Ытларикун, 23.04.2024, 18:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 30 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
19:03
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 31-мĕшĕнче  Красноармейски район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем кун йĕркинчи çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Н.Я.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2012 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетесси.
2. Нестер Янкас ячĕллĕ премин 2012 çулхи лауреачĕсене палăртасси. 
3. "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă-кĕвĕ фестивальне ирттересси.
4. "Тăван Атăл" журналта ятарлă литература страници кăлармашкăн авторсене суйласа илесси.
Пĕрремĕш ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли çыравçă тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтĕр тунă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. 2012 çулта янкасçăсен юбилейĕсем те пулаççĕ: Георгий Тусли хăй 65 çул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем - 70 çул. В. Ф. Романов (Çĕньял Упи) ученăй, композитор çуралнăранпа 75 çул çитсе иртрĕ. Литераторсенчен тата В. Н. Васькин ( Шывпуç, 95) тата Б. А. Романов (Кивĕ Йĕкĕт, 65) поэтсен юбилейĕсем пулаççĕ. Халĕ вĕсем виççĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пурăнаканнисенчен кăçал 75 çул тултаракан икĕ ентеш: Зоя Ананьева юрăç (Çĕнĕ Выççăлккă) тата Раиса Федорова артистка (Очкасси).Çак паллă кунсене чыслă ирттерсе ямалла.
Иккĕмĕш ыйтупа пĕрлĕх  правленийĕн пайташĕсем çапла йышăну турĕç: Нестер Янкас ячĕллĕ премин 2012 çулхи лауреачĕсен ятне  Упи вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, алă ăсти, илемлĕ сăн ÿкерÿ маçтăрĕ И.П.Матвеев тата районти халăх ушкăнĕн драма коллективĕ (ăна К.И.Васильева режиссер ертсе пырать) тивĕçрĕç.
Виççĕмĕш ыйтупа пурте пĕрле канашланă хыççăн янкасçăсем çапла пĕтĕмлетÿ турĕç. Кăçал  "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă-кĕвĕ фестивальне ирттерме пуçлани 15 çул çитет. Юлашки çулсенче вăл район картĕнчен тухса республика шайне хăпарчĕ. Унта Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче вырнаçнă 9 районпа хулари пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма пултарнă. Апла пулсан çак уяв-фестивале кăçал та чыслă та тивĕçлĕ ирттерес терĕç. Уяв гала-концертне мартăн 29-мĕшĕнче ирттерме палăртрĕç. Унччен кашни районта вырăнти уяв-фестиваль концерчĕсем иртмелле. Сăмах май, фестивалĕн Интернет-тетел уçлăхĕнче хăйĕн порталĕ те пулмалла терĕç. Вăл ыйтупа ĕçлемешкĕн Нестер Янкас пĕрлĕхĕн правлени пайташне В.М.Михайлова шанчĕç. Янкасçăсем асăннă фестивалĕн оргкомитет йышне çирĕплетсе хăварчĕç.
Тăваттăмĕш ыйтупа пĕрлĕх членĕсем "Тăван Атăл" литература журналĕн ятарлă страницине пичете вырнаçтарма çак авторсен хайлавĕсене сĕнес терĕç: Николай Карай, Леонид Антонов, Константин Шачкин, Георгий Тусли, Шетмĕ Михали тата Николай Янкер.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 507 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz