Эрнекун, 29.03.2024, 10:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26 » КАШНИ ЧĂВАШ ХАВХАЛАНСА ЮРЛАТĂР ("СĂВАР")
КАШНИ ЧĂВАШ ХАВХАЛАНСА ЮРЛАТĂР ("СĂВАР")
22:03
Сăн ÿкерчĕк
Николай Дворов поэт пултарулăхĕпе куллен-кун паллашаççĕ «Сувар» вулаканĕсем. Тăтăшах пичетленеççĕ унăн хайлавĕсем хаçат страницисенче. Илемлĕхпе, çепĕçлĕхпе тыткăна илеççĕ, тĕрлĕ тĕспе, тĕрлĕ сасăпа янраса тăраççĕ Тăхăрьял шăпчăкĕн сăвă йĕркисем. Питĕ тухăçлă ĕçĕпе савăнтарать пире поэт. Кĕске вăхăтрах çине-çине çичĕ кĕнеке кăларма ĕлкĕрчĕ пултаруллă автор. 1999 çултанпа Раççей Писательсен тата Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ 1995 çулта пире «Кун-çул таппи» сăвăсен сборникĕпе савăнтарнăччĕ. Тепĕр çултан унăн «Савăнăç куççулĕ» кĕнеки кун çути курчĕ. «Сукмак» (1998), «Шанăç» (2001), «Тумхахлă çул» (2006), «Чун ыратăвĕ» (2007), «Çулçă çумăрĕ çăвать» (2008) кĕнекесем унăн пултарулăх эткерлĕхне чылай пуянлатрĕç. Кунсăр пуçне Н.Дворовăн сăввисемпе поэмисем «Тăван Атăл», «Ялав», «Шурăмпуç», «Çилçунат», «Атăл юрри» журналсенче, «Тантăш», «Канаш», «Ялав» тата ытти хаçатсенче пичетленсе пычĕç.
Ман умра поэтăн çĕнĕ, черетлĕ саккăрмĕш кĕнеки. «Юрату чечекĕ» ятлă вăл. Юрий Кудаков композиторпа пĕрле хатĕрленĕскере поэтăн сăввисемпе кĕвĕленĕ вун пĕр юрă кĕнĕ. Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, питĕ пуян Николай Дворовăн эткерлĕхĕ. Пин ытла хайлав – сăвăсемпе поэмăсем унта. Савăнтараççĕ, хавхалантараççĕ, хурлантараççĕ те вĕсем. Чи лайăххисене суйласа илсе вара Ю.Кудаков композитор кĕвве хывнă. Юрий Дмитриевич Тăхăрьял тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ çыравçăсемпе туслă çыхăну тытать, вĕсен сăввисене юрра хывать. Александр Кăлкан, Николай Симунов, Валериан Ашкеров, Геннадий Эсекел сăввисене кĕвве куçарнă вăл. Халĕ акă Николай Дворов сăввисене кăмăлланă. Питĕ шеп юрăсем пулса тухнă вĕсенчен.
Кĕнеке «Çĕн вăйпа эс çĕклен, Чăваш Ен!» юрăпа уçăлать. Васкамасăр, ăшă туйăмпа юрламалла ăна. Юрă кĕввине итленĕ май ума «ырă кăмăлĕпе тыткăна илекен», «юрăпа, тĕрĕпе ĕмĕртен чаплă», «кӳршĕ-аршăпа туслăхра пурăнакан», «тавлашсан та ырă ĕçре ăмăртса çеç тавлашакан», хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе мăнаçланакан Чăваш Ен тухса тăрать. Юлашкинчен поэт тăван çĕрне çĕнĕ çитĕнӳсем тума ыр сунать.
Малашне те ешер, çĕнелсе чечеклен –
Несĕлсен пехилне нихăçан манар мар.
Çĕнĕ пурнăç тума эс патваррăн çĕклен,
Эс пулсан нихăçан пĕтес çук йăх-тымар!
«Шемек ялĕн гимнĕ» юрра поэт хăй пурăнакан яла – Шемеке халалланă.
Эс, Шемекĕм, çĕнел, хитрелен,
Çурхи сад евĕрех чечеклен.
Ялăм, эс пуринчен те хакли,
Ĕçӳпе мухтава тивĕçли, – тет поэт.
«Атте-анне килне килсессĕн», «Шутлă вăхăт ма кĕске-ши?» юрăсем чăваш пурнăçĕнчи чи паха туйăма – тăванлăха сăнлаççĕ.
Юратупа туслăх теми Николай Дворов пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çĕнĕ кĕнекере те çак тема самаях анлă лаптăк тупнă. «Чиперккеçĕм, чиперскерĕм», «Юрату çуралать çуркунне», «Савнă тусăм, çĕмĕрт куç», «Эх, хĕрсем, хĕрсем...», «Юрату чечекĕ» тата ыттисем шăпах этем пурнăçĕнчи чи ырă, лайăх, çепĕç туйăма çутатаççĕ.
Юрласамччĕ шăпчăк каçăн-ирĕн,
Шăпчăк тусăм, кăмăлтан.
Сан юрру-çке – канлĕх пирĕн –
Юлĕ чĕремре ялан, –
тенĕ «Юрласамччĕ, шăпчăк» юрăра. Çак сăмахсене поэт хăй çинчен каланă пекех туйăнать. Юрласам, Николай Михайлович, çĕнĕ хайлавсемпе пире савăнтар.
Хăйне урăх, тепĕр енчен, пахалăхлă кăтартса пачĕ Николай Михайлович Дворов çĕнĕ кĕнекинче. Малашне те ку енĕпе вăй хурса çамрăксене обществăн тивĕçлĕ членĕ пулма пулăштăрччĕ, вĕсенче юратупа илемлĕх туйăмĕсем çураттăрччĕ, ăсталăхне куллен-кун ӳстерсе пырса халăхшăн ĕçлетĕрччĕ. Тĕллевĕсем яланах туллин пурнăçланса пыччăр, çулĕсем такăр, анаталла çеç, çăмăл пулччăр тесе ырă сунас килет тăрăшуллă, ывăнми ентеше. Çĕнĕ кĕнекене умне хурса кунти юрăсене Тăхăрьял çыннисем çеç мар, кашни чăваш хавхаланса юрлатăр!
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 592 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz