Эрнекун, 29.03.2024, 00:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Пуш » 4 » Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн 2018 çулхи лауреачĕсене чысларĕç
Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн 2018 çулхи лауреачĕсене чысларĕç
20:45
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енĕн тĕп Культура çуртĕнче 2018 çулхи литературăри, искусствăри тата культурăри сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине илме тăратнă лауреатсен чыславĕ пулчĕ. Чыслав каçне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ уçрĕ. Вăл каланă тăрăх, çак пĕрлĕх 1989 çултанпа ĕçлет, кун евĕр чыслав 29 хут иртет, çав вăхăтра кăçалхипе пурĕ 94 уйрăм çын тата пултарулăх ушкăнĕ лауреат ятне илме тивĕç пулнă.

Лауреатсене преми парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлов, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ Преми парас енĕпе ĕçлекен комисси протоколĕпе тата Преми пама тăратнă лауреатсемпе паллаштарчĕ. 2018 çулхи литературăри, искусствăри тата культурăри сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине çак пултаруллă уйрăм çынсене парас тенĕ:

1.Ефимов Лев Архипович аслă шкул вĕренÿçине, истори наукисен докторне, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне, Чăваш наци академийĕн чăн пайташне Чăваш Республикин Красноармейски районĕн энциклопедине кăларма сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен Союзĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

2.Михайлова Зинаида Петровна педагог-сăвăçа, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председательне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисепĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, «Чун ăшши» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

3.«Газпром трансгаз Нижний Новгород» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн филиалĕн – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин «Заволжский» клубне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз» – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин пĕрлештернĕ пуçламăш организацийĕ тăратнă .

4.«Карай ен» фольклор ушкăнне, чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕ тăратнă.

Преми илме тивĕçлĕ пултаруллă çынсене чаплă лару-тăрура лауреат Дипломĕпе медальне парса чыс турĕç.

Лауреатсене Красноармейски район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Р.М. Осипова саламларĕ, малашне те çирĕп вăй-хал, иксĕлми пултарулăх, пысăк çитĕнÿсем, тулли телей сунчĕ. Район культурипе халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тăрăшакан хастарсене И.А. Прокопьев Хисеп хучĕпе чысларĕ, пĕрлĕхĕн пайташĕсене çĕнĕрен регистрациленĕ пайташ билечĕпе тивĕçтерчĕ. Савăнăçлă уяв лауреатсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 245 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz