Эрнекун, 19.04.2024, 12:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 13 » Хусанта пĕтĕм тĕнчери тутарсен съезчĕ иртнĕ
Хусанта пĕтĕм тĕнчери тутарсен съезчĕ иртнĕ
23:19
Сăн ÿкерчĕк
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Хусанта тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн V съезчĕ иртнĕ. Ларура Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Леонид Гильченко тухса калаçнă. Вăл съезда хутшăнакансене Михаил Бабичăн салам сăмахĕсене вуласа панă. Полпред унта халăхсен туслăхне çирĕплетес тата Раççей обществин йăлана кĕнĕ пахалăхĕсене чĕртсе тăратас ĕçре çак форум пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Съезд вăхăтĕнче «Истори, культура тата наци вĕрентĕвĕн ролĕ - тутар халăхĕн ăнланулăхне йĕркелес ĕçре», «Тутар нацийĕн аталану çулĕсем», «Тутар информаци уçлăхĕ: чăнлăх тата малашлăх» секцисем ĕçленĕ.
Форумра «Тутарсен халăхсен танлăхне сыхласа хăварасси» Концепци йышăннă, Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн пĕрлĕхĕн Уставне улшăнусем кĕртнĕ, çавна май çак конгресăн ертсе пыракан органĕсен суйлавĕ иртĕ. Съездра тутарсен пĕтĕм тĕнчери «Татар иле» социаллă сетьне презентациленĕ тата ăна официаллă майпа ĕçе кĕртнĕ.
Тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн съезчĕ 5 çулта пĕрре иртет, вĕсене халăх йышлă пухăнать. V съезда 34 çĕр-шывран 800 яхăн делегат килнĕ. Аса илтерер: Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2002 çулта тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн III съезчĕн пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

Çăлкуç: http://hypar.ru/nws/show/32/17937/index.php?id=s132010303033
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 427 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz