Кĕçнерникун, 25.04.2024, 23:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Раштав » 6 » Нестер Янкас пĕрлĕх правленйĕн ларăвĕ иртнĕ
Нестер Янкас пĕрлĕх правленйĕн ларăвĕ иртнĕ
18:33
Сăн ÿкерчĕк

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем иртсе пыракан 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А.Прокопьев тухса калаçрĕ. Пĕрлĕхĕн пайташĕсенчен взнос укçине пуçтарас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем çинчен пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, халăх академикĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ. Вăлах район энциклопедине кăларас ĕç йывăррăн пынине пĕлтерчĕ. Серафимов В.С. музейçĕ район энциклопедине кăçал кăларсан питĕ вăхăтлă пулнине, район бюджетне çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварма кирлине палăртрĕ.

Кунсăр пуçне ларура районтан тухнă паллă ентешсен юбилейĕсем çинчен Гурьева С.А. вулавăшçă, Константинов В.З. таврапĕлÿçĕ чарăнса тăчĕç. Юбилейçĕсен ячĕпе «Нестер Янкас вулавĕсем» иккĕмĕш ăслăлăх конференцийĕпе таврапĕлÿçĕсен анлă ларăвне ирттермелле тесе йышăнчĕç. Ăна Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе килĕшсе пĕрле йĕркелемелле терĕç. Сăмах май, «Нестер Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ пĕрремĕш конференцийĕн материалĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Ăна кун çути кăларма тĕп вулавăш ĕçченĕсем тăрăшнă.

Правлени пайташĕсем çĕнĕрен виçĕ секци йĕркелерĕç: литературăпа журналистика, музыка тата ÿнер. Вĕсене Ершов Н.Г. поэт, Казаков А.Н. ÿнерçĕ тата Никоноров Н.М. янкасçăсем ертсе пырĕç. Секцисенчи комиссисен йышне те çирĕплетрĕç.

Янкасçăсем 2017 çулхи лауреатсене палăртасси тата вĕсене чыслассине те сÿтсе яврĕç. Сăмах май, вăл 2018 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртмелле. Çавна май Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссине суйларĕç. Унта Прокопьев И.А., Михайлов В.М. тата Константинов В.З. янкасçăсене кĕртрĕç.

Юлашкинчен янкасçăсем Нестер Янкас пĕрлĕхĕн Уставне кирлĕ улшăнусем кĕртрĕç.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 297 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz