Шăматкун, 20.04.2024, 00:08
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Пуш » 15 » Лауреатсене чысларĕç
Лауреатсене чысларĕç
22:23
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Сайтра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, 2015 çулшăн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине хамăр ентеше — “Чăваш Ен” наци телерадиокомпанийĕн радиовещани аслă редакторне Р. Т. Деменцована, Кĕçĕн Шетмĕри Н. С. Семенов (Çемен Эреш) сăвăçа, Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Г. Гурьев ал ĕç ăстине, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрне (менеджерĕ — В. И. Петрова) тата районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне (ертỹçи — К. И. Васильева) пама йышăннă. Çỹлерех асăннă лауреатсене районти Культура çуртĕнче чысларĕç. Чыслав каçне районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн председателĕ И. Прокопьев уçрĕ. — Ку евĕр чыслав каçĕ хальхипе 25-мĕш хут иртет, — терĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен каласа панă май Иван Афанасьевич. — Трак енре Н. Янкас ячĕллĕ премине памалли çынсем татах та нумай. Культурăпа искусствăра тата литературăра палăракансем чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ, — палăртрĕ çĕнĕ лауретсене ăнăçу сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков. Чăваш Наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова вара историне çынсем туни, Ĕç çыннин çулталăкĕнче маттуррисене хавхалантарнин пĕлтерĕшĕ сумлине каларĕ. Унтан И. Прокопьевпа пĕрлĕх правленийĕн преми парас енĕпе ĕçленĕ комиссийĕн ертỹçи В. Михайлов Н. Янкас ячĕллĕ премине çĕнĕрен тивĕçнĕ уйрăм çынсемпе пултарулăх коллективĕсене лауреатăн хисеплĕ ятне тивĕçнине çирĕплетекен Дипломсемпе чыслав паллисене (медальсене) пачĕç. Лауреатсене ентешĕсем, çавăн пекех районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕпе Н. Козловапа пай редакторĕ Ю. Борисов, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова, Красноармейскинчи историпе таврапĕлỹ халăх музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова, Чатукассинчи “Телей” ушкăн, Ю. Степанов (Упи), Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Прохоров, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Константинова (Упи), районти культура ĕçченĕсен профкомĕн председателĕ Н. Филиппова, Г. Дубров çыравçă, Н. Трофимова (Красноармейски), районти таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн председателĕ В. Константинов ăшшăн саламларĕç, пысăкрах çитĕнỹсем сунса парнесем пачĕç. Лауреатсем хăйсем енчен тав сăмахĕсем каларĕç. Красноармейски ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ С. Мефодьева Янкас ялĕнче Н. Янкас ячĕллĕ парк уçма, ун ячĕллĕ преми лауреачĕсене (халĕ вĕсен йышĕ 62 уйрăм çынпа 18 коллектива çитрĕ) унта йывăçсем лартса хăварма сĕнчĕ. Каçра кунпа пĕрлех Николай Ершов писатель хăй ятĕнчен Дипломпа укçан премине иртнĕ çулшăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра тухнă илемлĕ тĕрленчĕксемшĕн хаçат редакцийĕн корректорне М. С. Романована пачĕ. Унтан Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсен пысăк концерчĕ иртрĕ. Чыслав каçне Н. Филиппова конферансье маттур йĕркелесе пычĕ. Фойере вара çĕнĕ лауреатăн — Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Гурьев ал ăстин ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. 

В. Данилов

[Мой Мир] [Facebook] [ВКонтакте] [Twitter] [LiveJournal] [Одноклассники]

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 393 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz