Ытларикун, 19.03.2024, 05:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 27 » Н.В.Шупуççынни çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
Н.В.Шупуççынни çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
19:54
Сăн ÿкерчĕк
Ăна мухтаса чăвашра хăй
пурăннă чухнех ламран-лама
юмах-халап çӳренĕ.
В.Канюков.
2009 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче поэт-классик, обществăпа патшалăх ĕçченĕ, совет писателĕ, критикĕ, литературовечĕ, çĕнĕ пурнăçшăн хыпса çунакан, ырă чунлă та таса кăмăллă çын Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 120 çул çитет. Кам пĕлмест пуль унăн «Хитре Чĕкеç», «Вĕре çĕлен», «Янтрак Янтравĕ», «Еркĕн» тата ытти поэмисене, «Чĕлĕм», «Йĕтĕн тус», «Ленин», «Пĕтелмей» тата нумай-нумай сăввисемпе ытти хайлавĕсене, очеркĕсене, калавĕсене, фельетонĕсене, асаилĕвĕсене! Н.В. Шупуççынни – чăваш çырулăхĕпе историйĕнче чи паллă ятсенчен пĕри. 
Çĕнĕ Аксура (Аксу районĕ) шкул уçăлнăранпа раштав уйăхĕнче 100 çул çитет. Ăна уçса йĕркелесе никĕслекенĕ тата унта чи малтан вĕрентекенĕ – Н.В.Шупуççынни, чăвашсен паллă сăвăçи. Каярахпа – пултаруллă публицист, тĕпчевçĕ тата тăлмач.
Николай Васильевич 200 ытла кил-çуртлă яла декабрьте килсе çитнĕ. Çирĕмри яша раштаври шартлама сивĕ те, шкул çурчĕ çукки те, ытти чăрмавсем те учитель ĕçĕнчен пистереймен. Çĕнĕ Аксу халăхĕ çамрăк вĕрентекене ăшă та ырă кăмăлпа тата хаваспа кĕтсе илнĕ. Вăл килни – хресченсен пурнăçне уçă сывлăш вĕрсе кĕртнĕ. 1909-1914 çулсенче ачасене вĕрентсе пурăннă. Çав вăхăтрах вăл литература лаççинче калемне туптанă, анчах 1905-1907 çулсем хыççăнхи реакцие пула шкулта ĕçленĕ вăхăтра çырнă сăввисене пурне те пичетлеймен. Мĕнле хĕсĕк пулсан та вăл 1911 çулта Хусанта Н.В.Никольский профессор сĕннипе цензура хĕскĕчĕнчен вĕçерĕнес тĕллевпе хăйĕн кĕнекине «Эрех ĕçме пăрахăр. Эрех этеме пĕтерет. Чĕлĕм туртма пăрахăр. Чĕлĕм туртнин мĕн усси пур?» ятпа кăларать. Кĕнеке ячĕ вăл вăхăтра вăйлă сулăм илнĕ çутăлăх юхăмĕн шухăшĕсемпе пĕр кĕвве килнĕ. «Эрех ĕçнине хирĕçлекен общество» кăмăлне шута илсе ку кĕнекене эрехпе чĕлĕме хирĕç кĕрешме чĕнекен икĕ хайлав кĕртнĕ: «Пĕтелмей» памфлетфельетон тата «Чĕлĕм» («Чĕлĕмçĕ юрри») сăвă. Вĕсенче автор ытарлă каласа пурнăçри çитменлĕхсене, пăтăрмахсене, киревсĕрлĕхсене тăрăхласа тата питлесе çырнă. 
Н.В.Шупуççынни шкулта ĕçленĕ вăхăтра вĕренӳ меслечĕсем пирки те нумай çырнă. Унăн статйисем «Казанская газета», «Неделя» хаçатсенче пичетленнĕ. 
К.В.Ивановăн Слакпуçĕнчи музейĕнче Н.В.Шупуççынни хăйĕн çывăх тусĕ патне Çĕнĕ Аксуран çырнă çырăвĕ (оригиналĕ) сыхланать. Ăна 1911 çулхи пуш уйăхĕнче çырнă. Хăй Хусанти журналсенче статьясем пичетлени çинчен калать, фольклор та чылай пухнине Чĕмпĕрти аслă вĕрентекенне И.Я.Яковлева пĕлтерме ыйтать… 
Çĕнĕ Аксура ĕçленĕ тапхăрта ăста педагог вырăсла статьясем те нумай шăрçаланă. «Учительница», «Колдун», «В Ташкент», «Вечер в Кривозерках» хайлавĕсем кĕпĕрне хаçачĕсенче пичетленсе кун çути курнă. 1912-1914 çулсенче Николай Васильевич Хусанти учительсен институтне вĕренме кĕме хатĕрленнĕ, экзаменсем панă. Анчах унăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçланайман. 1914 çулхи çуллахи каникул хыççăн вăл Çĕнĕ Аксăва вĕрентме таврăнман, ăна империализм вăрçине илсе кайнă. Фронтра çырнă «Юлташа», «Ман чуншăн та кĕлтăвăр», «Аслă çул», «Ним те çук-ха, тетĕр-и?», «Кайрĕ çав» сăввисенче вăл салтаксен йывăр кун-çулне сăнласа панă. Сăвăç салтакран 1918 çулта тин таврăннă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Н.В.Шупуççыннин пултарулăхĕ анлăн сарăлнă. Çĕнĕ сăвви-поэмисем, фельетонĕсем, очеркĕсем пĕрин хыççăн тепри пичетленнĕ. Пултаруллă çыравçă ăçта ĕçлесен те, аякра пурăнсан та хăйĕн малтанхи вĕренекенĕсемпе çыхăнăва çухатман. Хăй пурнăç панă шкулпа тата халăх пурнăçĕпе курса паллашма 1928 çулта Çĕнĕ Аксăва килнĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă, çĕнĕ сăввисене вуланă.
Мускавран Шупашкара ĕçлеме таврăнсан, 1936 çулта поэт вĕренекенĕсене тата ял-йыша тепĕр хут килсе курнă.
1937 çулта Н.В.Шупуççыннине пĕр сăлтавсăрах айăпласа хăйĕн юратнă ĕçĕнчен уйăрнă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Сухобезводнăй чукун çул станцийĕ çывăхăнчи лагерьте чунĕ тухнă. 
Халĕ тăван ялта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă хăтлă шкул. Вĕрентекене чĕрĕ чухне курнă çынсем ялта юлман пулсан та, ăна Аксу тăрăхĕнче те, Çĕнĕ Аксура та манмаççĕ, асра тытаççĕ, чыслаççĕ. Н.В.Шупуççыннин пархатарлă та сăваплă ĕçĕсем тата сумлă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче юлтăр тесе шкулта унăн Асăну хăмине уçнă.
Кашни ир шкул ачисене мрамор плита çинчи ырă кăмăллă вĕрентекен тата чăвашсен паллă поэчĕ Н.Шупуççынни ăшшăн кĕтсе илсе ăсатать. Тăван халăха çутта кăларас тесе ырми-канми ĕçленĕ паллă сăвăçа манас марччĕ, малашне те ăна асра тытса унпа мăнаçланасчĕ.
«ХИСЕПЛЕСЕ ЮРАТАТТĂМĂРЧЧĔ…» 
Иван Максимович МАРТЫНОВ (1898 çулта Çĕнĕ Аксура çуралнă. Николай Васильевичăн пĕрремĕш вĕренекенĕсенчен пĕри. Бухгалтер ĕçĕнче нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă, шӳтлеме, юптарма юратаканскерччĕ):
– Пире Николай Васильевич çырма, вулама тата шутлама кăна вĕрентмен, вăл тăван чĕлхепе сăвă, калав çырма хăнăхтаратчĕ. Ытларах аслисемпе алăпа çырса «Хамăр ял» литература журналĕ кăлараттăмăрччĕ. Праçниксенче спектакльсем лартаттăмăрччĕ, çулла вара спорт вăййисене выляттăмăрччĕ. Кирлĕ тата усăллă ĕçсем тума пире пĕтĕмпех вăл ăс-тăн парса вĕрентетчĕ. Эпир, вĕренекенсем, Николай Васильевича шутсăр хисеплесе юрататтăмăрччĕ. Вăл вĕрентни нихăçан та манăçмасть.
ШКУЛ УÇАКАН
Мария Владимировна ПАВЛОВА-ИВАНОВА (1891 çулта Самар облаçĕнчи Чаллăпуç районне кĕрекен Сителлĕ ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтерсен, 1911 çулта Çĕнĕ Аксăва вĕрентме килнĕ. Вăл 40 çул ытла шкулта ĕçленĕ. Н.В.Шупуççыннипе пĕр вăхăтра тата пĕр шкулта ĕçлеме тӳр килнĕ ăна):
– Николай Васильевич çӳллĕ те яштакаскер, питрен-куçран та пит илемлĕччĕ. Эпĕ ĕçлеме тытăниччен вăл икĕ хĕл ачасене вĕрентнĕ. Пĕрер çул пĕрле ĕçленĕ хыççăн, вăл тăрăшса çине тăнипе, Çĕнĕ Аксура шкул çуртне туса пĕтерчĕç. Ял халăхĕ те Николай Васильевича хисеплесе калаçатчĕ. Çуллахи каникулта кашни çулах тăван ялне тата Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса килетчĕ. Яланах нумай кĕнекепе тата çĕнĕ хыпарсемпе таврăнатчĕ. Мĕншĕн-тĕр мана унăн кăмăлĕ килĕшсех каймарĕ...
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 966 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (02.12.2009 19:20) [Материал]
Н.В.Шупуççынни çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
(Малалли. Пуçл. 47 №.)
ЛАША ХЫÇÇĂН
Пимулла Файзуллович ЧЕНТАЕВ (1907 çулта Çĕнĕ Аксура çуралнă. Ял Канаш ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕсенчен пĕри, 30-мĕш çулсенче шкулта вĕрентнĕ, 24 çул хушши ялти колхоз правленийĕн председателĕ пулнă):
– Николай Васильевичăн хваттерĕ Афанасьев Илья пичче патĕнчеччĕ. Эпир вĕсене хирĕç урам урлă çеç пурăнатпăр. Вăл эпĕ çамрăк ача-пăчасемпе тĕрлĕ вăйăсем вылянине те курнă. Тепĕр чухне вăл пире, шăмпайсене, тĕлĕнтерес тесе лаша хӳринчен тытса ăмăртса чупни темиçе те пулнă. 1928 çулта Шупуççынни яла хăнана килнĕччĕ, эпĕ ун чух çамрăк, ял Канашĕн Ĕçтăвкомĕнче ĕçлеттĕмччĕ. Вăл сĕннипе халь çеç йĕркеленекен ялти колхоза «Малалла» ят пама йышăнтăмăр. Хăй питĕ таса ӳтлĕччĕ...
«МУСКАВ ÇИНЧЕН ИЛТРĔМ…»
Мурза Николаевич ПИКМЕЕВ (1909 çулта Çĕнĕ Аксура çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ. Иртнĕ Аслă вăрçă умĕн те, хыççăн та районти финанс уйрăмĕн пуçлăхĕнче нумай çул ĕçленĕ. Николай Васильевич унăн аслашшĕсем патĕнче хваттерте пурăннă):
– Эпĕ Пикмей Микулин ывăлĕ. Манăн асаттен хушамачĕ Питулов, ячĕ Пикмей пулнă. Шăп кăна эпĕ çуралнă çул, 1909 çулта, пирĕн яла учитель килнĕ. Вăл Николай Васильевич Васильев пулнă. Пурăнма пирĕн асаттесем патĕнче – Питулов Пикмейсем патĕнче пурăннă. Анне каласа панă тăрăх, вăл уçă кăмăллă, калаçма юратакан çын пулнă. Ачасене тăрăшса вĕрентнĕ, вĕсене тата тĕрлĕрен усăллă ĕçсем тума хăнăхтарнă. Халăх хушшинче кĕнекесем вулама юратнă. Унăн авторитечĕ Çĕнĕ Аксура питĕ пысăк пулнă. Николай Васильевич, 22 çулхи каччă, хăйпе пĕрле вĕрентекен çамрăк учительницăна юратнă, лешĕ те ăна юратнă пулнă. Анчах та иккĕшĕ пĕрле пулайман. Хĕрĕ тепĕр учителе качча тухнă. 30-мĕш çулсен варринче Шупуççынни пирĕн яла килсе кайнăччĕ. Эпир, ялти яш-кĕрĕм, унпа курса калаçрăмăр. Вăл питĕ килĕшӳллĕ те яка тумланса çӳретчĕ. Калаçнă чухне вара ăнланмалла та витĕмлĕ калаçатчĕ. Эпĕ пуçласа çав этемрен Мускав çинчен илтрĕм.
КУРĂКПА ТАТА ПЫЛПА
Наталья (Натук) Михайловна МАРТЫНОВА (1910 çулта Çĕнĕ Аксура çуралнă. Шупуççыннин малтанхи вĕренекенĕн Захар Петрович Мартыновăн мăшăрĕ. Захар Петрович майор званине илме тивĕçнĕ салтак пулнă. Николай Васильевича Натук инке пĕр хут çеç курнă. Анчах та поэт çинчен аса илнисене нумай илтнĕ):
– Николай Васильевичпа Мария Владимировна шкулта пĕр вăхăтра ĕçленĕ. Вĕсем çамрăксене çырăва вĕрентнисĕр пуçне хура халăхăн пурнăçне çăмăллатас енĕпе те сахал мар ĕçленĕ. Тĕрлĕрен усăллă курăкпа тата пылпа эмелленме, кăкăр ачисене сиплеме вĕрентнĕ. Уявсенчи улахсенчен юлман вара. Халăх юрри-сăмахĕсене каçса кайсах пуçтарнă, ку ĕçе вĕренекен ачасене те явăçтарнă. Николай Васильевич хăй те сăвăсем çырнă.
САМАНИ ÇАПЛАЧЧĔ
Энеслу Тахтамановна ОХОТНИКОВА (1900 çулта Çĕнĕ Аксура çуралнă. Николай Васильевичăн чи пĕрремĕш вĕренекенĕн Уйтул Охотниковăн мăшăрĕ. Сăвăç вĕсен çемйин тусĕ пулнă):
– Микулай Васильччă пирĕн яла килнĕ чухне эпĕ 8 е 9 çулхи ача çеç пулнă. Çавăнпа та килнине пит астусах та каймастăп. Илткеленĕ ĕнтĕ ялта учитель пур тенине. Манăн та шкулта вĕренес килсе кайрĕ. Анчах та атте мана пĕр кунлăха та вĕренме ямарĕ. «Çемье пысăк, килте ĕç нумай. Эпир вĕренмесĕрех пурăнатпăр», – терĕ. Апла пулин те сайра-хутра пушă вăхăт тупăнсанах вара шкулти юлташсем вĕреннине чӳречерен пăхса тăма чупаттăм.
Империализм вăрçи пуçлансан Микулай Васильччă Çĕнĕ Аксуран кайрĕ. Ӳссе çитĕнсен эпĕ те Илешнине качча кайрăм. Колхозсем йĕркелеме тытăнсан упăшкана вĕлерчĕç, манăн каялла тăван яла килмелле пулчĕ. Таврăнсан, Уйтул Охотников мана качча илчĕ.
Лайăхах ас тăваймастăп, те 1936 çулта, те 1937-мĕшĕнче, Микулай Васильччă Çĕнĕ Аксăва килсе курчĕ. Пурăнасса пирĕн патрах çĕр выртса тăчĕ. Вăл манăн мăшăрпа юлташлăччĕ. Калаçса сăмахĕсем пĕтместчĕç вара. Тем çинчен те: пулни-иртнине, ĕлĕкхипе хальхине сӳтсе яватчĕç, пуласси çинчен ĕмĕтленетчĕç. Çула тухса кайнă чухне Уйтула хăйĕн хучĕсене парса хăварчĕ. «Эпĕ тепре киличчен упра», – терĕ. Эпĕ вара вĕсене пирпе чĕркесе кĕлетри арчана пуçтарса хутăм.
Кайран, пĕрер çултан, усал хыпар илтрĕмĕр. «Шупуççынни – халăх тăшманĕ», – тетчĕç. Уйтул районтан таврăнсан мана: «Энеслу, Николай Васильевичăн хучĕсене пĕтĕмпех çунтарса яр», – терĕ.
Кам пĕлнĕ капла пулса тухасса. Ман çав хутсене усрамалла кăна пулнă иккен. Халĕ те пулин çавăншăн ӳкĕнетĕп.
Мĕн тăвăн – самани çаплаччĕ.
ЧĂПТА ДЕКОРАЦИ
Чăваш драмтеатрĕн художник-декораторĕ пулнă К.ВАСИЛЬЕВ каласа панинчен:
– Шупуççынни поэтпа пĕрре мар тĕл пулнă эпĕ, анчах ăна çывăхах пĕлмен. Пĕр тĕлпулу асран тухмасть. Пире вăл театрти пĕр йывăрлăхран хăтăлма пулăшрĕ. Спектакльсем валли декорацисем тума пир-авăр çитместчĕ, ниçтан тупса илме те май çукчĕ. Пĕррехинче пирĕн илемлĕх ертӳçи тата режиссер И.С.Максимов-Кошкин ский канмалли кун пасарта çӳренĕ. Николай Шупуççыннипе тĕл пулнă, ун аллинчи питĕ хăйне евĕрлĕ хуçалăх сумкине асăрхасан ăна çавăркаласа пăхнă.
(Вĕçĕ пулать).



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz