Кĕçнерникун, 25.04.2024, 07:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Ака » 25 » Малалла ăнтăлакан Никоноровсем
Малалла ăнтăлакан Никоноровсем
19:19
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш çынни çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнни хăех темĕнле асамлăх тĕнчин хăйне евĕр ỹкерчĕкне куç умне кăларать. Чăваш уявра кăна мар, ĕçре те юрланă, ачи-пăчине уралантарнă чухне те пепкине унпа “ачашланă”, хăйĕн хуйхи-суйхине юрă-кĕвĕ çемминче пусарнă… Ахальтен мар мĕн авалах ваттисем “Лайăх юрă кулач çине пыл сĕрсе çининчен те ирттерет”, — тесе каламан пуль çав. Чăннипех те çапла ĕнтĕ. Лайăх йăла кивелмест тенешкел, лайăх юрă та нихăçан ватăлмасть. Вăл çунат та хушать, хăйĕн пуянлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе чун-чĕрене вырнаçать. Апла пулсан унти тасамарлăха тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа тула кăларать, ватлăх çулĕсене манăçтарать. Сăмах çăмхи сỹтĕлет те сỹтĕлет. Манăн та çак çынпа калаçас килсех тăрать. Калаçнăçем сăмаххи вара тупăнсах пырать. Шыв юххи пек вăл. Çак сăмахсене эпĕ Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертỹçипе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай НИКОНОРОВПА калаçнă вăхăтра тепĕр хутчен туйса илтĕм. “Трак ен” халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе кăçал раштав уйăхĕнче чĕрĕк ĕмĕр çитет. Калама çук илемлĕ, хăш чухне шавласа та тепĕр чухне тỹлеккĕн шăнкăртатса юхакан Çавалпа Шетмĕ шывĕсен тăрăхĕнче пурăнакансен юрри-кĕввине, йăли-йĕркине сцена çине кăларса савăнтарас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ вăй хуман вăл. Ял çынни пултаруллă. Ку каламасăрах паллă, ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та. Анчах унпа татах та интереслентерсе яма пĕрре те çăмăл килмест, фольклор ушкăнне хутшăнакансене музыка чĕлхине туйма вĕрентесси те ансат мар. Ушкăн пилĕк çула яхăн “Йыхрав” ятпа çỹренĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть — шав малалла васкать. Вунă çул каялла фольклор ушкăнĕн тилхепине тытса пыма, халăха юрлаттарас-ташлаттарас ĕçре тăрăшма çамрăк Николай Никонорова шанаççĕ. Районти Çĕньял Чуракасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Николай Михайлович тăван йыша çĕнĕ варкăш илсе килнĕ. Кĕçех ушкăн та хăйĕн ятне улăштарнă. Вăл “Трак ен” ятпа халăхра ырă ята тивĕçнĕ. Александра Гавриловнăпа Николай Михайлович çемйинче Николай тăхăр ачаран саккăрмĕшĕ. Ашшĕ çамрăклах ачисене тăлăха хăварнă. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç амăшĕ çине тиеннĕрен ачисем те юратнă çыннине май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Туçи Чуракассинчи сысна ферминче иртен пуçласа каçчен вăй хуракан амăшне пушă вăхăт тупса пулăшма çỹренĕ. Çакăншăн юратнă çынни тем пекех савăннă. Санькка аппана тăлăх-туратсене ура çине тăратма, тумлантарса тутă çỹретме пĕрре те çăмăл килмен. Куç хупман каçсем те пайтах пулнă, чун пĕрчисем чирлесен вĕсен умĕнчен кайман самант та çителĕклех. Апла пулин те Никоноровсем пуç усман, малаллах ăнтăлнă. Шкулта кашни тăрăшса вĕреннĕ, мĕнпур мероприятие хутшăннă, хăйсен тавракурăмне анлăлатнă. Николай та шкул хыççăн Шупашкарти Герман Лебедев ячĕллĕ лицейра, унтан тĕп хулари Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче, республикăри культура институтĕнче вĕренме май тупать. “Коля ывăлăм хамах хыврĕ пулас. Манăн анне те, хам та юрра-ташша çывăх, чунтан юрататпăр вĕсене”, — теме юратнă Санькка аппа хăй пурăннă чухне. Нумай тăрăшать Николай халăха пĕтĕçтерсе пĕрле ĕçлессишĕн, Трак тăрăхĕнчи юрăсене шăрантарассишĕн, вĕсене ламран-лама пулас ăру валли упраса хăварассишĕн. “Халăх сурать — кỹлĕ пулать, пĕччен сурать — типсех пырать”, — теççĕ ваттисем. Маттур çамрăк тăрăшса ĕçлет, халăх пултарулăх ушкăнне йĕркелесе яма кăна мар, йышăн ятне-сумне ỹстерме те вăй-халне шеллемест. Çапла майпа 2001 çулта коллектива халăх пултарулăх ушкăнĕ тесе хисеплĕ ят параççĕ. Маттур çамрăка пур çĕрте те асăрхаççĕ. Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен “Тăван” ассоциацийĕн президенчĕ А. Архипов Николай Никонорова хăйсен тăрăхне ĕçлеме йыхравлать. Вут-çулăмлă чĕреллĕ çамрăк кунта тĕпленнĕ ентешсен пултарулăх “арчине” уçас тĕллевпе унта ĕçлеме килĕшет. Нумай ĕç тăвать вăл, вăйне шеллемест. Анчах мĕн тăвăн. Тăван ен, çуралнă тăрăх хăй патнех туртать. Асăмран каймаççĕ Шетмĕпе Çавал, ял-хурăнташ, тăван уй-хир… Çĕпĕр тăрăхĕнчен таврăнать те Красноармейскинчи пултарулăх шкулĕн коллективне ертсе пыма тытăнать. Трак вăтам шкулĕнче вĕренекенсене юрă тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума та хăнăхтарчĕ. Паян вара Николай Михайлович районти Культура çурчĕн ертỹçи те, фольклор ансамблĕн илемлĕх ертỹçи те. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче “Трак ен” хамăр тăрăхра çеç мар пулнă. Унăн юррисене республикăн чылай районĕнче, Тутарстанпа Мари Эл республикисенче, Чулхула облаçĕнче пурăнакансем те итлесе хакланă. Паян та Тюмень облаçĕнчи чăвашсемпе туслă çыхăнура Трак артисчĕсем. Хастар йышăн репертуарĕ пуян. Анчах унпа çеç лăпланса лармаççĕ вĕсем. Шыраççĕ, пултарулăх “çỹпçине” çĕнĕ юрăсем кĕртеççĕ. Йышри артистсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ те ỹссе пырать. Концертсенчи кашни юрă, кĕвĕ, ташă чун-чĕрене тыткăнлать, мăнаçлăхĕпе хăпартлантарать. Тата кашни йăла-йĕрке, уяв хăйĕн асамлăхĕпе паха-çке. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç пикипе Антонинăпа пĕрлешсен вĕсен юрă-ташă тĕнчи пушшех те пуянланать. — Пирĕн тăрăхра та поэзие, музыкăна кăмăллакан чылай, — тет паян Антонина Никонорова. _ Мана музыка тĕнчин алăкне уçма чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Анисимовна Малова пулăшрĕ. “Санăн, Тоня, турă пани пĕтĕмпех пур. Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине кайса пăхма сĕнетĕп”, — тетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинчен анма пĕлмен эпĕ. Ỹкерме юратнă, стена хаçачĕн редакторĕ те пулнă. Училищĕн фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухрăм, алла диплом илтĕм. “Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен, — теççĕ. Çак сăмахсене ялан асра тытнă кил хуçи хĕрарăмĕ. Ĕçленĕ хушăрах экономиста вĕренсе тухать. Аслă ăру çыннисем пĕлсе те тĕрĕс, виçеллĕ калаçнă. Вĕсен кашни сăмахĕ ахах вырăнĕнчех. “Улми йывăççинчен аякка ỹкмест” тенĕрен çак пуян сăмахсем Никоноровсен ачисене те çывăх. Трак вăтам шкулĕн тăваттăмĕш класĕнче пур предметпа та аван вĕренекен аслă ывăлĕ Миша мĕн тери маттур! Арçын ача шкулти пĕр мероприятирен те пăрăнса юлмасть. Спортпа туслăскер сĕтел çи теннис кружокне çỹрет, каратэ секцийĕнче ỹт-пĕвне çирĕплетет. Пĕрремĕш класри Катя районти пултарулăх шкулĕн музыка уйрăмĕнче ăсталăхне ỹстерет, туптать. Район центрĕнчи “Çеçпĕл” ача садне хаваспах çỹрекен Ярослав та аслисенчен юлмасть. Вĕсемпе пĕрлех сцена çине тухать, куракансене савăнтарать. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче “Иксĕлми çăлкуçсем” радиоконкурсăн иртнĕ çулхи пĕтĕмлетỹ концерт-фестивалĕ иртрĕ. Çак пысăк уявра çемье ушкăнĕсен конкурсĕ те пулчĕ. Унта Тутарстанри Аксу районĕнчен килнĕ “Хĕр Якку”, Красноармейски районĕнчи “Несĕл” ушкăнсем тупăшрĕç. “Несĕлте” Николайпа Антонина Никоноровсен çемйи, ачисем Миша, Катя, Ярослав, мăшăр енчи тăванĕсем —пурĕ вунпĕрĕн — хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Куракансем вĕсен юрри-ташшине тăвăллăн алă çупса, хаваслă кăмăлпа ăшшăн йышăнчĕç. Тупăшура туслăх çĕнтерчĕ. Паян та, ав, Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕпе “Трак енĕн” юрри-кĕвви янăрать. Çак тăрăхра çеç те мар, республикăра та, унăн тулашĕнче те халăх кăмăллакан, чунтан юратакан пултаруллă артистсен çепĕç сасси сарăлать, такмакĕсем чуна çĕклеççĕ… Çапла, Никоноровсен маттурлăхĕ таврара пурне те савăнăç кỹрет. Кĕмĕл саслă "Трак ен" кашни çын чунĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнăран пулса пырать çакă.

Т. Борисова.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 380 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz