Кĕçнерникун, 25.04.2024, 09:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Çу » 14 » Николай Карая халалласа инçет вăйă конкурс иртрĕ
Николай Карая халалласа инçет вăйă конкурс иртрĕ
09:03
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кунсенче Красноармейски муниципалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн Красноармейски округĕнчи уйрăмĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленипе Интернет урлă "Улăп – 2022: Эпир – Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Ăна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамăр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.   Конкурса пурĕ 74 ача хурав ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак шкулсен вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Красноармейски шкулĕ – 44, Чатукасси шкулĕ – 5, Карай шкулĕ – 4, Упи шкулĕ – 4, Трак шкулĕ – 4, Пикшик шкулĕ – 5 ача, Кĕçĕн Шетмĕ – 2, Мăн Шетмĕ – 3, Еншик Чуллă – 2. Пĕр ача Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕнчен пулчĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Чăннипех маттур пулчĕç ачасем. Вăйă конкурс оргкомитечĕ тата тÿресен йышĕ 36 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ: 1-мĕш вырăна 12 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 8 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 16 ача йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене Красноармейски муницпалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн Дипломĕпе чыслĕç, хутшăннисем сертификат илĕç.

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 120 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz