Эрнекун, 19.04.2024, 17:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Нестер Янкас ячĕллĕ Премин çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç
Нестер Янкас ячĕллĕ Премин çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç
22:38
Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 20-мĕшĕнче ят-сумлă ентеш — Н.К. Янкас сăвăç çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Нестер Кириллович, Сталин репрессине лекнĕскер, Анат Тагилти тĕрмере 1942 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче асапланса вилнĕ. Ун чухне вăл пурĕ те 33 çулта кăна пулнă. Анчах та самана йыхравçин пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ халăхра манăçмаççĕ. Мухтавлă сăвăç ячĕпе районта культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ ĕçлет, 1990 çултан пуçласа чи маттуррисем ун ячĕллĕ премине тивĕçеççĕ. Халĕччен çак премине 66 çынпа 18 пултарулăх ушкăнне чысланă. Кăçалхипе лауреатсен чыславĕн каçĕ 28-мĕш хут иртрĕ. Çак йыша хальхинче тата 4-ăн хушăнчĕç. Чыслав каçне Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Филиппова конферансье уçса йĕркелесе пычĕ. Надежда Андреевна сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне А. Кузнецова, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председательне И. Прокопьева тата ЧНКн районти уйрăмĕн ертỹçине З. Михайловăна йыхравларĕ. — Районти чылай ĕç коллективĕнче пулнă хыççăн Трак ен малашлăхĕшĕн вăй хурас кăмăл çирĕпленсех пырать. Ку евĕр пĕрлĕх ытти тăрăхра ĕçленине илтсех кайман эпĕ. Çакăнта та малта Красноармейскисем, — терĕ Александр Николаевич. Вăл пĕр ушкăна кунпа пĕрлех район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе тата И. Казаков-Волжанинăн “Художник Элли” кĕнекипе чысларĕ. Иван Афанасьевичпа Зинаида Петровна та пухăннисен ячĕпе ыр сунăм сăмахĕсем каларĕç. Унтан Н. Янкас ячĕллĕ премине парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ В. Михайлов комисси ларăвĕн протоколĕпе паллаштарчĕ. 2017 çулшăн асăннă премине çаксем тивĕçрĕç: 1. Юрий Иванович ДАНИЛОВ, 1963 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Сăкăтпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Шупашкарти музыка училищине вĕренсе пĕтерсен, Красноармейскинчи Культура çурчĕн директорĕнче тимленĕ. 1996 çултанпа “Чулхула трансгаз Газпром” ОООн филилалĕнче — Заволжски ЛПУМГра водительте тăрăшать, тĕрлĕ пултарулăх концерчĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. 2. Николай Геннадьевич ЯКОВЛЕВ, 1954 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче хамăр районти Чатукасси ялĕнче çĕр çине килнĕ. 1986-2010 çулсенче “Чулхула трансгаз Газпром” ОООн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх службин начальникĕнче вăй хунă. 2017 çултанпа районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнне çỹрет, пултарулăх каçĕсене 32 хутчен хутшăннă, 27-шĕнче чăваш юррисене уйрăммăн юрланă. 3. Анатолий Петрович АЛЕКСЕЕВ, 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче хамăр районти Яманак ялĕнче çуралнă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992). 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.П. Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ. Тĕрлĕ ушкăнсене ертсе пырать. 4. Владимир Витальевич ЛЕОНТЬЕВ, 1968 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче хамăр районти Карай ялĕнче çуралнă. 1988-1992 çулсенче Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче юрă-кĕвĕ ăсталăхне туптанă. 1999 çултанпа — чăваш эстрада артисчĕ. 20 çула яхăнхи тапхăрта тĕп хулари 80 ытла концерта хутшăннă. Репертуарĕнче чăваш тата вырăс композиторĕсем çырнă 100 ытла юрă. Хăй те 30-а яхăн юрă кĕвĕ-ленĕ. Каçра çĕнĕ лауреатсене медаль, Диплом тата парнесем парса чысларĕç. Н. Ершов ячĕллĕ 11-мĕш конкурсăн лауреатне те палăртрĕç. Ку чыса 2017 çулта районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленнĕ статьясемшĕн Çĕнĕ Выççăлккăра пурăнакан Геннадий Гурьевич ГУРЬЕВ тивĕçрĕ. Николай Гаврилович ăна Дипломпа чысларĕ тата укçан преми пачĕ. Унтан, яланхи евĕрех, уяв концерчĕ иртрĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе куракансене районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ, Н. Яковлев, чăваш эстрада юрăçи В. Леонтьев, К. Васильева-Тукайăкĕ, Светланăпа Юрий Даниловсем, “Карай ен” ушкăн паллаштарчĕç.

В. Данилов-Тавкил.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 230 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz