисемпе мăнукĕсем патĕнче хулара пурăннă чухне хуçалăхри ĕçсемпе аппаланать. +уртсен макечĕсем ăнсăртран çуралмаççĕмĕн. Вĕсене Геннадий Гурьевич астăвăм тăрăх хатĕрлет: тĕслĕхрен, виçĕ хутлă башньăна вăл истори кĕнекинче курнă, икĕ хутлă тепĕр капăр çурта çамрăк чухне Хура тинĕс хĕрринче каннă чухне асăрханă... Чылай экспоната музейсене, тăванĕ-пĕлĕшне парнеленĕ. Хавхалану хăçан çуралнă тетĕр-и? Пуçласа курава хутшăнсан. Район шайĕнче иртнĕскерте 1-мĕш вырăн йышăнсан хăй те тÿрех ĕненеймен. Савăннипе хăнасене юрă парнеленĕ те... тепĕр диплома тивĕçнĕ. Халь наградăсен шучĕ те çук. Юрра-ташша кăмăллакан Геннадий Гурьевич ялти «Телей» фольклор ушкăнĕпе мероприятисене хутшăнса чунне уçать. 72 çултискер тулли пурнăçпа пурăнма хăнăхнă. Ывăлĕсемшĕн кăна мар, таврари чылай çыншăн тĕслĕх вырăнĕнче Геннадий Гурьевич. Унăн ĕçĕсем музейсенче ĕмĕр-ĕмĕр упранасса, хăйĕн хыççăн ырă ят юласса шанать вăл.

Нина ЦАРЫГИНА. 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 304 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz