Юнкун, 24.04.2024, 00:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Çĕртме » 26 » Николай Карлин композитор пурнăçран уйрăлса кайнă
Николай Карлин композитор пурнăçран уйрăлса кайнă
12:07
Сăн ÿкерчĕк

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Карлин композитор вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗскер юлашки вӑхӑтра Самар тӑрӑхӗнчи Сергиев районӗнче пурӑннӑ. Пӗлтӗрхи вӑл 70 ҫулне паллӑ турӗ. Ҫав ятпа тӑван республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче курав йӗркеленӗччӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарнӑччӗ. Юбилей ячӗпе Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттернӗ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче елчӗксем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннипе, республикӑра ят ҫӗнсе илнӗ ҫынпа, Николай Карлинпа, сывпуллашнӑ. Унта унӑн тӑванӗсем, ӑна пӗлекенсем тата ыттисем пуҫтарӑннӑ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 346 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.07.2017 22:29) [Материал]
Талантлă поэтăн, халăх юратакан композиторăн, хор ĕçĕн ăстин Николай Сергеевич Карлинăн чĕри тапма чарăнчĕ. Н.С.Карлин Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1946 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн профессипе техника училищи пĕтернĕ, çар хĕсметĕнче тăнă, унтан Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хор дирижерĕсен уйрăмĕнче ăнăçлă вĕренсе тухнă, çавăнтах В.Ходяшев композитор ертсе пынипе хăйĕн пĕрремĕш юррисене хывнă. Малалла унăн пĕтĕм пурнăçĕ сăвă-юрă ĕçĕпе çыхăннă. Н.С.Карлин Шупашкарти пысăк предприятисен, вĕрен( заведенийĕсен, Етĕрне, Красноармейски районĕсенчи, юлашки çулсенче Самар тăрăхĕнчи Сергиевски районĕнчи художество пултарулăх коллективĕсене пуçаруллăн ертсе пынă, çав хорсем кĕске вăхăтрах хисеплĕ ятсем илнĕ, облаçри, республикăри, зонăри смотрсемпе конкурссенче, Пĕтĕм Раççей фестивалĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Писательсен тата композиторсен пĕрлешĕвĕсен пайташĕ пулнă май вăл тăтăшах сăвă-юрă кĕнекисем кăларса тăнă, "Пурнăç çулĕ", "Ытарайми тăван ен", "Юмах. Легенда. Баллада", хăй илемлетнĕ "Чăваш халăх юррисем", "Ача-пăча юррисем" тата ытти кĕнекесем вăл наци илемлĕх туйăмне тарăннăн ăнланакан, асра юлмалли сăнарсем калăплакан пысăк ăста пулнине туллин çирĕплетсе параççĕ. Унăн "Шурă хурăн", "Пилеш", "Юр тăкăнать", "Çичĕ чÿрече", "Пĕрле ÿснĕ туссем", "Шухăшлă вальс" тата ытти юррисем туслăхпа юратăва, пурнăç илемне мухтаççĕ, малалла утма хавхалантараççĕ. Вĕсене пысăк юрăçсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Литературăпа искусствăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Н.С.Карлина "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Пĕтĕм пурнăçне тăван культура аталанăвĕшĕн хывнă чăн-чăн ăста сăнарĕ яланлăхах пирĕн асăмăрсенче юлĕ.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz