Эрнекун, 22.11.2024, 21:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 1 » Н.Г.Ершов-Янгер сăвăç - Красноармейски шкулĕнче
Н.Г.Ершов-Янгер сăвăç - Красноармейски шкулĕнче
21:40
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Красноармейски шкулĕн тăван ен культурипе халăх сăмахлăхĕн пÿлĕмĕнче "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекен тата чăваш поэзине кăмăллакан ачасемпе Николай Янгер сăвăç тĕл пулу ирттерчĕ. Сăлтавĕ те пысăк. Ентеш поэтăмăр çак кунсенче 70 çулхи уявне паллă турĕ. Чи малтанах юбилярăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен районти централизациленĕ вулавăшăн тĕп библиотекарĕ С.А.Гурьева каласа кăтартрĕ, хăйĕн сăмахне поэта халалланă мультимедиллĕ слайдсемпе пуянлатрĕ. Сăвăç вара презентаципе килĕшÿллĕн  хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ.
Юпа уйăхĕнче пултаруллă çыравçă Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ сĕннипе "Ял пурнăçĕ" хаçат урлă районти шкул ачисем хушшинче хăй ячĕллĕ çамрăк сăвăçсен литература конкурсне йĕркелерĕ. Конкурса 20 сăвăçăн 50 ытла хайлавне тăратнă.  Тĕл пулура Николай Ершов çак конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе те паллаштарчĕ. Сăвăç ячĕллĕ Премие (500 тенкĕ) Красноармейски шкулĕн 9-б класĕнче вĕренекен Александра Яковлева  илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ăна Н.Янгер çакна çирĕплетсе Диплом парса чысларĕ. Ку шкул ачисем хушшинче хавахалантару парнине илекенсем те пулчĕç. Вĕсем: Анастасия Харитонова (8-б), Мария Данилова (9-б), Анастасия Иванова (10 класс), Нина Кириллова (11-а) тата Кристина Семенова (11-а). Çак çамрăк сăвăçсене поэт хăйĕн "Пурнăç сăпки" сăвă кĕнекине парнелерĕ.
Тĕл пулăва Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн председателĕ Георгий Тусли те хутшăнчĕ. Вăл юбиляра литература пултарулăхĕнчи ÿсĕмсемшĕн пĕрлĕх Хисеп хутне парса чысларĕ, юрă-ташапа савăнтарчĕ.
"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ачисем Николай Ершовăн сăввисене вуласа пачĕç. Çак пĕрлешĕвĕн ертÿçи З.П.Михайлова поэтăн литературăри иксĕлми талантне çамрăксен тишкермеллине, унран сăвă çырас ăсталăха вĕренсе пымаллине палăртрĕ. Вĕрентекен поэтăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, çитĕнÿ сунчĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 614 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (19.11.2012 20:34) [Материал]
Красноармейски вăтам шкулĕнче нумай çул хушши ĕнтĕ чăваш литературине кăмăллакансен “Кăмăл” вĕренÿ пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З. П. Михайлова ертсе пырать. Зинаида Петровна пулăшнипе ачасем сăвă-калав çырма хăнăхаççĕ, “пиçсе çитнĕ” хайлавĕсене пухса ятарлă кăларăмсем хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен чи килĕшнисене вара шкулти, районти конкурссене тăратаççĕ, тĕрлĕ хаçатсенче пичетлеççĕ. Иртнĕ уйăхра республикăри “Тантăш” хаçат вĕсен сăввисене пухса пĕр страница вырăн пачĕ. “Кăмăл” пĕрлешÿ районти кăçалхи сентябрьпе октябрь уйăхĕсенче иртнĕ çамрăк сăвăçсен конкурсне те активлă хутшăнчĕ. Хайлавсен пахалăхĕ енĕпе кунти сăвăçсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тупăшăва 13 сăвă тăратнă. Жюри членĕсене уйрăмах 9-мĕш класра вĕренекен Александра Яковлеван “Чи хаклă çыннăм”, “Юратнă вĕрентекен”, “Тăван ялăм — савнă ялăм” сăввисем килĕшнĕ. Ăна Н. Ершов сăвăç ячĕллĕ районти литература конкурсĕн çĕнтерÿçи тесе йышăннă — лауреат ятне панă. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче “Кăмăл” пĕрлешĕве çÿрекенсем хăйсем патне хăнасем пухрĕç. Çав йыша Н. Ершов çыравçă хăй те кĕчĕ. Унпа пĕрле районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Г. Ефимов-Тусли тата район центрĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕ С. Гурьева пулчĕç. Çак ушкăн тепĕр сăлтавпа та пынă-ха: нумаях пулмасть çамрăк сăвăçсен конкурсĕн хуçи Н. Ершов-Янгер поэт çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çавна кунти шкул ачисем те паллă тăвас тенĕ. Вĕсене тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.Чи малтанах С. Гурьева Н. Ершовăн пурнăçĕпе пултарулăхне сăнлакан электронлă презентаципе паллаштарчĕ, ятарлă буклетсене валеçсе пачĕ. Ку ĕçе поэта хăйне те явăçтарчĕ. Иккĕшĕ ылмашăнса поэтăн чи лайăх сăввисене вуларĕç. “Кăмăл” ушкăнри Саша Осипов, Надя Козлова, Мария Данилова, Настя Харитонова, Александра Яковлева та ентеш сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Вĕренекенсем ыйтнипе поэт хăй сăввипе çырнă “Чĕререн ытарми савнă ял” юррине юрласа пачĕ. Н. Ершов хăйĕн литературăри каçалăкĕсене кĕскен аса илнĕ хыççăн хăй ячĕллĕ çамрăк сăвăçсен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăннă ку шкулти Александра Яковлева вĕренекене конкурс лауреачĕн дипломĕпе чысларĕ, укçан преми пачĕ тата хăйĕн сăввисен кĕнекине парнелерĕ. Хавхалантармалли парнесене “Кăмăл” пĕрлешÿн хастарĕсем — Нина Кириллова, Кристина Семенова, Настя Иванова, Мария Данилова, Настя Харитонова тивĕçрĕç. Юлашкинчен Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçи Г. Ефимов тĕл пулу саманчĕсене пĕтĕмлетсе пысăк хак пачĕ, юбиляра пĕрлĕхĕн мухтав хучĕпе чысларĕ, хут купăспа каласа юрă парнелерĕ.


"Ял пурнăçĕ"



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz