Шăматкун, 20.04.2024, 09:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Раштав » 2 » КĔР СĂРИ ХАВАСЛĂ ИРТРĔ
КĔР СĂРИ ХАВАСЛĂ ИРТРĔ
19:21
Сăн ÿкерчĕк
Хусанти чăвашсен «Салам» фольклор ушкăнĕ чăвашсен манăçа юлма пуçланă юррисене питĕ хитре шăрантарчĕ. Чылайччен тăвăллăн алă çупса хакларĕç пухăннисем халăх таланчĕсен ăсталăхне.
– «Салам» ушкăн йĕркеленни виççĕмĕш çул анчах-ха. Çавах Тутарстанри чылай районсенче, ялсенче пулса хамăр пултарулăха кăтартрăмăр эпир. Юлашки ан пултăр, – терĕ концерт умĕн фольклор ушкăнĕн ертӳçи Светлана Садыкова. 
С.Чаркина ЧОКЦ активисткине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагогика наукисен кандидатне, Хусанти патшалăх культурăпа искусство университечĕн доцентне Ираида Юрьевна Павловăна юбилейпе саламларĕ. Чăваш фольклорĕн «Чăваш шăпчăкĕ-2007» конкурсĕн лауреачĕ, «Кĕмĕл сасă» конкурс дипломанчĕ Вера Кожеманова ăна «Çуралнă кун» юрă парнелерĕ. 
Уявра çавăн пекех С.Чаркина пухăннисене ЧОКЦ çумĕнчи çамрăксен канашĕпе паллаштарчĕ, центр членĕ Алина Мутина тата ТР чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Андрей Семенов, «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев сăмах каларĕç. 
Сцена çине Республикăри ачасен «Мини-мисс Татарстан-2009» илемлĕхпе талантсен VIII конкурсĕн финалистки, «Лучшая модель России-2009» ача-пăча наци конкурсĕн çĕнтерӳçи, 4 çулхи Вилена Хикматуллина тухрĕ, темиçе юрă питĕ хитрен шăрантарса пухăннисене савăнтарчĕ. Сăмах май, Болгарире иртнĕ «Тĕнчери чи лайăх модель-2009» конкурсра Вилена «Грация» конкурса ятарлă номинацине тивĕçнĕ, хăйĕн çулĕсенчисен категорийĕнче «Тĕнчери чи лайăх подиум моделĕ» титула çĕнсе илме пултарнă. Ача-пăча пултарулăхĕн «TV Start-2009» тĕнчери телефестивальте Вилена Хикматуллина «Фотомодель» номинацире Гран-при, «Вокал» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. 
Пухăннисен ячĕпе тав туса Сильвия Чаркина Вилена амăшне Светлана Евгеньевнăна парне пачĕ. «Кĕр сăрине» общество активистки Тамара Вахитова питĕ ăста ертсе пычĕ.
Юлашкинчен чăваш çамрăкĕсен хĕрӳллĕ дискотеки, вăйăсем пулчĕç.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 643 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz