Кĕçнерникун, 28.03.2024, 17:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Ака » 4 » Манмаççӗ поэта (Б.Романов çуралнăранпа 65 çул çитнӗ май)
Манмаççӗ поэта (Б.Романов çуралнăранпа 65 çул çитнӗ май)
17:30
Сăн ÿкерчĕк
Чылайӑшӗ халӗ пирӗн хушӑра сук ӗнтӗ. Борис Рома­новен та кун-ҫулӗ ҫав тери кӗске пулчӗ. Вӑл 37 сула кайсан сарӑмсӑр вилӗмпе пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Ӑна хамӑр тӑрӑхри масар ҫинех тирпейлӗн пытарнӑ, асӑну палӑкӗ лартнӑ. Унтанпа ҫитес ҫул виҫӗ теҫетке ҫитет ӗнтӗ. Анчах та поэт ӑна пӗлекенсен асӗнчен нихҫан та тухмасть. Хӑй вӑхӑтӗнче эпир унӑн 50, 55,60 ҫулхи юбилейӗсене вӑл вӗреннӗ Янкас тата Трак шкулӗсенче анлӑн паллӑ тунӑччӗ, ҫамрӑкла ҫӗре кӗнӗ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тивӗҫлипе хак панӑччӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Б. Романов ҫуралнӑранпа 65 ҫул тултарчӗ. Ку пулӑма 2012 ҫулхи Чӑваш календарьне те кӗртнӗ. Ҫавна май районти тӗп библиотекӑпа Трак вӑтам шкулӗ тӑрӑшнипе поэт юбилейне тӑван шкулта вӗренекенсемпе пӗрле ирттерчӗҫ.
Тӗп библиотекăри С. Гурь­ева тӑрӑшнипе Б. Романовăн кун-ҫулне сӑнлакан, пултарулӑхне пур енлӗн уҫса паракан пысӑк ӗҫ тунӑ — электронлӑ курав йӗркеленӗ. Унпа Светлана Аверкиевна хӑех паллаштарч, поэт сăнарне тарӑннӑн çутатрӗ.
Б. Романов 1947 ҫулта Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче, 10 ачаллӑ кил-йышра ҫуралнӑ. Ачаллах хресчен пурнӑҫӗн терт-асапне тутаннӑ: ашшӗ-амӑшӗпе, аслӑраххисемпе пӗрле килте, хирте, йетем ҫинче ӗҫленӗ, ял кӗтӗвне пӑхнӑ. Анат Кушарта пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, Янкасра сакӑр класс пӗтернӗ. Трак вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чух­не вара унӑн поэзи туйӑмӗ вӑйланса пынӑ. Малтанхи сӑввисем район хаҫатӗнче кун сути курнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн студенчӗ пулнӑ чухне 17-ри Б. Ро­мановăн пӗрремӗш хайлавӗ Чӑваш писателӗсен илемлӗ литература журналӗнче — "Ялавра" — пичетленнӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн икӗ кӗнеке тухма ӗлкӗрнӗ: "Ӗненӳ", "Какӑр сӗчӗ". Ӑна 32 ҫулта чухнех СССР Писателӗсен Союзне илнӗ. Вӑл Пӗтӗм Союзри ҫамрӑк ҫыравсӑсен канашлӑвне хутшӑннӑ.
Борис Романовăн ӗҫлӗ пурнӑҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш шкулӗнче ачасене вӗрентме тытӑннинчен пуҫланнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл хамӑр районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакцийӗнче литсотрудник, яваплӑ секретарь пул-са тӑрӑшнӑ. Пултаруллӑскере Чӑваш     телевиденийӗн илемле литература передачисен редакторе пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫав вырӑнта вӑл мӗн ҫӗре кӗричченех вӑй хунӑ.
Б. Романовăн хӑй вилнё хыҫҫӑн тата икӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: "Сенкер хӗвел", "Пӑхаттир". Тӗпрен илсен, унӑн сӑввисенче пӗтӗмпех тӑван ҫӗр-шыв, тӑван тавралӑх, тӑван халӑх ӗҫӗ-хӗлӗ, вёсен туслӑхӗпе юратӑвӗ тӗвӗленнӗ. Поэтӑн мӗн пур эткерлӗхӗсем унӑн кил-йышӗнче — Шупашкарти хваттерӗнче упранаҫсӗ. Вӗсене мӑшӑрӗ — Постумия Афанасьевна, Лена хӗрӗпе Женя ывӑлӗ типтерлӗ упраҫҫӗ.
Районти вулавӑшсенче те пур Б. Романов кӗнекисем. Ҫав шутра тӑван шкулти библиотекӑра та. Вӗсене, сӑн ӳкерчӗксемпе ьпти материалсене ачасем умне кӑларчӗс те юбилей кунне йӗркелекенсем. Ҫапла вара Трак шкулӗнчи 5 — 7-мӗш классенче вӗренекенсем хӑйсен литература урокӗсене юратнӑ поэтпа пӗрле ирттерчӗҫ тесен те тӗрӗс пулӗ. Вӗсем поэтпа ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.
Аса илусем те пулчӗҫ тӗл пулура. Н. Ершов-Янгер поэт пултарулӑхне сӑнларӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ сӑввине вуларӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ю. Кузьмина 30 ҫул каялла Чӑваш писателёсен Элӗк районӗнчи кунӗнче Б. Романовпа курнӑҫнине аса илсе каларӗ.
Б. Романовăн хӑш-пӗр сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем юрӑсем те кӗвӗленӗ. Тӗл пулура халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртӗнчи А Алексеевпа С. Васильева ӗҫченсем вӗсенчен иккӗшне —"Чӗнеҫҫӗ хӑнана" (кӗвви Ю. Кудаковӑн) тата ачасем валли ҫырнӑ "Пӗчӗкки" (кӗвви И. Степановăн) юрӑсене юрласа пачӗҫ.
Пӗтӗмӗшле шкул ачисемпе ирттернӗ литература сехечӗсем ӑнӑҫуллӑ та усӑллӑ пулчӗҫ. Ҫавӑншӑн Ю. Е. Кузь-минапа И. Н. Антонова учительсемпе С. А. Гурьева биб­лиотекаре тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫапла, паллӑ кунсем килеҫҫӗ те каяҫҫӗ — пирӗн асра мӗн те пулин ыррине хӑвараҫҫӗ. Паллӑ ҫынсем те ҫавӑн пекех: пӗр-пӗр илемлӗ кун вилеҫҫӗ те каяҫҫӗ — ырӑ ячӗсем ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫавсен шутне Борис Романов поэта та кӗртетпӗр. Пурӑннӑ пул-сан, тен, вӑл хисеплӗ ятсене те тивӗҫмелли ҫынччӗ. Шанас килет: поэта ӗмӗрлӗхе асӑмӑрсенче хӑварас тесе, халӗ пурӑнакан ентеш-ҫыравҫӑсем малашне те чыслӑ ӗҫсем туса  пырӗҫ.

Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпз искусство тата культура пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертуҫи Н.Г.Ершов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 569 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Б.Романов | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz