Эрнекун, 29.03.2024, 15:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Раштав » 17 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 30 çулхи юбилейне хатĕрленет
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 30 çулхи юбилейне хатĕрленет
19:37
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Çапла, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхне туса хунăранпа çитес çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче 30 çул çитет. Юбилее хатĕрленес ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Кун пирки пĕрлĕхĕн çак кунсенче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче правлени председателĕ И. Прокопьев пĕлтерчĕ. Иван Афанасьевич кунпа пĕрлех хăйĕн отчетĕнче пĕрлĕх кăçал ирттернĕ ĕç-хĕл тата çитес çулхи тĕллевсем пирки кĕскен чарăнса тăчĕ (çаксем пирки вăл район хаçачĕн кăçалхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчи номерĕнчи 2-мĕш страницăри “Эпир тăвакан ĕçсем” материалта тата çак сайтра туллин çырса кăтартнăччĕ). Пĕрлĕх ертỹçи, уйрăммăн илсен, юбилее хатĕрленсе, район хаçатĕнче ятарлă рубрика уçма, унта асаилỹсем, çак общество организацийĕн ĕçĕпе çыхăннă ытти статьясем пичетлеме кирлине палăртрĕ, пĕрлĕх членĕн билечĕсемпе тивĕçтерессине, взноссем тỹлессине лайăхлатасси, юбилярсем çинчен материалсем пичетлесси, вĕсен пултарулăх каçĕсене район центрĕнче çеç мар, тăван ялĕсенче те йĕркелесе ирттересси, пĕрлĕх секцийĕсен членĕсен яваплăхне хăпартасси пирки те каларĕ. Правлени председателĕн çумĕ В. Михайлов ларура отчёт çумне хушса пĕрлĕх сайчĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Виталий Михайлович отчётлă тапхăрта пĕрлĕх ирттерекен ĕçсене вăл тăрăшнипе шкул ачисене те хутшăнтарни çинчен пĕлтерчĕ. Геннадий Юмарт çыравçă-тĕпчевçĕ 80 çул тултарнине халалласа "Улăп-2018: Эпир Улăп йăхĕнчен!" интернет викторина ирттернĕ, унта 40 шкул ачи ытла, çав шутра Канаш районĕнчи пĕр шкултан та, хастар хутшăннă. Вăлах пĕрлĕхĕн финанс ĕçĕ-хĕлĕ пирки те отчет турĕ. Ларура çитес çул Н. Янкас ячĕллĕ премисене парассин (сăмах май, комисси йышне Виталий Михайлов, Иван Прокопьев тата Владимир Константинов пайтаçăсенех хăварчĕç), виççĕмĕш хут “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа тавра пĕлỹ конференцин, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслассин, çавăн пекех “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” 21-мĕш фестивале йĕркелессин кунĕсене уçăмлатрĕç, “Чăвашлăха аталантарнăшăн” медале тата виçĕ çынна пама сĕнỹпе тухрĕç. Кунсăр пуçне "Чăваш наци культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн" орден проектне тата унпа чыслас йĕркене хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен те калаçу пулчĕ. 2019 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнче кун çути курнă техника ăслăлăхĕсен докторĕ И. Шашков профессор çуралнăранпа 110 çул çитет. “Паллă çак куна тивĕçлипе кĕтсе илесчĕ, намăс курас марччĕ”, — терĕ ларура правлени членĕ, ку ял çынни Г. Ефимов-Тусли. Правленин тепĕр членĕ Н. Ершов-Янгер вара районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауречĕсен тулли справочникне хатĕрлесе кăларма сĕнчĕ. Лару пăхса тухнă пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем турĕ. 

 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 240 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz