Кĕçнерникун, 25.04.2024, 21:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Нестер Янкас пĕрлĕхĕ "Чăвашлăха аталантăрнăшăн" медаль çирĕплетрĕ
Нестер Янкас пĕрлĕхĕ "Чăвашлăха аталантăрнăшăн" медаль çирĕплетрĕ
23:12
Сăн ÿкерчĕк

Медале чăваш литературипе искусствине тата культурине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

Медале уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.

Медале тивĕçлĕ кандидатсене Чăваш Республикин патшалăх уявĕсен кунĕсем, Нестер Янкас поэт çуралнă кун тата ун ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕ кун тĕлне пĕр уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членне кĕмелле, тивĕçлĕ взнос укçи тÿлемелле. Кунсăр пуçне тăратнă çыннăн автобиографийĕ, пичетпе алă пусса çирĕплетнĕ характеристики тата тăратакан организацин сĕнÿ хучĕ пулмалла.

Медале пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.

Медале 6 номинаципе пама пултараççĕ: литературăпа публицистика енĕпе, ÿнер аталанăвĕн тĕрлĕ енĕпе, культурăпа спорт енĕпе, вĕрентÿпе хушма пĕлÿ енĕпе, коммерципе производство енĕпе, ертÿлĕх енĕпе.

Медалĕн пиччен енне чăвашла-вырăсла «Медаль «Чăвашлăха аталантарнăшăн» тата «За развитие чувашской культуры» тесе çырнă. Кунсăр пуçне чăваш тĕррин символла пĕлтерĕшлĕ ÿкерчĕкне сăнланă. Вăл пултарулăхăн чи çÿллĕ шайне ăнтăлнине тата халăх пĕрлĕхĕн ăнланулăхне пĕлтерет. Медалĕн тÿнтер енне «Общество литературы, искусства и культуры имени Нестера Янгаса» тесе çырнă.

Наградăна тивĕçнĕ уйрăм çынсене тата коллективсене чаплă ларура е савăнăçлă уявра чыслаççĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 303 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz